Акан 25-мӗшӗнче Упи кану центрӗнче Раҫҫей парламентаризмне йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк уяв иртрӗ. Ҫавна май Мӑн Ҫавал шыв тӑрӑхне Мускав хӑнисем — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем, парламентри «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Россия» фракци депутачӗсем А. Г. Аксаков, Думӑн бюджет комитечӗн членӗ В. А. Лекарева, парламентӑн обществӑлла пӗрлешӳсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ А.В. Кузьмина тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ И. Ю. Моляков килчӗҫ.
Мускавран килнӗ хӑнасем малтанах Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн историпе краеведени музейӗнче пулса курчӗҫ. Кунта курмалли, пӗлмелли питӗ чылай. Ленин орденне тивӗҫнӗ, СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ К. И. Горинана уйрӑм вырӑн уйӑрнӑ. Чӑваш Енӗн Министрсен Канашӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, республикӑн, РСФСРӑн Аслӑ Канашӗн тӗрлӗ созывӗсен депутачӗ пулнӑ, каярах Раҫҫей парламенчӗн пӗтӗмӗшле пайне ертсе пынӑ Л.П. Прокопьев пирки те материал чылай. Тӗрлӗ ҫулсенче Упи енчен Чӑваш Республикин парламенчӗн депутачӗсем Г. Сидоров, О. Митрофанова, А. Иванова, А. Макарова, П. Ефремов, В. Архипов (Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ) пулнӑ.
Тӗп уяв Упири кану центрӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Ларма-тӑма вырӑн ҫук тейӗн. Историк-краевед, Красноармейскинчи историпе краеведенин халӑх музейӗн ертӳҫи В. Серафимов «Трак ен ҫыннисем — патшалӑх влаҫӗн органӗсенче» ятлӑ пысӑк доклад туса пачӗ. Унта сӑмах, тӗпрен илсен, Упи ен ҫынни, Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ Я.А. Абрамов пирки пынӑ. Кам-ха вӑл Я.А. Абрамов?
1906 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Чӑваш енчен Пӗрремӗш Патшалӑх Думине Упи хресченӗ Яков Абрамович Абрамов лекнӗ. Я.А. Абрамов 1873 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялти чиркӳ-прихут шкулӗнче вӗреннӗ. 1888 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1890 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен Хусанти учительсен семинарийӗн хатӗрленӳ класӗнче пӗлӳ пухнӑ. Унӑн авторитечӗ тӑван ялӗнче питех те пысӑк пулнӑ. Патшалӑх Думине суйлама вӑхӑт ҫывхарсан хӑй шухӑшне калама пултаракан ҫамрӑка ял ҫыннисем вулӑс пухӑвне суйласа яраҫҫӗ. Унтан ҫул Етӗрне уес пухӑвне выртать. Каярах сӑпайлӑ 33-ри Якова Хусан кӗпӗрнинчи суйлавҫӑсен Пухӑвӗ Патшалӑх Думин членне суйлать. Ҫапла майпа пирӗн ентеш Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ пулса тӑрать.
Асӑннӑ тапхӑрта Яков Абрамович нимӗнле партире те тӑман-ха. Пӗрремӗш Патшалӑх Думи хӑйне салатса яриччен 72 кун ӗҫленӗ. Дума 1906 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш енрен икӗ депутат — Я.А. Абрамов тата К.В. Лаврский юрист хутшӑннӑ.
Я.А. Абрамов «Хыпар» хаҫатӑн чи активлӑ ҫыравҫи пулнӑ. Н.В. Никольскипе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ.
Пӗрремӗш Дума правительствӑн саккунпа килӗшсе тӑман ӗҫӗ-хӗлӗ пирки депутатсем чылай ҫивӗч ыйтусемпе запрос ҫӗкленӗ. Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ патша ку Пухӑва салатса янӑ та ӗнтӗ.
Пирӗн ентеш яла таврӑннӑ. Ӑна Упи вулӑс старшинине, вулӑс ӗҫ тӑвкомӗн председательне ҫирӗплетеҫҫӗ. Яков Абрамович Етӗрне уесӗнчи, каярах Хусан кӗпӗрнин ҫӗр управисен членӗ пулнӑ. 1918 ҫулта пирӗн ентеш Етӗрнери уесри вак кредит кассин пуҫлӑхӗнче, кайран Упи вулӑсӗнче потребительсен обществин ертӳҫин секретарӗнче ӗҫленӗ. Я. А. Абрамов 1934 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Унӑн ултӑ ача пулнӑ.
Ун хыҫҫӑн Упи ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.В. Степанов ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Малалла сӑмах РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем А.Г. Аксаков, В.А. Лекарева, А.В. Кузьмина илчӗҫ. Вӗсем ҫӗршыври лару-тӑру, Раҫҫей парламенчӗ еплерех ӗҫлени, юлашки вӑхӑтра еплерех саккунсем йышӑнни ҫинчен каласа пачӗҫ, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» политика партийӗн тӗллевӗсемпе паллаштарчӗҫ, хӑйсене хапӑл туса кӗтсе илнӗшӗн ял халӑхне ӑшшӑн тав турӗҫ. «Раҫҫей парламентӗнче тӑватӑ политика партийӗн депутачӗсем — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей», РФКП тата РЛДП — ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл е ку саккуна йышӑннӑ чухне пӗрлехи шухӑш патне пырайманни пире яланах ура хурать. Пӗр партин йышлӑ депутачӗсем яланах хӑйсен шухӑшне мала тӑратаҫҫӗ. Тӑтӑшах пулатӑп Чӑваш Енре, суйлавҫӑсем умӗнче отчет тӑватӑп. Акӑ паян Упи тӑрӑхӗнче», — терӗ А.Г. Аксаков. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ И.Ю. Моляков та республика парламенчӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
А.Г. Аксаков Мӑнкун умӗн Израильте пулнӑ, унтан пысӑк парне — ӳкерчӗк илсе килнӗ. Ӑна вӑл Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Ю.В. Степанова пачӗ. Анатолий Геннадьевич ҫавӑн пекех хӑйсене хапӑл тунӑшӑн Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Ю.В. Степанова, вырӑнти шкул директорне Ю.В. Федорова Тав ҫырӑвӗсем пачӗ. Юрий Витальевич вара хӑнасене парне — Янмурҫинти ӗҫ ветеранӗ К.П. Петров хатӗрленӗ сим пыла парнелерӗ. Юлашкинчен чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен пысӑк концерчӗ пулчӗ. Уписем умӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ С. Павлов, А. Московский, И. Музыкантова, В. Сергеев хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.