
Акан 25-мӗшӗнче Упи кану центрӗнче Раҫҫей парламентаризмне йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк уяв иртрӗ. Ҫавна май Мӑн Ҫавал шыв тӑрӑхне Мускав хӑнисем — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем, парламентри «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Россия» фракци депутачӗсем А. Г. Аксаков, Думӑн бюджет комитечӗн членӗ В. А. Лекарева, парламентӑн обществӑлла пӗрлешӳсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ А.В. Кузьмина тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ И. Ю. Моляков килчӗҫ.
Мускавран килнӗ хӑнасем малтанах Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн историпе краеведени музейӗнче пулса курчӗҫ. Кунта курмалли, пӗлмелли питӗ чылай. Ленин орденне тивӗҫнӗ, СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ К. И. Горинана уйрӑм вырӑн уйӑрнӑ. Чӑваш Енӗн Министрсен Канашӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, республикӑн, РСФСРӑн Аслӑ Канашӗн тӗрлӗ созывӗсен депутачӗ пулнӑ, каярах Раҫҫей парламенчӗн пӗтӗмӗшле пайне ертсе пынӑ Л.П. Прокопьев пирки те материал чылай.
