Комсомольски районӗнче Кӗтне юханшывӗнче пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ. Унта 3 пин ытла пулӑ виллине шута илнӗ.
Прокуратура тата Росрыболовство шыва тата пулӑ виллине тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмлетӳ паллӑ: юханшывра шыва варалакан япаласем ытлашши нумай. Тӑкака шутланӑ хыҫҫӑн прокуратура ҫутҫанталӑка сыхлас саккуна епле пӑхӑннине хак парӗ.
Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2023.08.16 15:28 | |
КУН ПЕК каласан, пин хут тӗрӗсрех пулать!!!
Ман тӑван ялӑм - Хырай Ӗнел - 400 ҫул Кӗтне хӗрринче ларать. Ҫак 400 ҫул хушшинче Кӗтнерен ҫакӑн пек кулнине, ӑна ЯТАРЛАСА ВӖЛЕРНИНЕ вӑл курман!
КАМСЕМ вӗлерчӗҫ Кӗтнене? УКҪАШӐН амӑшне те сутма хатӗррисем тата Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Николаевич ОСИПОВ вӗлерчӗҫ!
Валери ТУРКАЙ