Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Унта пуҫтарӑннисем пурлӑха тухӑҫлӑ епле усӑ курмалли пирки калаҫнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑнӑн ертӳҫи, Краснодар крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Вениамин Кондратьев пурлӑха май килнӗ таран ытларах усӑ курмаллине, тупӑш кӳменнине вӑл приватизацилемеллине палӑртнӑ. РФ экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ, Патшалӑх пурлӑхӗпе ӗҫлекен управлени ертӳҫи Дмитрий Пристансков Росстатӑн тата Федерацин налук службин регионсенчи управленийӗсен муниципалитетӑн тата патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗсем пирки актуаллӑ информаци пӗлтермеллине чӗнсе каланӑ.
Аса илтеретпӗр, РФ Патшалӑх Канашӗн консультаци канашне ҫӗршыв ертӳҫине социаллӑ-экономика аталанӑвӗнчи ҫивӗч ыйтусене палӑртма пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗччӗ. Унта пирӗн регион ертӳҫи те кӗнӗччӗ.
Шупашкарта хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттересшӗн. Унччен республикӑн тӗп хулинчи Депутатсен пухӑвӗн Председателӗ — хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн ҫак тивӗҫе унӑн ҫумӗ Ирина Клементьева ҫине тиенӗччӗ. Ун хыҫҫӑнах хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттермелли пирки сӑмах тухрӗ.
Ӗнер шупашкарсем хула пуҫлӑхне укҫалла е укҫасӑр тар тӑктарассине халӑхпа сӳтсе явма пухӑннӑ. Унта тӗрлӗ шухӑш сисӗннӗ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов, сӑмахран, ӗҫлекен ҫынна тӳлемеллине палӑртнӑ. Пухӑва ертсе пыракан Николай Владимиров депутат хӑйӗнпе килӗшменнине кура либерал-демократ тарӑхса тухса кайнӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Кузин малтан тӳлес шухӑшлӑ пулнине пӑхмасӑрах халӗ урӑхларах калаҫнӑ. «Ӗҫтешсемпе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн» вӑл урӑхларах пӗтӗмлетӳ тунине пӗлтернӗ.
Тавлашуллӑ ку ыйтӑва Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче татса парӗҫ. «Халӑх тарҫисем» еплерех йышӑнасси пирки тӗшмӗртме пулать-ха, ҫапах та пӗтӗмлетӳпе васкар мар.
Ача-пӑчана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫӗ пирки Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра тӗрлӗрен калаҫнине илтме тиврӗ. Пӗчӗккисен омбудсменӗ Вячеслав Рафинов республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ку должноҫе пӗтересси пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтерчӗҫ. Ачасен правине хӳтӗлессине ун чухне этем правине хӳтӗлекен ҫине тиеме йышӑннӑччӗ. Михаил Игнатьев сессире ачасем те ҫынах тенине чылай МИХпа блогер цитатӑланӑччӗ.
Каярах РФ Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко Михаил Игнатьев Элтепер ячӗпе ҫыру янӑччӗ, унта вӑл ачасен хӳтӗлевҫине упраса хӑварма ыйтнӑччӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче чӑваш парламенчӗн сайтӗнче тепӗр хыпар пичетленчӗ. Унта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ачасен правине хӳтӗлекен кирлӗлӗхне тата пӗлтерӗшне тӗпе хурса ҫак должноҫе сыхласа хӑварас тенине ӗнентерчӗҫ.
Ӗнер Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер чӑваш парламенчӗн депутачӗсем ачасен омбудсменне пӗтересси ҫинчен йышӑннӑ саккуна алӑ пусма килӗшмен.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думин хысна енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗпе Валентин Шурчанов коммунистпа тӗл пулнӑ. Республикӑри коммунистсен лидерӗ REGNUM информаци агентствине пӗлтернӗ тӑрӑх, енсем хысна, сывлӑх сыхлав, транспорт тата «Трактор савучӗсем» концернпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Валентин Шурчанов тӗлпулу «тухӑҫлӑ, йӗркеллӗ» иртнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри паллӑ коммунист ӗнер Шупашкарта Октябрьти аслӑ революцие халалланӑ митингра та Михаил Игнатьев Элтеперпе курнӑҫнине палӑртса хӑварнӑ. Унта пуҫтарӑннисене вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулу республика ертӳҫи пуҫарнипе иртнӗ. Элтеперӗн ҫак утӑмне коммунист халӗ 2017-мӗш ҫул валли бюджет йышӑнмалли вӑхӑт пулнипе сӑлтавланӑ.
Паллӑ политик Владимир Жириновский Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем ташланине ырланӑ. Кун пирки ldpr.tv портал пӗлтерет.
Владимир Вольфович РФ Патшалӑх Думинче журналистсем умӗнче тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн калаҫӑвӗнче вӑл Кӳкеҫри тухтӑрсем флешмоб ирттерни пирки сӑмах хускатнӑ.
— Манӑн шухӑшпа, ку тӗрӗс. Ташша пропагандӑламалла, ҫынсем ан ывӑнччӑр, хускану пултӑр, — тенӗ политик. Жириновский Совет Союзӗнче пурӑннӑ ҫынсем кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче производство гимнастикине туни пирки аса илнӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне пӗтермен. Официаллӑ ҫырнине чӑвашла куҫарсан ҫапларах ӑнланма пулать: «Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй тивӗҫне этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекенни ҫине хурасси ҫинчен калакан республика саккунӗ йышӑннӑ чух парламент депутачӗсем ачасен омбудсменӗн должноҫне пӗтӗрес ҫулпа кайман». Малалла вара ҫапларах ӑнлантарнӑ: федераци саккунӗсем апла тума ирӗк параҫҫӗ пулин те Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ачасен правине хӳтӗлекен кирлӗлӗхне тата пӗлтерӗшне тӗпе хурса ҫак должноҫне сыхласа хӑварас тенӗ.
Саккун Уполномоченнӑя мар, аппарата (вӑл виҫӗ ҫынтан тӑнӑ) пӗтернӗ пулать. Йӗркелӳ ӗҫӗ вӑхӑтӗнче тивӗҫе Этем правине хӳтӗлекен ҫине тиенӗ.
Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулмасси, кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче пӗлтерни, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи черетлӗ ларура депутатсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тивӗҫне пӑрахӑҫлама ыйтнине, куншӑн 37 депутат сасӑланине, виҫҫӗшӗ хирӗҫ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Валентина Матвиенко ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева ача-пӑча омбудсменӗн должноҫне сыхласа хӑварма ыйтнӑ. Кун пирки спикера РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Анна Кузнецова каланӑ-мӗн.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш Енре ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй должноҫне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Унччен ку яваплӑх Вячеслав Рафинов ҫинче пулнӑ. Ку тивӗҫе ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑя панӑ.
Анчах ҫакна Анна Кузнецова хирӗҫлет. Унӑн шухӑшӗпе, регионсенче хыснари укҫа-тенке перекетлес тӗллевпе ку дожноҫе пӗтерни ачасен лару-тӑрӑвне япӑхлатать.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Правительство ҫуртӗнче Раҫҫейри регионсене аталантарассипе ӗҫлекен Правительство комиссийӗн кулленхи ларӑвне хутшӑннӑ. Унта вӑл федералсене ӗҫлӗ сӗнӳ панӑ.
Ларӑва Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ Дмитрий Козак йӗркелесе ертсе пынӑ. Кӑҫалтанпа ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче регионсенчи бюджет ыйтӑвӗсем ҫинчен сӑмах пуҫарнӑ, хыснан тупӑш пайне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ самантсем пирки сӳтсе явнӑ. Федераци хыснинчен субъектсене бюджета шайлаштарма укҫа уйӑрни пирки те чарӑнса тӑнӑ.
Ларӑва хутшӑннӑ пирӗн регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев федералсене тупӑшран илекен налукпа ҫыхӑннӑ федераци саккунне лайӑхлатас шутпа сӗнӳ панӑ.
Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ведомствӑра иккӗмӗш пукан йышӑннӑ Анатолий Яковлева ӗҫрен хӑтарнӑ.
Анатолий Петровича министр ҫумӗнчен кӑларасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян 735-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Сӑлтавне те кӑтартнӑ: министр ҫумӗ урӑх ӗҫе куҫать.
1964-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Анатолий Яковлев 1979-1983-мӗш ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче, кайран Уралти вӑрман техникин институтӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине вӑл Вологда ҫӗрӗ ҫинчи лесничествӑсенчен пӗринчи вӑрманҫӑран тытӑннӑ. Чӑваш Енре те тӗрлӗ вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ, ҫав шутра Сӑнавлӑ вӑрман хуҫалӑхне ертсе пынӑ. 2011 ҫулта ӑна министр ҫумӗн пуканне шанса панӑ.
Улатӑр хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем паян, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, лару ирттернӗ. Вӗсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Седов ӗҫ вырӑнӗнчен каяс ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Седов заявлени хӑй ҫырнӑ. Вӑл пуҫлӑх пуканне килӗшӳ вӑхӑчӗ тухичченех хӑварӗ. Хальлӗхе унӑн тивӗҫӗсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Ежова пурнӑҫлӗ. Ку вырӑна вӑл ыран, юпа уйӑхӗн 20мӗшӗнче, йышӑнӗ.
Депутатсем ларура Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |