Паян Чӑваш Енре те Раҫҫей Президентне суйлаҫҫӗ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗ саккӑр ҫитнӗ-ҫитменех мӗнпур 1177 участок ӗҫлеме тытӑннине пӗлтерчӗ.
Суйлава халӑх йышлӑн пыни курӑнать. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн сайтӗнче хальлӗхе 15 сехет тӗлӗнчи кӑтарту кӑна-ха. Унта асӑннӑ тӑрӑх, халӑхӑн 59,44 проценчӗ сасӑлава хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑри тӳре-шара, депутатсем суйлав участокне кӑнтӑрлачченех ҫитсе килнӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер сасӑлава мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа тата ывӑлӗпе Иванпа кайнӑ. Вӑл Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ участокра сасӑланӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, республика ертӳҫи Михаил Васильевич Игнатьев ытти ҫул та суйлава ҫав участока ҫӳренӗ.
Агитаци тапхӑрӗнчи йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем вунӑ регионта уйрӑмах йышлӑ. Кун пирки паян Элла Памфилова пӗлтернӗ. Тӗп суйлав комиссине ҫакӑ йӑлӑхтарса ҫитернӗ, ҫавна май вӑл ҫирӗп йышӑнусем тума шутлать.
Шалӑп ҫыракансене уйрӑмах вырӑнти тӳре-шара хӑйӗн влаҫӗпе ытлашши усӑ курни кӑмӑла кайман. Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссине пурӗ 5,5 пин заявленипе ыйтса ҫырни ҫитнӗ, тӳре-шара хӑйӗн влаҫӗпе йӗркерен тухса усӑ курнипе ҫыхӑннисем — 471.
Элла Памфилова асӑннӑ вунӑ регион хушшинче Чӑваш Ен те пур. Ҫавӑн пек ку тӗлӗшпе Мускав облаҫӗ, Питӗр хули, Ставрополь енӗ, Ленинград, Ростов, Челепи, Кемӗр облаҫӗсем, Мӑкшӑ тата Мари Эл республикисем «палӑрнӑ». Пирӗн республикӑна виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать. Йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсем пирки каланӑ май Элла Памфилова ҫапах та Кемӗр тата Ленинград облаҫӗсене кӑна уйрӑммӑн асӑннӑ.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне тинех суйлӗҫ. Аса илтерер: унччен ку пукана Георгий Егоров йышӑннӑ. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑ.
2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче суд Георгий Егоров айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ, 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ.
2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Владимир Димитриев пурнӑҫланӑ. Халӗ ку должноҫа ҫын суйламашкӑн конкурс пуҫарнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкартан вырӑнти хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова тата Чӑваш Ен Элтеперӗ ячӗпе ҫыру ӑсатнӑ. Ӑна пулӑ тытма юратакансем хатӗрленӗ.
Вӗсем хулара пуш уйӑхӗнче «Рыбак рыбака» (чӑв. Пулӑҫ пулӑҫа) фестивале ирттерес шанчӑк сӳнсе пынине пӗлтернӗ. Унччен ҫак фестивале Сергей Семенов (халӗ вӑл — чӑваш парламенчӗн депутачӗ, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ) 15 ҫул хушши йӗркелесе ирттерсе пынӑ. Фестиваль халӑхра анлӑ ят-сум ҫӗнсе илнине кура ӑна федераци шайӗнчи телеканалпа кӑтартакан «Диалоги о рыбалке» кӑларӑм та ӳкернине асӑннӑ.
Унтан ҫыру авторӗсем «Рыбак рыбака» фестивале ирттерме унӑн йӗркелӳҫи хӑш парти пайташӗ пулнине кура ура хунине палӑртнӑ, ыйтӑва татса пама ыйтнӑ.
Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри хӑш-пӗр тӳре-шара ӗҫсӗр юлассине систереҫҫӗ. Калаҫтаракан ҫак хыпара Александр Белов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ. Унта республикӑн Правительствинче ӗҫсӗр юлма пултаракан министрсен ячӗсене асӑнса кайнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарланине ӗненсен, ҫапла тума Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ хупӑ канашлура йышӑннӑ.
Ӗҫрен хӑтармаллисен малтанласа ҫирӗплетнӗ списокӗнче ҫаксем имӗш: информполитика министрӗ Александр Иванов, транспорт министрӗ Владимир Иванов, строительство министрӗ Владимир Михайлов, юстици министрӗ Наталья Тимофеева, культура министрӗ Константин Яковлев.
Чӑваш Енӗн премьер-министрне Ивана Моторина та ӗҫрен хӑтармалла-мӗн. Ӑна Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне лартма сӗнӗҫ имӗш. Республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗн мӗнпур ҫумӗсемпе пӗрлех ӗҫрен кайма тивессине асӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев вара Етӗрне суйлав округӗпе ЧР Патшалӑх Канашне суйланать сӑмах тухнӑ-мӗн. Вӑл ҫын пирки Чӑваш Енӗн Правительство пуҫлӑхне ларасси пирки те калаҫаҫҫӗ имӗш.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗп хулинчен аякра вырнаҫнӑ муниципалитетсенче пулнӑ.
Аса илтерер, хальхи вӑхӑтра районсемпе хуласем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетеҫҫӗ. Пӑрачкав тата Улатӑр районӗсенче, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче ун пек пухусем иртнӗ. Пӗтӗмлетӳллӗ ларуччен Михаил Васильевич вырӑнти муниципалитетрах вӗсен ертӳҫисемпе тата сити-менеджерсемпе тӗл пулнӑ, ӗҫлӗ ыйусене сӳтсе явнӑ.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав салинче отчетлӑ пуху пуҫланиччен 15 минут маларах ҫеҫ суйлав пирки аса илтерекен баннер вырнаҫтарнӑ. Кун пирки вӗсене хӑйсен шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗсем систернӗ имӗш.
«Выбираем будущее» (чӑв. Пуласлӑха суйлатпӑр) баннера васканипе-ши реклама щичӗн пӗр енне ҫеҫ ҫакса хунӑ, щитӑн тепӗр енӗ ҫара тӑрса юлнӑ иккен.
Шупашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе тепӗр икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл 13 ҫынна суя майпа ӗҫе вырнаҫтарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗччен Ирина Клементьева «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компание 13 ҫынна суя майпа ӗҫе илнӗ, шалу тӳленӗ. Лешсем вара упӑшки ертсе пыракан коммерци организацийӗнче вӑй хунӑ. Ҫапла майпа «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компанийӗ 6,5 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Кунсӑр пуҫне Ирина Клементьева страхлав компанийӗн укҫи-тенкипе упӑшкин фирми валли 480 пин ытла тенкӗлӗх хатӗр-хӗтӗр туяннӑ.
Аса илтерер: унччен экс-мэр тӗлӗшпе 8 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн пурлӑхне арестленӗ, хӑй килти арестра ларать. Халӗ пӗтӗм пуҫиле ӗҫе пӗр прозводствӑна пӗрлештернӗ.
Кӗҫех манпа сирӗн патшалӑх ертӳҫине суйлама тивӗ. Халӑха ертсе пырассине малашне кама шанса парасси пирки пуҫ ватмалла пулӗ. Кун пирки хулипех реклама баннерӗсем пӗлтереҫҫӗ, суйлама хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. «Выбираем президента — выбираем будущее!» — тесе чӗнеҫҫӗ.
Мӗншӗн-ха ҫак баннерсем йӑлт вырӑсла? Мӗншӗн-ха ҫак йыхравсенче пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫук? Кун пирки пирӗн сайтра хыпар та пурччӗ-ха. Мӗншӗн вырӑсла кӑна тесе ыйтсан ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ҫыруҫи Сергей Тарасов ҫапла хуравланӑччӗ: «Халӗ федерацин суйлав кампанийӗ пырать. Ӑна РФ Тӗп суйлав комиссийӗ йӗркелет, ҫавӑнпа пӗтӗм материала, пӗлтерӳсене, видео- тата аудиороликсене Мускавра хатӗрлеҫҫӗ, эпир вӗсен трансляцийӗсене тивӗҫтеретпӗр. Енчен те регион шайӗнчи суйлав пулас-тӑк информаци материалӗсене эпир хамӑрах хатӗрлӗттӗмӗр, ҫав шутрах — чӑвашла та».
«Выбираем президента — выбираем будущее!» тенине чӑвашла куҫарсан «Президента суйлани — пуласлӑха палӑртни!» теме пулать. Апла-тӑк, президента суйлама пире вырӑсла ҫеҫ чӗнеҫҫӗ пулсан хамӑр пуласлӑха пуҫлӑхсем вырӑс чӗлхипе кӑна ҫыхӑнтарнине пӗлтермест-и ку?
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн улттӑмӗш пухӑмри Патшалӑх Канашне депутат суйлассипе Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗнче сасӑлав иртмелле. Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Николай Малов депутат чӑваш парламентӗнче «халӑх тарҫи» пулма пӑрахнӑччӗ. Тӗрӗссипе, вӑл халь те депутатах-ха, анчах РФ Патшалӑх Думин. Шӑпах ҫавӑн хыҫҫӑн Николай Малов ЧР Патшалӑх Канашӗнчи должноҫӗпе те, депутат мандачӗпе те сывпуллашрӗ. Чӑваш парламентне вӑл Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗпе 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче суйланнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче хушма суйлав кунне ҫеҫ мар, ӑна хатӗрленсе ирттермелли ӗҫ планне те ҫирӗплетнӗ.
Влаҫ тытӑмне ӗҫе вырнаҫнӑ чухне документсене тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, судпа айӑпланнипе айӑпламаннине пӑхаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ вара ӗҫе кӗнӗ чухне унччен суд сакки ҫине ларнине темӗнле майпа пытарнӑ.
Район администрацийӗн экономика, строительство тата ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗ судпа айӑпланнине прокуратура тупса палӑртнӑ. Арҫын ӗҫӗ кӗнӗ чухне ҫакна никама та пӗлтермен, пытарма шухӑшланӑ. Унччен вӑл йывӑрах мар преступленишӗн айӑпланнӑ-мӗн.
Халӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗпе тунӑ ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |