Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ирхи 4 сехетре Ҫӗмӗрле районӗнчи Атӑл поселокӗнче пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Унта виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пӗр пӳлӗмӗ ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Анчах инкексӗр пулман. Ҫунса кӗлленнӗ ҫурт кӑмрӑкӗ хушшинче икӗ арҫын виллине тупнӑ. Пӗри – 31 ҫулти арҫын, хваттер хуҫи. Тепри – 47 ҫулти ентешӗ, вӑл ҫав ялтах пурӑннӑ. Халӗ экспертсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Лапсарта Совхоз урамӗнче ашшӗпе хӗрӗ ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |