Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ пӗвере пулӑсем вилнӗ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Вырӑнти ҫын каланӑ тӑрӑх, пӗвере нумай пулӑ вилнӗ, ҫиеле ишсе тухнӑ. Вӗсем сывлӑш ҫитменнипе вилме пултарнӑ.
"Пӗвене тахҫанах никам та тасатман. Шыв сахал, кислород ҫителексӗр. Пулӑсене шел",- тенӗ халӑх корреспонденчӗ.
Аса илтер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи пӗвере карасьсем вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑсем, карассем, вилнӗ, вӗсем шыв ҫине тухса выртнӑ. Сӑмах май, халӑхра ҫак пӗвене Хура тинӗс теҫҫӗ. Унта пурӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑран хими шӑрши кӗрет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, карассем юхса тухакан шыва пула вилнӗ.
"Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкалли пӗрремӗш хут пулман, виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ пӗвере пулӑсем вилеҫҫӗ. Унччен унти карассем ҫиме юрӑхлӑ пулнӑ. Халӗ вара палӑран хими тути калать-мӗн.
Шупашкарти кӳлмекре пулӑсем вилеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫынсене пӑшӑрхантарать. Пулӑсем сывлӑш ҫитменнипе пӑрпа витӗнмен вырӑна пухӑнаҫҫӗ. Такамсем вара ҫакӑнпа усӑ курса вӗсене сачокпа тытаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӳлмеке ятарлӑ комисси тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта пӑрпа витӗнмен пӗчӗк вырӑнсем пулнӑ. Ҫав вырӑнсене кӑвакалсемпе ҫӑхансем пухӑнаҫҫӗ.
Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, шывра кислород питӗ сахал. Ҫавӑнпа пулӑсем уҫӑ вырӑн шыраҫҫӗ. Чӑннипе, кӳлмекре кашни ҫулах ҫавнашкал лару-тӑру пулать. Анчах кӑҫал пушшех те йывӑр, мӗншӗн тесен шыв шайӗ 30-40 сантиметр тарӑнӑш ҫеҫ юлнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, пулӑ ан вилтӗр тесен ваксем касмалла. Пулӑҫсем ку тӗлӗшпе ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗнче пулӑсем вилеҫҫӗ. Кӗҫех шапасем те юлмасран кулянаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакансем.
Мӗн пулса иртет унта? Ҫынсем ҫакна вырӑнти сыр пӗҫерекен савутпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, предприяти лайӑх мар шыва Таяпа юханшывне ярать, лешӗ вара Кӗҫӗн Пӑлана юхса кӗрет. Савут директорӗ те тунмасть: тасатмалли сооруженисем юрӑхсӑра тухнӑ, ҫӗннисене вара туянса ӗлкӗреймен.
Унччен юханшывра шыв таса пулнӑ, ҫынсем шыва кӗнӗ. Халӗ вара ӑна хурсем те ӗҫесшӗн мар. Валерий Орлов кашни кун юханшыв хӗррине кайса вилнӗ пулӑсене пуҫтарать, шыва тасатать, унсӑрӑн ялта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлӗ.
Район прокуратури административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне Росприроднадзор савута штраф ҫырса панӑ. Ҫапах ним те улшӑнман, пулӑсем ҫаплах вилеҫҫӗ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын рак тытнӑран ята кӗнӗ. Асӑннӑ ҫын рак тытмалли хатӗрсене Сӑр юханшывӗнче 5 штук таран лартса тухнӑ. Шучӗпе вара кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен раксене тытма юрамасть.
Апла пулин те арҫын пурӗ 191 рак тытнӑ. Ҫапла вара вӑл юханшыва 40 пин тенкӗ ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Полицейскисем рак тытмалли хатӗрсене туртса илнӗ, раксене шыва янӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа браконьера икӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать.
Патӑрьел районӗнчи Кепе юханшывне кам вараланӑ? Республика прокуратури ҫак ӗҫе тунӑ ҫынсене палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлет.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Кепе юханшывӗнче, Патӗрьелтен кӑнтӑр енне 500 метрта, 252 карп вилнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн шыва лабораторире тӗпченӗ. Пӗтӗмлетӳ ҫакнашкал: фосфат – 37,5, аммони ионӗсем 8 хут ытларах пулнӑ. Кислород вара 4,4 хут сахалрах. Ҫакна пула юханшыври пулӑсем вилнӗ. Тӑкак 233 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Патӑрьелте Кепе юханшывӗнче пулӑсем вилеҫҫӗ. Ку хыпар прокуратурӑна та ҫитнӗ. Ведомство пулӑсем мӗншӗн вилнине тӗпчет.
Патӑрьел районӗн прокуратури кун тӗлӗшпе тӗрӗслев йӗркеленӗ. Пулӑсем вилнине ҫынсем асӑрханӑ, кун пирки тивӗҫлӗ органа пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн прокуратура ӗҫ-пуҫа куҫран вӗҫертмест.
Ку ӗҫе ытти тӗрӗслев органне те явӑҫтарӗҫ. Вӗсем те тивӗҫлӗ тӗпчев ирттерӗҫ.
Сӑмах май, пӗр икӗ ҫул каялла Ҫӗрпӳ районӗнче те пулӑсем нумаййӑн вилнӗ тӗслӗх пулнӑччӗ. Ун чухне «Бекон» предприяти тӗлӗшпе тӗрӗслевсем иртнӗччӗ.
Шупашкар ҫыннисем Атӑлта питӗ пысӑк пулӑ тытнӑ. Вӑлтана кӗнӗ ҫуйӑн 90 килограмм таять, тӑршшӗ икӗ метр ытла. Ҫак арҫынсем кун пек пысӑк пулӑ 18 ҫул каялла та тытнӑ пулнӑ.
Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакан арҫынсем пулла утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кайнӑ. Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ ҫывӑхӗнче вӗсем Атӑлӑн тарӑн вырӑнӗ патне ҫитнӗ.
Ҫуйӑна тытма ҫӑмӑл мар. Алексей каланӑ тӑрӑх, ку ҫапӑҫу пекех. Вӑйлӑ пулмасан ҫуйӑн тарма, хӑйӗн хыҫҫӑн сӗтӗрсе кайма пултарать.
Арҫынсем каланӑ тӑрӑх, пысӑк ҫуйӑн нумайлӑха ҫитӗ. «Пулӑ шӳрпи, шашлӑк, балык пӗҫерӗпӗр. Саппас ҫулталӑклӑха ҫитет», - каласа кӑтартнӑ пулӑҫсем.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнчи пӗвере пулӑсем вилни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Ун чухне ял ҫыннисем те лайӑх мар шӑршӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Ара, сӑмсана ҫуракан шӑршӑ таврара сарӑлнӑ.
Вырӑна специалистсем тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Чӑнах та, пӗверен сысна каяшӗ шӑрши кӗнӗ, шыв пӑтраннӑ. Пӗвере 90 яхӑн пулӑ вилнӗ. Сысна каяшӗ шӑрши ӑҫтан кӗме пултартӑр? Ҫывӑхра «Ҫӗрпӳ беконӗ» предприяти пур.
Тислӗк чӑнах та унтан юхса килнине специалистсем ҫирӗплетнӗ. Предприяти тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.
Мукаш районӗнче пурӑнакан 90 ҫулти кинемей килте ахаль лармасть. Унӑн килӗ музей евӗрех. Ватӑлма вӑхӑт ҫук унӑн – алӗҫӗпе аппаланать.
Ҫамрӑк чухне Елена Изракова аварие лекнӗ. Ун чухне Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи пынӑ. Ҫав кун рюкзак ҫакнӑ темиҫе хӗрача кузовлӑ машина ҫине ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр машина иртсе пынӑ, Еленӑн рюкзакне ҫаклатнӑ та сетӗрсе кайнӑ. Хӗр машина айне лекнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл пульницӑра виҫӗ уйӑх выртнӑ. Тухтӑр ӑна качча тухма сӗнмен, ача ҫуратма ирӗк паман. Ҫапах Елена икӗ хӗр ҫуратнӑ.
Елена Изракова пулла ҫӳреме юратать. Кунне 50 пулӑ тытни уншӑн норма шутланать. Хӑш чух ҫӗрлечченех вӑлта тытса ларать, ачисем хунар илсе ӑна шырама пыричченех.
Елена Изракова — лайӑх каменщик, штукатур. Хӑйӗн ҫуртне вӑл хӑйех тунӑ. Халӗ хастар хӗрарӑм 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |