Ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче уй ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Элӗк районӗнче уйри ҫулӑм ял патне ҫывхарать», - тенӗ вӑл.
Сӑнӳкерчӗксене пӑхас тӑк, уй каҫхине ҫуннӑ. Унта Уйкас ҫывӑхӗнчи уй-хирте "хӗрлӗ автан" ташланӑ. Ҫынсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ чухне уя ҫулӑм ярса илнӗренпе 3-4 сехет иртнӗ.
Ҫулам Етӗрне ҫулӗ енчен ҫывхарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнче лавкка ҫуннӑ. Ҫулӑм 4 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 15 сехетре пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электрогазосварка ирттернӗ чухне асӑрханманран ҫулӑм тухнӑ. Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ лавккара стена ҫуннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1298 пушар тухнӑ. Вӗсенче 66 ҫын вилнӗ, 53 ҫын суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 19 сехетре Ҫӗмӗрле хулинчи Ҫамрӑксен урамӗнче ҫурт ҫуннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушар верандӑран тухнӑ.
Самантрах урама ҫӑра тӗтӗм карса илнӗ. «Ҫунакан ҫуртра газ баллонӗсем сирпӗнме тытӑнчӗҫ. Унтан электричество сӳнсе ларчӗ. пушарнӑйсенче чӗнчӗҫ. Вӗсем киличчен ҫулӑм верандӑран ҫурт ҫине куҫма ӗлкӗрчӗ», - пушар вырӑнӗнче пулнӑ ҫын.
Пушарнӑйсем мачча ҫине хӑпарас тесе ҫӳлти чӳречене ҫӗмӗрнӗ.
Вырсарникун каҫхи 7 сехет хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи Шӑплат ялӗнче харӑсах виҫӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшне ҫӑлма май килнӗ. Пушара тӑватӑ автоцистерна сӳнтернӗ.
Шӑматкун вара Шупашкарти Энтузиастен урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре иккӗмӗш хутри балкон ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫитсен ҫулӑма пилӗк минутран сӳнтернӗ.Пушар мӗнрен тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче виҫӗ тюк улӑм ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасем чӗртсе яма пултарнӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче пӗр ҫуртӑн балкон айӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем, ҫынсем сӳнтернӗ.
Ку паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 15 сехетре Никитин урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пулнӑ. Иртен-ҫӳрен пӗрремӗш хутри балкон айӗнче ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унта ҫамрӑксем ларма юратаҫҫӗ, унтах пирус туртаҫҫӗ.
Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Иртен-ҫӳрен те пушарнӑйсене пулӑшнӑ.
Шупашкарта каллех автобус ҫунма пуҫланӑ. Каллех – ҫӗнни. Нумаях пулмасть 26-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑччӗ.
Паян 10 сехет те 40 минутра Ленин проспектӗнчи 61-мӗш ҫурт патӗнче 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус мӑкӑрланма пуҫланӑ. Салонран ҫынсем урама чупса тухнине иртен-ҫӳрен ӳкернӗ, видеона «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Салонра пӗр 15 ҫын пулнӑ. Тепӗр 10 минутран автобус мӑкӑрланма пӑрахнӑ, водитель мӗн пулнине тӗпченӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти сӗтел-пукан фабрикисенчен пӗринче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ирхине, 9 сехет те 35 минутра, алхасма тытӑннӑ. Инкек вырӑнне вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ҫийӗнчех персе ҫитнӗ.
Пушар Шупашкарти Ҫул-йӗр проездӗнчи 4-мӗш «А» ҫуртра тухнӑ. Унта сӗтел-пукан туса кӑларакансен производстви вырнаҫнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушар вырӑнӗнче пушара сӳнтермелли тӑватӑ техникӑпа ӗҫленӗ. Вут-ҫулӑма ҫӗнтерме пӗр сехет ҫурӑна яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулнӑ.
Пушарта ҫынсем шар курман.
Дача чӗртсе янӑ ҫамрӑка икӗ ҫуллӑха колони-поселение ӑсатӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑннӑ суд. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Усал ӗҫе 26 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫулла, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тунӑ. Ҫав кунхине вӑл хӑй паллакан хӗр патне «Ивушка» пахча юлташлӑхне ҫул тытнӑ. Хӗр кӑмӑлӗ пирки пӗлместпӗр те, пикен амӑшӗ каччӑна кӑмӑлсӑр кӗтсе илнӗ. Вӑл ӑна хӑваласа ярас тенӗ. Каччӑ ҫавӑншӑн ҫурӑлса каясла тарӑхнӑ курӑнать. Хӗрӗн ҫемйине вӑл усал тӑвас шухӑш тытнӑ. Тавӑрас шухӑшпа дачӑри верандӑна тата мунчана чӗртсе янӑ. Ҫемье 112 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче полици майорӗ Андрей Сергеев, полици капитанӗ Сергей Пахомов тата аслӑ прапорщик Александр Порфирьев Канаш хулинчен яла ӗҫпе кайма тухнӑ. Вӗсем патне маларах шӑнкӑрав ҫитнӗ: Хучел ялӗнче ҫынна хӗненӗ-мӗн.
Ҫул ҫинче вӗсем пӗр хуҫалӑхра, сарайӗнче, ҫулӑм алхаснине асӑрханӑ. Юнашарах ҫурт, мунча пулнӑ. Полицейскисем ҫывӑракан ҫемьене тата кӳршисене вӑратнӑ. Пушарнӑйсем киличчен хӑйсемех ҫулӑмпа кӗрешнӗ.
Кайран ҫулӑм ӑҫтан тухнине палӑртнӑ. Сарая Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти арҫын чӗртсе янӑ иккен. Вӑл ҫемьери ҫынпа пӗр чӗлхе тупайман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫемьене 250 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Шупашкарти офиса чӗртсе янӑ. Пӑтӑрмах паян, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ирхи 3 сехет тӗлӗнче патрульпе пост службин ӗҫченӗсем Эльгер урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин патӗнчен чупса тухакан арҫынна асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑтра асӑннӑ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи офисран тӗтӗм йӑсӑрланса тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара шанчӑксӑр арҫынна тытса чарнӑ.
Арҫыннӑн вут чӗртсе ямалли шӗвек, икӗ зажигалка, бита пулнӑ.
Пушара часах сӳнтернӗ, тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.
45 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |