Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пулӑҫсем 2 метр тӑршшӗ ҫуйӑн тытнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 08.07.2019 20:35 | 345 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Алексей Милашин тунӑ сӑн
Алексей Милашин тунӑ сӑн

Шупашкар ҫыннисем Атӑлта питӗ пысӑк пулӑ тытнӑ. Вӑлтана кӗнӗ ҫуйӑн 90 килограмм таять, тӑршшӗ икӗ метр ытла. Ҫак арҫынсем кун пек пысӑк пулӑ 18 ҫул каялла та тытнӑ пулнӑ.

Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакан арҫынсем пулла утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кайнӑ. Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ ҫывӑхӗнче вӗсем Атӑлӑн тарӑн вырӑнӗ патне ҫитнӗ.

Ҫуйӑна тытма ҫӑмӑл мар. Алексей каланӑ тӑрӑх, ку ҫапӑҫу пекех. Вӑйлӑ пулмасан ҫуйӑн тарма, хӑйӗн хыҫҫӑн сӗтӗрсе кайма пултарать.

Арҫынсем каланӑ тӑрӑх, пысӑк ҫуйӑн нумайлӑха ҫитӗ. «Пулӑ шӳрпи, шашлӑк, балык пӗҫерӗпӗр. Саппас ҫулталӑклӑха ҫитет», - каласа кӑтартнӑ пулӑҫсем.

#пулӑсем, #Шомик, #Муркаш районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58156
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗмӗрлери шкул юпа уйӑхӗнче ҫеҫ уҫӑлӗ
2018, 08, 29
Ленинграда ирӗке кӑларнӑ ветеран 95 ҫул тултарнӑ
2019, 01, 27
90-ри кинемей кашни кун пулла ҫӳрет
2019, 06, 13
Икӗ ача шыва путса вилнӗ
2019, 06, 24
«Ҫӗрпӳ беконне» пула пӗвери пулӑсем вилнӗ
2019, 07, 04

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org