Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енре арҫын 90 килограмм таякан ҫуйӑн тытнӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата пулӑҫ ывӑлӗ Алексей Малашин пӗлтернӗ.
Пулла Атӑлта, утрав ҫинче, тытнӑ. Вӑл рак ҫине ҫакланнӑ. 90 килограмм таякан пулӑ ҫын ҫӳллӗшӗнчен те пысӑкрах.
Чӑваш Енре Кӗтне юханшывӗнче пулӑ вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Редакцие Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ҫывӑхӗнче ӳкернӗ сӑнсене те ярса панӑ.
Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑсем темиҫе ҫул каялла вилнӗ, вӗсем шыв ҫийне тухнӑ. Ҫыран хӗрринче те пулӑ нумай выртать.
Хырай Ӗнел ҫывӑхӗнче кӑна мар кун пек лару-тӑру-мӗн. Кӗтне тӑршшӗпех пулӑсем вилнӗ. Росприроднадзор, Рыбнадзор, Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем шыва тӗпчеме илнӗ.
Чантӑр ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑ виллисене асӑрханӑ. Ҫавна май Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Пулӑ виллисем ҫыран хӗрринче те, пӗвере те пулнине асӑрханӑ. Халӗ специалистсем пулӑсем мӗншӗн вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Айӑплисене тупсан прокуратура вӗсен тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнӗ.
Берлинти Dom Aquaree отельти тӗнчери чи пысӑк AquaDom цилиндр аквариум ҫурӑлнӑ. Унӑн калӑпӑшӗ 1 млн литр пулнӑ, унта 1,5 пин пулӑ пурӑннӑ.
Der Spiegel пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха пула икӗ ҫын шар курнӑ. Вӗсене госпитализациленӗ. Кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, малтан вӑйлӑ сас тухнӑ, кайран урамалла отель фасачӗн пайӗсем сирпӗнсе тухнӑ, шыв юхса тухнӑ.
Халӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнче ҫӑлав службисем ӗҫлеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле вӗсен йышӗ 100 ҫынна яхӑн. AquaDom-а 2003 ҫулта уҫнӑ, проект хакӗ — €12,8 млн. Аквариум ҫӳллӗшӗ 16 метр, диаметрӗ — 11,5 метр. Ун ӑшӗнче 100 яхӑн тӗс пулӑ ишсе ҫӳренӗ.
Андрейпа Александр Соколовсем утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Атӑл ҫине ҫуйӑн тытма кайнӑ. Вӗсем киле ахаль таврӑнман - 20 килограмм таякан пулӑ ҫаклатнӑ. Ӑна туртса кӑларассишӗн пиччӗшӗпе шӑллӗ 10 минут ытла кӗрешнӗ.
Соколовсем пулла кимӗпе, эхолотпа тата квокпа кайнӑ. Пулӑ ахаль ӑман ҫинех ҫакланнӑ.
Соколовсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку таранччен вӗсем кун пек пысӑк пулӑ тытса курман. 20 килограмм таякан ҫуйӑнӑн пӗр пайне вӗсем тӗтӗмленӗ, тепӗр пайӗпе шӳрпе пӗҫернӗ.
Комсомольски районӗнче, Кӗтне юханшывӗнче, пулӑсем вилеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура вырӑна ҫитсе тӗрӗслев пуҫарнӑ ӗнтӗ.
2020 ҫулта та Кӗтнере пулӑсем вилнӗ. Ун чухне мӑшкӑлтӑк шывӗ унта тасалмасӑрах юхса тухнине палӑртнӑ.
Халӗ каллех катастрофа. Специалистсем шыва тӗрӗслеме илнӗ. Кун хыҫҫӑн тин чӑн сӑлтавне палӑртма пултарӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал Канаш, Йӗпреҫ, Шупашар районӗсенче те пӗвере пулӑсем вилнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи пӗвере пулӑсем мӗншӗн вилнӗ? Унти шыв мӗншӗн хура тӗслӗ пулса ларнӑ?
Пӗвери пулӑсем вилнине ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче асӑрханӑ. Ҫынсем пулӑсене ҫӑлма та хӑтланнӑ. Пӗвери шыва тӗрӗслеме специалистсем ҫитнӗ.
Вырӑнти халӑх шухӑшӗпе, ҫывӑхри сӗт савучӗ айӑплӑ. Анчах савут ӗҫченӗсем вӗсен йӑлтах йӗркеллӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Сӑмах май, вӑл ҫур ҫул ӗҫлет.
Пучинкесем ку ыйтупа вӗҫне-хӗрне пырса тухӗҫ-ши?
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи пӗвере пулӑсем вилнӗ. Мӗн пулнӑ унта? ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем вырӑна тухнӑ.
Ҫак тата ытти ведомство специалисчӗсем ял ҫыннисемпе пӗрле пӗвене пӑхса ҫаврӑннӑ, пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ. Пӗвери шыва тӗрӗслемешкӗн илнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ пирки министерство каярах пӗлтерме шантарнӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Канаш тата Шупашкар районӗсенче те пӗвере пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнче Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнине палӑртнӑ. Паян унта Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем пулнӑ.
Шыва тӗрӗслемешкӗн илнӗ. Ведомство анализ пӗтӗмлетӗвне каярах пӗлтерӗ.
Сӑмах май, Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнӗ тӗслӗх 2013, 2014 тата 2018 ҫулсенче пулнӑ. Икӗ хутӗнче айӑпли "Юрма" пулнине палӑртнӑ, кайран "Чӑвашбройлерӗ" тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса явап тыттарнӑ. Хальхинче кам айӑплӑ?
Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче тата Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче вырнаҫнӑ пӗвесенче пулӑсем нумай вилни пирки пӗлтернеччӗ. Кун хыҫҫӑн специалистсем унти шывсене тӗрӗсленӗ. Экспертиза пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак пӗвесенчи шывсенче, Шупашкарти кӳлмекри пекех, сиенлӗ япаласем нормӑран ытларах мар. Шывра кислород сахал пулнине палӑртнӑ. Пулӑсем ҫавна пула вилнӗ.
Астӑватӑр пулӗ: Шупашкарти кӳлмекре хӗлле пулӑсем кислород ҫитменнипе вилнӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |