Канаш муниципаллӑ округӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем хӑйсем патне янӑ ыйтӑва вӑхӑтра хуравламан.
Вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ чухне пӗр ҫын пӗлтерхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ыйтса ҫырни5е, анчах ӑна тӳре-шара хуравлама васкаманнине тупса палӑртнӑ. 30 кун та иртсе кайнӑ, унтан тата тепӗр 23 кун.
Вӑхӑтра хуравламан специалист тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура вырӑнти 7-мӗш строительство организацийӗ ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинчи саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Улатӑрти Мускав урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрне йӗркеллӗ тытса тӑманни палӑрнӑ. Подъездри хутсенче тирпейсӗр пулнӑ. Отделка, штукатурка, сӑрланӑ сийсем сӗвӗнсе пӗтнӗ, электропӑралуксем яхӑхса кайнӑ.
Йӗркеллӗ ӗҫлеменшӗн 7-мӗш строительство организацине тата пуҫлӑхне явап тыттарӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче пуӑнакан пӗр хӗрарӑм кӗтмен-туман ҫӗртен парӑма кӗрсе кайнӑ. Ун ячӗпе вырӑнти микрозайм организацийӗн ӗҫченӗ хӑйне валли кивҫен илнӗ.
Хӗрарӑм ҫавӑнта унччен кивҫен илнӗ-ха. Кӑштахран пӑхать те парӑм ӳссе кайнӑ. Хӗрарӑм прокуратурӑран пулӑшу ыйтать.
Надзор органӗ кредит менеджерӗ ҫын ячӗпе суя виҫӗ килӗшӳ, пурӗ 25 пин тенкӗлӗх, тунине палӑртать. Укҫана ҫав ҫын хӑйне илнӗ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Куславкка районӗн прокуратури Куславкка хулинчи икӗ шкула тӗрӗсленӗ. Стандартпа тата санитари правилисемпе килӗшӳллӗн, туалетпа столовӑйӗнче кӑна мар, ятарлӑ вӗренӳ класӗсенче те вӗри шыв пулмалла. Ҫав шута 1-4-мӗш классен пӳлӗмӗсем, физика, хими, биологи пӳлӗмӗсем, лабарантски кӗреҫҫӗ. Ҫав икӗ шкулта вара ҫак йӗркесене пӑхӑнман.
Прокуратура суда икӗ тавӑҫ тӑратнӑ. Унта ведомство шкулсенчи пӳлӗмсене вӗри шывпа тивӗҫтерме ыйтнӑ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи прокуратура ачасене йытӑ ҫыртнӑшӑн администрацине явап тыттарасшӑн.
Хуҫасӑр йытӑсем ачасене Красноармейскинчи Ленин тата Слукин урамӗсенчи ҫуртсем тӗлӗнче тапӑннӑ. Вӗсем икӗ ачана шар кӑтартнӑ. Вӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Ачасен правине хӳтӗлесе вырӑнти надзор органӗ суда тухнӑ. Тавӑҫра Красноармейски муниципаллӑ округӗн администрацийӗнчен 20 пин тенкӗ укҫа шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Ку вӑл — ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнине саплаштарма.
Красноармейскинче ҫапкаланчӑк йытӑсем ачана тапӑннӑ икӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗри Ленин урамӗнче пулнӑ, тепри — Слукин урамӗнче. Ачасене кун хыҫҫӑн тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Кам айӑплӑ? Килсӗр чӗрчунсемшӗн вырӑнти администраци яваплӑ. Ҫавӑнпа прокуратура округ администрацийӗнчен кашни ача валли 20-шер пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхи вӑхӑтра ӑна пӑхса тухаҫҫӗ.
«Чеб.ру» форум сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченный Сергей Романов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 46 ҫулта пулнӑ.
Сергей Романов 1978 ҫулта Кӳкеҫре ҫуралнӑ. Аслӑ шкултан вӗренсе тухсан, салтакран таврӑнсан вӑл ЧР шалти органӗсенче тата Юстици министерствин управленийӗнче ӗҫленӗ. Унтан прокуратура органӗсенче те вӑй хунӑ.2020 ҫулта вӑд тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Ҫав ҫулах ӑна ҫынсен прависене хӳтелекен уполномоченнӑй пулма шаннӑ.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм упӑшки ӗҫнипе аптӑрасах ҫитнӗ. Тата вӑл, мӑнтарӑн, хӑйне такам пӑсса панӑ тесе шухӑшласа пурӑннӑ. Кун пек пӑтӑрмахран юмӑҫ хӑтарасса шаннӑ.
Ҫынсене туххӑмрах пулӑшма шантаракан пӗлтерӗве курсан хӗрарӑм хавхаланса кайнӑ. Вӑт ку ҫӑлӑнӑҫ! Пули-пулми ҫынна укҫа кӑларса тыттар та телейлӗ пурӑнма тытӑн!
Самар тӑрӑхӗнчи 24 ҫулти хӗре ӗненсе чӑваш хӗрарӑмӗ 365 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах пурнӑҫӗ ырӑ енне пӗрех улшӑнман. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Юмӑҫ тесе укҫаллӑ пулнӑ хӗр укҫана тавӑрса панӑ, анчах ҫынна улталанӑшӑн ун тӗлӗшпе пӗрех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнче прокуратура ҫичӗ ача амӑшне хӳтӗленӗ. Хӗрарӑм ҫурт-йӗр туянма тӑрсан ӑна патшалӑх пулӑшӑвӗ пама хирӗҫленӗ-мӗн.
Ведомство тӗрӗслев ирттерсен ҫакна палӑртнӑ: ҫемье ҫурт туняма тӑрсан ЧР Строительство министерстви пӗр хутчен паракан тӳлевпе тивӗҫтерме хирӗҫленӗ. Мӗншӗнне те палӑртнӑ: ҫемьен 121 тӑваткал метрлӑ пурӑнмалли икӗ кӗтес пур. Ку вара нормӑран ытларах. Анчах прокуратура пӗр ҫурчӗ, 61,3 тӑваткал метрли, пурӑнма юрӑхсӑр пулнине палӑртнӑ.
Прокуратура нумай ачаллӑ ҫемье ятӗнчен суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ, ҫапла ҫемье сертификата тивӗҫнӗ, хӑтлӑ хваттер туяннӑ.
Чӑваш Енри прокурорсем хӑйсен ӗҫтешне Зелфинас Карамана тава тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ.
Карама прокуратура тытӑмӗнче 1983 ҫултанпа тӑрӑшнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Шупашкар районӗн прокурорӗ пулнӑ. Надзор органӗнче 40 ҫул ытла тимленӗ 65 ҫулти прокурора тава тивӗҫлӗ канӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ.
Сӑмах май каласан, унӑн ывӑлӗ Ленар Карама Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратурӑна 2021 ҫултанпа ертсе пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |