Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Вӗренӳ: Ҫӗмӗрлери шкул юпа уйӑхӗнче ҫеҫ уҫӑлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.08.2018 18:43 | 1891 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗсченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри хӑш-пӗр вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр мар.

Ҫӑлавҫӑсем 439 шкулпа 340 ача пахчине, аслӑ пӗлӳ паракан 14, вӑтам ятарлӑ пӗлӳ паракан 27 заведенине, тӑлӑх ачасен 3 центрне тата хушма пӗлӳ паракан 104 организацие шута илнӗ.

Пушар надзорӗ мӗнпур организацирен 859-шне, е 93 процентне, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗр тесе йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 257 кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, должноҫри 80 ҫынна явап тыттарнӑ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр маррисем — ҫичӗ организаци. Ҫавсен шутӗнче — Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Маленькая страна» (чӑв. Пӗчӗк ҫӗршыв) 1-мӗш ача пахчи, Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул, Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул, Муркаш районӗнчи Шомикри вӑтам шкул, Улатӑрти 2-мӗш вӑтам шкул тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкул.

Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта юсав ӗҫне юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне ҫес вӗҫлӗҫ. Унччен ачасем урӑх шкулсене ҫӳрӗҫ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #Элӗк, #Шомик, #Муркаш районӗ, #ачасем, #вӗренӳ, #шкулсем, #ача пахчисем, #техникумсем, #Комсомольски, #статистика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем