Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче хурлану кунне пуҫтарӑннӑ. Шӑп та лӑп ҫав кун, 1961 ҫулта унти шкулта ачасемпе вӗренекенсен кун-ҫулне татнӑ пушар пулса иртнӗ. Совет саманинче инкек пирки пытарма тӑрӑшнӑ. Трагеди ниҫта та ҫырман, пӗлтермен. Пушарта вилнӗ 106 ачапа 4 учителӗн ҫывӑх ҫыннисем вара инкекӗн суранӗ вара пӗрех пирченеймен. 60 ҫултан та вӑл хӑй ҫинчен аса илтерет.
«Ачасемпе вӗрентекенсене пытарнӑ вырӑнта, мухтав Турра, мемориала тӗпрен юсаса ҫӗнетме май килнӗ. Уйрӑмах пысӑк тав Владимир Нагорнов скульптора, Николай Угаслов усламҫа. «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗн) палӑк тӗлӗнче Сергей Лукиянов проекчӗпе пысӑках мар часавай тума пуҫланӑ», – тесе ҫырнӑ хурлану кунӗнче пулнӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Инстаграмра. Инкеке асра тытни пӗлтерӗшлине те палӑртса хӑварнӑ вӑл.
Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи «Голубой огонек» (чӑв. Кӑвак ҫулӑм) пахча юлташлӑхӗнче вут-ҫулӑм алхаснӑ. Пушар ирхи 4 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Инкек вырӑнӗнче ҫын виллине тупнӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 1 386 пушар тухнӑ. Инкекре 70 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 60 ҫын суранланнӑ, 133 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Пурлӑх тӑкакӗ 24 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ҫӗрле Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пушар тухнине, ҫавна пула йывӑҫ ҫурт ҫӗрпе танлашнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пушарта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Леш тӗнчене 55 ҫулти кил хуҫи, унӑн виҫӗ пӗлӗшӗ – 47-ри арҫынпа унӑн 40-ри арӑмӗ, ҫак ялтах пурӑннӑ 49 ҫулти хӗрарӑм — ӑсаннӑ.
Инкек хыҫҫӑн Патӑрьел районӗнчи тӳре-шара ларӑва пухӑннӑ. Унта республикӑри ГКЧС председателӗн ҫумӗ Сергей Павлов тата пушарпа кӗрешекен сулжбӑн пуҫлӑхӗ Герман Михайлов хутшӑннӑ.
Ларура нумай ачаллӑ, пӗччен ватӑсем пурӑнакан тата эрех-сӑрапа иртӗхекен ҫемьесене ҫитсе тимлӗх пирки асӑрхаттармаллине сӳтсе явнӑ. Туса ирттерни пирки ятарлӑ комиссие хыпарламалла.
Паян ҫӗрле Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пушар пулнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ.
Пушара сӳнтерсен тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ: 55 ҫулти кил хуҫи, унӑн виҫӗ пӗлӗшӗ – 47-ри арҫынпа унӑн 40-ри арӑмӗ, ҫак ялтах пурӑннӑ 49 ҫулти хӗрарӑм.
Ҫурт йӑлтах ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ, ҫынсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ.
Пирус асӑрханмасӑр туртнӑран Шупашкарта балкон ҫунма тытӑннӑ. Анчах хальлӗхе паллӑ мар: хуҫи хӑй туртнӑ е пирус пуҫӗ ҫӳлти балконран ӳкнӗ.
Ӗнер 17 сехет ҫурӑра Николаев урамӗнчи 47-мӗш ҫуртра балкон ҫунма тытӑннӑ. Икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен 90 ҫулти кил хуҫине эвакуациленӗ. Унта ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ватӑ арҫынна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
ЮПА |
25 |
Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре тӑватӑ мунча ҫуннӑ. Виҫӗ тӗслӗхӗнче йӑлтах ҫунса кайнӑ.
Шӑматкун Шупашкарти Богданкӑра Серафимович урамӗнчи мунча кӑнтӑрла ҫуннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мӑрье тӗрӗс мар ӗҫленӗрен тухнӑ.
Ҫав кунах Куславккара та мунча ҫуннӑ. Унта ҫулӑм ҫапӑнмалли пӳлӗме ҫеҫ сиенлетнӗ. Мунчана хуҫисем тӗрӗс мар хутнӑран пушар тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Вырсарникун Красноармейски районӗнич Туҫи Чуракасси ялӗнче тата Улатӑрта мунча ҫуннӑ. Ку тӗслӗхсенче пӗтӗмпех ҫунса кайнӑ.
Улатӑрти комбикорм савутӗнче пушар тухнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, Промышленноҫ урамӗнче вырнаҫнӑ савутӑн иккӗмӗш хутӗнчи цехра ҫулӑм тухнӑ. Пушара ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Вӑл 30 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Ҫулӑм гранулятора тата ун патне пыракан электричество пралукӗсене сиенлетнӗ.
Палӑртмалла: предприяти «Юрма» агрохолдингӑн подразделенийӗ шутланать. Унта чӑх-чӗп валли комбикорм хатӗрлеҫҫӗ. Ҫулталӑкра 80 тонна комбикорм туса кӑларма пултараҫҫӗ.
Ӗнер 10 сехет ҫурӑра Канашра Тӑвай ҫулӗнчи 1-мӗш ҫуртра пушар алхаснӑ. Вӑл – общежити.
Ҫулӑм виҫҫӗмӗш хутри кухньӑра тухнӑ. Пушарта сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, маччапа стенасем хӑрӑмланса ларнӑ. Общежитире пурӑнакан тӑватӑ ҫынна ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Пӗри сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче уй ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Элӗк районӗнче уйри ҫулӑм ял патне ҫывхарать», - тенӗ вӑл.
Сӑнӳкерчӗксене пӑхас тӑк, уй каҫхине ҫуннӑ. Унта Уйкас ҫывӑхӗнчи уй-хирте "хӗрлӗ автан" ташланӑ. Ҫынсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ чухне уя ҫулӑм ярса илнӗренпе 3-4 сехет иртнӗ.
Ҫулам Етӗрне ҫулӗ енчен ҫывхарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнче лавкка ҫуннӑ. Ҫулӑм 4 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 15 сехетре пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электрогазосварка ирттернӗ чухне асӑрханманран ҫулӑм тухнӑ. Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ лавккара стена ҫуннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1298 пушар тухнӑ. Вӗсенче 66 ҫын вилнӗ, 53 ҫын суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ. | ||
| Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |