(XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗ)
Чӑваш халӑхӗн иртнӗ пурнӑҫӗнчи пысӑк улшӑнусене виҫӗ паллӑ ӗҫпе ҫыхӑнтарса пӑхма пулать: чӑваш тӑрӑхӗ Раҫҫейӗн пӗр пайӗ пулса тӑнипе (1551), чӑваш ҫынни православи чиркӗвӗн тӗнне куҫнипе (XVIII ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсем) тата Раҫҫейре патша йӗркине пӑрахӑҫа кӑларнипе (1917). Ку статьяра эпир, тӗпрен илсен, юлашки паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ пирки калаҫӑпӑр.
XIV ӗмӗрте пӑлхарсем (ун чухне вӗсем хӑйсене пӳлер тенӗ пулас) тӗн енчен икӗ ушкӑна пайланса каяҫҫӗ: пӗсӗрменсем (мӑсӑльмансем) тата ҫӑваҫсем (халӑх тӗнне уякансем, каярах тутар чӗлхин витӗмӗпе чӑваш тесе калама пуҫлаҫҫӗ). Пӗрремӗшӗсен ытларах пайӗ хуласенче тӳре-шарапа тӗн тата ытти хула ӗҫӗпе, иккӗмӗшӗсем вара ялсенче ҫӗр ӗҫӗпе тӑрмашса, чӳксем ирттерсе тата киреметсене упраса пурӑннӑ.
XVI‑XVII ӗмӗрсенче чӑваш халӑхӗн традицилле сӑнӗ-сӑпачӗ (культурипе йӑли-йӗрки), унӑн этнографи ушкӑнӗсем (анат енчисемпе анатрисем тата турисем), этнотерриторийӗ ҫирӗпленсе ҫитеҫҫӗ. Ку тапхӑрти наци ӑнӗ чӗлхепе культурӑран ытларах тӗнпе (ҫу/ҫӑв чӑваш тӗнӗпе) тачӑ ҫыхӑннӑ (тӗнне улӑштарнӑ чӑваш чӗлхипе ҫи-пуҫне те, йӑлисене те улӑштарнӑ).
Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев 115-мӗш номерлӗ Хушӑва алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ЧР промышленноҫ тата энергетика министрӗ Александр Доманин ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫӗнӗ министерствӑна кӑҫал нарӑсӑн 6-мӗшӗнче туса хунӑ. 2010 ҫултанпа унашкал ведомство республикӑра пулман. Малтанах Промышленноҫ тата энергетика министерствине Игорь Воропаев ертсе пынӑ, анчах тепӗр эрнеренех ертӳҫӗ улшӑннӑ – «Чӑвашкредитпромбанкӑн» экс-пуҫлӑхӗ Александр Доманин йышӑннӑ.
Хальлӗхе министр тивӗҫӗсене Сергей Лекарев пурнӑҫласа пырӗ. Вӑл – министр ҫумӗ, «Чӑвашавтодор» панкрута тухиччен тӗп директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Ене республика прокурорне ларма пултаракан ҫын килнӗ. Вӑл – Андрей Фомин, Владимир облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗскер.
ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Андрей Фоминпа тӗл пулнӑ. Андрей Фомин унччен Крымра ӗҫленӗ, вӑл Олег Алексеевича хӑйӗн опычӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Ен прокурорӗн кандидатурине Раҫҫей тӗп прокурорӗ Игорь Краснов сӗннӗ. Акан 16-мӗшӗнче вара ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсене Андрей Фомин кандидатурине йышӑнма сӗннӗ. Вӗсем ырланӑ, кун хыҫҫӑн ҫакна РФ президенчӗ ҫирӗплетмелле.
Унччен ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ертсе пынӑ Алла Самойловӑна Росздравнадзор пуҫлӑхне лартнӑ. Хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Палӑртмалла: Алла Самойлова 201 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи нарӑсчен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. 2018 ҫулта вӑл Росздравнадзорта ӗҫлеме пуҫланӑ, ертӳҫӗн канашҫи пулнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ӑна РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Проект ӗҫен департаменчӗн ертӳҫине лартнӑ. Ку ведомствӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче министерствӑсен нацпроекчӗсене тата проекчӗсене мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслеме йӗркеленӗ.
Паян Чӑваш Ен финанс министрӗн ҫумӗ пулма Игорь Смирнова ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Смирнов унччен те йышӑннӑ. 2013-2014 ҫулсенче министерствӑра ӗҫленӗ вӑл. Ун чухне министр пулса Михаил Ноздряков тимленӗ. Ведомствӑна Светлана Енилина ертсе пыма тытӑнсан 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Игорь Смирнова министр ҫумӗн должноҫӗсӗр хӑварнӑ, управлени пуҫлӑхӗ пулма ҫеҫ шаннӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен финанс министрӗн ҫумне Ирина Крыловӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
ЧР финанс министрӗн Михаил Ноздряковӑн халӗ тӑватӑ ҫум – Ольга Метелева, Галина Павлова, Павел Иванов тата Игорь Смирнов.
Кислов вырӑнне Аршинова йышӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ертӳҫи Дмитрий Медведев регионсенчи уйрӑмсен секретарӗсем пулма тивӗҫ кандидатсемпе, пурӗ 13 ҫынпа, тӗл пулнӑччӗ. Кун пирки партин сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫав йышра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑччӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ку хыпара депутат Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ҫапла вара 35 ҫулти Алена Аршинова 65 ҫулти Юрий Кислова ылмаштарнӑ.
«Ҫамрӑксемшӗн ҫул пур ҫӗрте те уҫӑ, ватӑсене пур ҫӗрте те хисеплеҫҫӗ», — ҫапларах йӗркесемлӗ вырӑсла юрӑ пулнине пирӗнтен чылайӑшӗ пӗлет. Чӑваш Енре те ҫамрӑксем валли ҫул уҫӑлать, ваттисен вара хӑйсене сума сунишӗн савӑнасси ҫеҫ юлать. Сӑмахӑмӑр — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пулас улшӑнусем пирки.
Асӑннӑ парти ертӳҫи Дмитрий Медведев регионсенчи уйрӑмсен секретарӗсем пулма тивӗҫ кандидатсемпе, пурӗ 13 ҫынпа, тӗл пулнӑ. Кун пирки партин сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫав йышра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑ. Ӑна Чӑваш Енри уйрӑма ертсе пыма шанасшӑн иккен.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ Юрий Кислов отставкӑна кайӗ.
Раҫҫейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ Конституцире РФ Федераци Канашӗн тата Патшалӑх Думин полномочийӗсене анлӑлатнине хирӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп саккунне ҫак нормӑна кӗртнине пирӗн ҫӗршыврисенчен 47 проценчӗ ҫеҫ ырлать. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Халӑх шухӑшне ыйтса пӗлекен пӗтӗм Раҫҫейри центр (вырӑсла ӑна ВЦИОМ аббревиатурӑпа палӑртаҫҫӗ) хатӗрленӗ танлаштарӑма тишкерсен. Пӗтӗмлетӗве ВЦИОМ сайтӗнче паян пичетленӗ.
Пӗлтерӗшлӗ пилӗк тӗп улшӑну шутне ҫынсем медицина пулӑшӑвне тӗрӗслесе тӑрассине, ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрессине, ҫӗршывӑн ҫутҫанталӑкне упрассине, пенсие тата социаллӑ тӳлеве индексацилессине кӗртнӗ. ВЦИОМ ыйтӑмне хушӑннисенчен маларах эпир асӑннӑ улшӑнусене ырлакансен хисепӗ 90 процентран пысӑкрах.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев отставкӑна кайнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
58 ҫулти Алексей Григорьев ӗҫрен яма ыйтса ҫырнӑ заявление Ҫӗмӗрле хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ҫапла майпа вӑл пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланмасть.
Вӑл ку тивӗҫе 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хальлӗхе унӑн тивӗҫӗсене пуҫлӑхӑн экономика тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Туличева пурнӑҫлать.
Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ӗҫрен кайма шухӑш тытнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе хальхинче Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев ҫырнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Вӗсем Алексей Григорьев заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл депутатсене хула ырлӑхӗшӗн пӗрле тар тӑкнӑшӑн тав тунӑ.
Депутатсен пухӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене паянтан пурнӑҫлама экономика тата финас ыйтӑвӗсемпе пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пулса ӗҫлекен Елена Туличевӑна шаннӑ.
Ӗнерех депутатсем пуҫлӑха суйламалли районти комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Ун пек комиссие республика шайӗнче те йӗркелеҫҫӗ. Пуҫлӑх пулмалли кандидата ҫапла вар пур енлӗн тишкермелле, Депутатсен пухӑвне сӗнмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш Республикин ҫамрӑк строителӗсен слёчӗ (ака, 5-6) пуҫланнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |