Финн тымарӗллӗ швед журналисчӗ Калле Книивиля кӑларнӑ Putins Folk («Народ Путина») кӗнекене Чӑваш Енре пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗни хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн сайт хыпарланӑччӗ-ха. Ҫав пичет кӑларӑмӗ Финляндире халӗ сумлӑ премие тивӗҫнӗ иккен.
Кӗнеке авторӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пирӗн ҫӗршыри пилӗк хулана ҫитсе ҫаврӑннӑ, ҫав шутра Шупашкарпа Ҫӗмӗрлере те пулнӑ. Ҫак хуласенче вӑл Путина хапӑл тӑвакан Раҫҫей ҫыннисен шӑпӑрт пурӑнакан пысӑк пайӗпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен.
Книивиля «Раҫҫей ҫыннисен самай пайне мӗншӗн ватӑ КГБшник ҫав тери килӗшнине» пӗлесшӗн пулнӑ-мӗн.
«Эпӗ Владимир Путина хӗрсе кайса сума сӑвакансене тӗл пулатӑп тесе шухӑшланӑччӗ. Ун пеккисем те пулчӗҫ. Анчах чылайӑшӗ ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленипе тата хӑйне тӗкӗнменнипе те ҫырлахать», — тенӗ журналист.
Асӑннӑ кӗнеке авторӗ хӑйӗн тепӗр ӗҫне Крымри пулӑмсене халалласшӑн иккен. Ӑна та вӑл ҫурутрав ҫинче пурӑнакан ахаль ҫынсемпе калаҫни тӑрӑх хатӗрлесшӗн-мӗн.
Утӑн 8-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ЮТВ телеканалӑн премийӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ку чӑннипех те пысӑк пулӑм.
Конкурса ЮТВ телеканал директорӗ Юрий Гурьянов чӗннипе Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗн халӑх хорӗн хормейстерӗ, РФ тата ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Борисов та хутшӑннӑ.
Конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх юрӑҫӑ хӗрарӑм», «Чи лайӑх юрӑҫ арҫын», «Чи лайӑх юрӑ», «Чи лайӑх дуэт», «Чи лайӑх юрӑ авторӗ», «Стильлӗ юрӑҫӑ хӗрарӑм».
Елчӗк районӗн маттур ҫынни Геннадий Борисов «Чи лайӑх юрӑ авторӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Сасӑлав СМС-ҫырупа иртнӗ.
Ҫак мероприятие чӑваш чӗлхине сарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Йӗркелӳҫесем кӗҫӗн ӑру чӑвашла юрӑсемпе сӑвӑсене пӗлччӗ тесе тӑрӑшнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен патшалӑх премине парасси ҫинчен Хушу алӑ пуснӑ.
Кӑҫал ӑна журналистика енӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк Гвардийӗн» Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Артем Чубуков «Информаци юхӑмӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗшӗн тивӗҫнӗ. Ку пуҫару пултаруллӑ ҫамрӑк журналистсене, блогҫӑсене, PR-специалистсене, медиа-менеджерсене аталанма пулӑшать-мӗн.
Ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Александр Антоновпа Василий Капитонов, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗ Сергей Карпов премие тивӗҫнӗ. Анна Головинана вӗренӳ енӗпе «Математика ҫапӑҫӑвӑ» проекта хатӗрленӗшӗн панӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче Чӑваш Енре «Сывӑ шӑл — сывӑ ачасем — сывӑ ҫемье» проекта пурнӑҫланӑ ушкӑн мала тухнӑ. Экологи енӗпе Ҫамрӑксен премине Сергей Трофимова «Ытларах кислород» проектшӑн панӑ.
Вӑй-хал культурипе спорт енӗпе Алексей Германова пама йышӑннӑ. Вӑл спорт аэробикинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ-мӗн.
Аса илтерер: Ҫамрӑксен патшалӑх премине Чӑваш Енре 1996 ҫултанпа параҫҫӗ. Халӗ вӑл 50 пин тенкӗпе танлашать.
Митта Ваҫлей ячӗлле преми лауриачӗсем ӗнер, паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑ кун, Патӑрьел тӑрӑхне ҫитнӗ — ун вил тӑпри ҫине чечек хунӑ.
Ҫула фонд ертӳҫи Илле Иванов, Тольяттири чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Глухов Алексей Петрович (лауриат), Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Григорьевна Иванова (лауриат), районти «Авангард» хаҫатӑн (лауриат) редактор ҫумӗ Николай Дмитриевич Ларионов, ЧППУ студенчӗ Алина Егорова тухнӑ. Вӗсем районӑн администраци пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыракан Мансур Калмоковпа тӗл пулнӑ, Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑкӑр» музее ҫитсе курнӑ. Музейра ҫак кунсенче паллӑ сӑвӑҫа асӑнса ятарлӑ курав ӗҫлет — унта Митта Ваҫлейӗпе тӗплӗн паллашма май пур.
Ҫавӑн пекех вӗсем АСлӑ Арапуҫри шкула та ҫитсе курнӑ — кунта иртнӗ мероприятие хутшӑннӑ. Шкул ачисем Митта Ваҫлейӗн сӑввисене епле вулани, паллах, вӗсен кӑмӑлне кайнӑ.
Ҫулҫӳрев Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине ҫитсе унта чечек хунипе вӗҫленнӗ.
Паян паллӑ чӑваш сӑвӑҫи Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 106 ҫул ҫитрӗ. Ӗнер вара, пушӑн 4-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗн аслӑ пӳлӗмӗнче Митта Ваҫлей премийӗн лауриачӗсене чысларӗҫ — «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм...» савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.
Аса илтеретпӗр, ку премие пӗлтӗр Патӑрьел районӗн «Авангард» хаҫачӗн редакцийӗ, Тольяттири «Шанчӑк» чӑваш наци культура автономие ертсе пыракан Глухов Алексей Петрович, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхе кафедрин доценчӗ Иванова Надежда Григорьевна тивӗҫнӗ.
Савӑнӑҫлӑ уявра шкул ачисемпе вӗрентекенсем — Надежда Григорьевнӑна чысланӑранах пуль вӗсем зал туллиехччӗ — Митта Ваҫлейӗн сӑввисене вуласа пачӗҫ, ун лирикипе кӗвӗленӗ юрӑсене юрласа пачӗҫ, инсценировкӑсем кӑтартрӗҫ. Вӗсене кайран Митта Ваҫлейӗн фончӗ тав хучӗсемпе чысларӗ — чыслаканӗсем вара маларах ҫак премие тивӗҫнисем пулчӗҫ.
Сӑнсем (100)
Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗ Ҫемен Элкер ячӗллӗ премин иртнӗ ҫулхи лауреачӗсене палӑртнӑ. Ӑна «Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ Елена Зайцева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанире тӑрӑшакан Ольга Туркай тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Зайевана «Пысӑк ҫемье» проекта тытса тӑнӑшӑн чысланӑ. Туркай вара «Килти вулавӑш» радиокӑларӑм ярӑмӗпе преми илме пултарнӑ.
Журналистсен тепӗр премийӗ Леонид Ильин радиожурналист ячӗпе хисепленсе тӑрать. Унӑн кӑларӑмӗсене (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) тата сассине аслӑраххисем халӗ те астӑваҫҫӗ-тӗр. Ку премие ял хуҫалӑх тата ҫутҫанталӑка сыхлас темӑна ҫутатакансене чыслаҫҫӗ. Ильин премине «Хыпар» хаҫат журналистне Юрий Михайлова тата Етӗрне район администрацийӗн вырӑнти радио валли кӑларӑмсем хатӗрлекен Лилия Петровӑна парас тенӗ.
Никольский ячӗллӗ преми те пур-ха. Ӑна чӑваш халӑх чӗрӗлӗвне тата халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ материалсемшӗн пама йышӑннӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл премие Тутарстанри «Сувар» хаҫат тивӗҫнӗччӗ. Хальхинче вара никама та чысламан.
Республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премийӗ енӗпе ӗҫлекен комиссин черетсӗр ларӑвне ирттернӗ. Ларӑва васкавлӑ йӗркелени, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, литературӑпа ӳнер енӗпе паракан премие Константин Иванов ячӗпе хисеплентермелли пирки сӗнсе янӑ ҫыру хистенӗ. Ӑна культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем пухӑнса шӑрҫаланӑ иккен.
Ларура епле пӗтӗмлетӳ патне пырса тухнине кӗске информацире уҫӑмлӑн каламан. Анчах ҫапла ӑнлантарни пур. Константин Иванов ячӗллӗ литературӑпа ӳнер премине 1992 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫавӑн чухне ятлӑ тепӗр премие те пама йышӑннӑ: музыкӑпа театр ӳнерӗнчине — Федор Павлов ячӗпе, сӑнарлӑ ӳнерпе архитектурӑрине – Петр Егоров ячӗпе, ӑслӑлӑхрине — Никита Бичурин ячӗпе. Ятлӑ премисене тепӗр пӗр-ик ҫултанах пама пӑрахнӑ.
Хусанта пурӑнакан Денис Осокинӑн «Небесные жены луговые мари» (чӑв. Улӑх ҫармӑссен тӳпери арӑмӗсем) кӗнеки Андрей Белый премине тивӗҫнӗ. Автор ӗҫне «Проза» номинацире чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Андрей Белый ячӗллӗ литература премине 1978 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Чӑвашсенчен 1987 ҫулта ӑна Геннадий Айхи поэта панӑ, 2010-мӗшӗнче — Шупашкарта ҫуралнӑ Алеша Прокопьев куҫаруҫӑ.
Осокинӑн маларах асӑннӑ ӗҫӗ мари фольклорӗ тӑрӑх никӗсленнӗ прозӑлла тата сӑвӑлласа ҫырнӑ миниатюрӑсенчен тӑрать иккен. Кӗнекене кӑлариччен асӑннӑ ӗҫ тӑрӑх кино ӳкернӗ. Мари кӑларнӑ фильм тӗрлӗ кинофестивальте, ҫав шутра ют ҫӗршыврисенче те, парнесене тивӗҫнӗ. Осокин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен фольклорӗпе хӑйӗн ӗҫӗнче тахҫанах усӑ курать. Кӗнекисенче вӑл чӑвашсем пирки асӑнать.
Трак Енти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта 2012 ҫулшӑн Нестер Янкас премине парас ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ.
Чӑваш литературипе ӳнерне тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2012 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн хисеплӗ ятне 2 ҫын тивӗҫрӗ.
1. Чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ ҫыравҫи — Раҫҫей Писателӗсен Союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Петрович Ишентей — 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Планетӑпа чӗре» ятлӑ сӑвӑсен кӗнекишӗн.
Вӑл 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) ҫуралнӑ. Унтах пурӑнать. Красноармейски вӑтам шкулӗ хыҫҫӑн икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче, вӗрентес ӗҫре, журналистикӑра вӑй хунӑ.
Ҫитес кунсенче, пушӑн 4-мӗшпе 5-мӗшӗсенче, Аслӑ Сӑвӑҫӑмӑрӑн 105 ҫулне халалласа Митта уявне ирттерме пулӑртнӑ. Йӗркелекенсем: Митта Ваҫлейӗн Хунти, Чӑваш наци конгресӗ, Патӑрьел район администрацийӗ, Патӑрьел районӗнчи «Авангард (Паянхи сас)» хаҫат редакцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Аслӑ Арапуҫри Митта ячӗллӗ шкулсем.
Уяв программинче Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26 ҫурт умӗнче вырнаҫнӑ асӑну хӑми умне чечекпе пуҫ тайни, Митта Ваҫлейӗн палӑкӗ умӗнче чечекпе пуҫни тайни, шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерни пулӗ. Шупашкарта чечексем пушӑн 4-мӗшӗнче 10 сехетре хурӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти палӑк умне — 11 сехетре. Уяв программине ҫавӑн пекех Патӑрьелти район администрацийӗнчи тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет), «Ҫӑкӑр» музейпе паллашнине (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет ҫурӑ), Аслӑ Арапуҫ ҫӑви ҫинче Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечексем хунине (пушӑн 5-мӗшӗ, 13 сехет), Аслӑ Арапуҫӗнчи шкулти тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 14 сехет) кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |