Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче хӑйне евӗр тӗл пулу иртнӗ. Унта тӗрлӗ парти пайташӗсем: Анатолий Аксаков, Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Александр Андреев («Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗ»), Юрий Кислов («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата ытиисем — пухӑнса Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Петрова чысланӑ. Ӑна РФ Федераци Канашӗн наградипе, «Парламентаризма аталантарас енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп паллипе, хисеп тунӑ. Наградӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ҫакса янӑ.
Александр Петров Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Ертӳҫи, вун пӗрмӗш суйлаври Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Ертӳҫи пулнӑ.
Аса илтерер, Александр Петрова маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре Мускавра пулнӑ. Унта вӑл Пӗтӗм тӗнчери «Транспорт эрни–2018» ХII-мӗш форум ӗҫне хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Евгений Дитрих ертсе пынӑ ирхи апатланӑва хутшӑннӑ. Ҫапла ят панӑ анлӑ канашлӑва Михаил Игнатьева та йыхравланӑ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту инфраструктурӑна ҫӗнетесси, комплекслӑ плана пурнӑҫа кӗртесси, укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсем пулнӑ.
Мероприятине федерацин, регионсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, транспорт тытӑмӗнче ӗҫлекен пуҫлӑхсем, РФ регионӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ пысӑк компанисен ертӳҫисем, ӑсчахсем, инвесторсем, обществӑлла организацисен представителӗсем, банк тытӑмӗнче вӑй хуракансем чылайӑн пухӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ отпускра-ха. Вӑл ӑҫта канни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ.
Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницине сӑнаса тӑракансем вӑл ӑҫта пулнине пӗлеҫҫӗ. Элтепер унта сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарсах тӑрать. Михаил Васильевич Эльбрус тӑвӗ ҫине ҫитнӗ. «3450 метр ҫӳллӗшӗнче сывлӑш тап-таса та сиплӗ!» - ҫырнӑ Михаил Игнатьев.
Эльбрус тӑвӗ ҫинче ӳкернӗ сӑна чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Эппин, вӑл Кавказра канать. Палӑртмалла: Эльбрус – Раҫҫейри тата Европӑри чи ҫӳллӗ ту.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм, хула администрацийӗнче ӗҫлекенскер, хӑйне сӑлтавсӑрах преми панӑ. Пӗтӗмпе - 100 пин тенкӗ ытла.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, администрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи ака уйӑхӗччен администраци пуҫлӑхӗ хушмасӑра хӑйне преми памалли пирки 39 хушу кӑларнӑ. Ҫапла вӑл 108 пин тенкӗ ытла преми илнӗ.
Ку кӑна мар-ха, хӗрарӑм муниципалитет службин канащҫин ятне саккуна пӑсса илнӗ. Ҫакнашкал хӑтланни ырӑпа вӗҫленмен. Ҫак кунсенче суд пулнӑ. Хӗрарӑма 40 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Вӑл ӗҫри машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе ярӑнса ҫӳренӗ-мӗн.
Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пуҫлӑх сахалтан та кӑҫал авӑн уйӑхӗнче машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе нумай чупнӑ. Ертӳҫӗсен кунашкал хӑтланма юрамасть, пачах тепӗр май – вӗсен пурлӑха перекетлемелле.
Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне куншӑн асӑрхаттару панӑ. Сӑмах май, прокуратура кунашкал тӗрӗслевсене яланах ирттерет, ҫакнашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупсан суда парать.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Павлов тӗлӗшпе приговор вуланӑ.
39-ти пуҫлӑх ку пукана пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ҫав уйӑх вӗҫӗнчех вӑл 15 вӗренӳ организацине ЖКХн муниципалитет предприятийӗпе килӗшӗве маларах пӑрахӑҫлама ыйтса ҫыру ҫырнӑ. Лешсен кун хыҫҫӑн «МНФ «Энергосервис» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тумалла пулнӑ. Палӑртмалла: Андрей Павлов 2008-2011 ҫулсенче унта директорӑн ҫумӗ пулнӑ. Вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем пуҫлӑх мӗн хушине пурнӑҫланӑ. Ҫапла майпа муницпалитет учрежденийӗ 490 пин тенкӗ тупӑш илеймен.
Пуҫлӑха суд колони-поселение 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Вӑл патшалӑх службинче 2 ҫул должноҫ йышӑнаймӗ.
ЧР Элтеперӗ Михал Игнатьев икӗ эрнелӗхе отпуска кайни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Михаил Васильевич ӑҫта канни пирки пӗлес килет-и? Кун пирки вӑл «Инстаграмра» пӗлтерсех тӑрать, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарать.
Аса илтерер: Элтепер отпуска чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кайнӑ. Хальлӗхе ун вырӑнне Иван Моторин юлнӑ.
Михаил Васильевич Железноводск хулинче канать. Вӑл хулари истори вырӑнӗсемпе паллашать, вӗсем патӗнче сӑн ӳкерӗнсе хӑйӗн страницине вырнаҫтарать, комментарисем ҫырать. Вырӑнти пейзаж та Элтепере илӗртет. Михаил Игнатьевӑн страницине пӑхса тӑракансем комментарисем ҫырса хӑвараҫҫӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ конференци ирттернӗ, унта уйрӑм ертӳҫи пулма Юрий Кислова шаннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Депутатсен ытларахӑшӗ шӑпах Юрий Кисловшӑн сасӑланӑ, ҫавна май вӑл уйрӑм ертӳҫи пулса тӑнӑ. Аса илтерер: Юрий Кислов Улатӑр районӗнчи Кувакино салинче 1954 ҫулта ҫуралнӑ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӗренӳ мастерӗ, техникум директорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 30 ҫула яхӑн Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн директорӗ пулнӑ. Халӗ те вӑл унтах аталану директорӗнче вӑй хурать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, ача-пӑча фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев канма шухӑшланӑ. Ҫулталӑкри черетлӗ канура вӑл чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗ таран пулӗ.
Михаил Игнатьев каннӑ вӑхӑтра республика Ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Иван Моторин пурнӑҫлӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Иван Моторин — Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи.
Михаил Игнатьев республикӑри «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаҫат тӗп редакторӗсене Татьяна Вашуркинӑпа Владимир Васильева панӑ пӗр интервьюра ҫулсеренех кӗркунне, ҫуллахи хӗрӳ ӗҫрен кӑшт пушансан, каннине пӗлтернӗччӗ. Тата вӑл хамӑр ҫӗршывра тата ҫемйипе вӑхӑта ирттерме юратнине хыпарланӑччӗ.
Следстви комитечӗ Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. «Регнум» информагентство пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Чӑваш Ен сенаторӗн Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пирки пырать.
Ку кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Водопровод урамӗнче пулнӑ. Иван Николаев лайӑхах палламан тантӑшӗпе хирӗҫсе кайса ӑна чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми хуҫӑлнӑ. Ҫакна кӳнтеленсем те курнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Сӑмах май, Иван Николаевпа ҫакнашкал пӑтӑрмах унччен те пулнӑ-мӗн. Ҫу уйӑхӗнче вӑл тата Элтепер ывӑлӗ Иван Игнатьев Оперӑпа балет театрӗ умӗнче тӑватӑ ҫамрӑкпа ҫапӑҫнӑ. Ку сас-хура халӑхра хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫавӑнпа Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра ШӖМ ҫапла ӑнлантарнӑ: «Иван Игнатьев ҫапӑҫман, ӑна та хӗнемен, вӑл та никама та тытман».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |