Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче уҫӗҫ. Кун пирки республикӑмӑр Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне паян янӑ Ҫыру вӑхӑтӗнче асӑнса хӑварнӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, ун пирки ЧР ертӳҫи ятарлӑ хушу кӑларнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ унччен Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ пулнӑ ҫӗрте вырнаҫмалла. Ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме май туса памашкӑн хыснари укҫа-тенке пӑхса тухӗ.
Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑннине шута илсе тунӑ утӑм халӑхсене малашне те туслӑ пурӑнма, пӗр-пӗринпе хутшӑнма, кашнине хӑйсен культурӑна аталантарма май парасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗр ӗмӗр чиккине ҫитнӗ милици лейтенантне Ксения Редькована юбилейпа саламланӑ. 100 ҫулхи кинемей — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ те. Ҫуралнӑ кунпа салам хутне ӑна РФ Президенчӗ те ярса панӑ.
Михаил Игнатьев Владимир Путин саламне ватӑ патне ҫитернӗ май Ксения Редькова ӑрӑвӗ ҫӗнтерӳҫӗсен легендарлӑ тапхӑрӗ тесе палӑртнӑ.
Унтан Элтепер Ксения Редькована ӗҫшӗн тав тунӑ, унпа пӗрле тӑрӑшнисем ӑна ырӑпа палӑртнине асӑнса хӑварнӑ.
Ксения Редькова вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче фельдшер пулнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе те чысланӑ.
Юбиляра Элтеперсӗр пуҫне республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин, Валерий Филимонов спикер тата ыттисем саламланӑ.
Раштавӑн 23-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ. Унта пуҫтарӑннисем патне Геннадий Тафаев профессор хӑйӗн кӗнекисемпе ҫитнӗ. Вӗсене вӑл пӑлхарпа чӑваш историйӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене сӗннӗ. Анчах делегатсем кӗнекешӗн хыпса ҫунни сисӗнмен.
Профессор Александр Белов журналиста суту-илӳ япӑх пынине пӗлтернӗ. Кӗнеке авторӗ каланӑ тӑрӑх, «Ҫамрӑк Ермолаев (сӑмах Чӑваш Енри паллӑ усламҫӑн Владимир Ермолаевӑн ывӑлӗ Кирилл пирки пырать. Вӑл Лапсарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне ертсе пырать. — Авт.) 2,5 пин тенкӗлӗх кӗнеке туяннӑ, тата тепӗр депутат — 600 тенкӗлӗх».
Геннадий Тафаев шухӑшланӑ тӑрӑх, наци шухӑшлавӗпе ҫыхӑннӑ тема урӑх никама та кӑсӑклантарман, апла пулсан чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен тӗлӗнме кирлех мар. Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме профессор пӗр ҫыравран тепӗр ҫыравччен 500 пин ҫын ҫухалнине илсе кӑтартнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Курчаткинӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейболла вылянӑ.
Депутат ачасем умӗнче тухса каланӑ чухне спортӑн ҫак енӗ кӑсӑклӑ та нумай енлӗ вӑйӑ пулнине палӑртнӑ. Унти кӑтарту ушкӑнри кашни ҫын епле вылянинчен килет.
Николай Курчаткин парламентари парнине ҫӗнсе илессишӗн ултӑ ушкӑн ӑмӑртнӑ. Вӗсем пурте вӑййа лайӑх хатӗрленнӗ. Ҫапах та Кӑнарти вӑтам шкулти ушкӑна ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкул команди тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Опытный поселокри волейболистсем.
Муниципалитетри ӑмӑртура ҫӗнтернӗ Кӑнар шкулӗнч волейболистсен ушкӑнӗ Чӑваш Республикин шкулти волейбол лигинче ӑсталӑха кӑтартӗ.
Элӗк тӑрӑхӗнчи 20 ача нумаях пулмасть Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр пулӑшнипе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи елкӑра пулса курнӑ. Пӗчӗк тупӑшлӑ ҫемьесенче пурӑнакан шӑпӑрлансене валли йӗркеленӗ уявра вӗсем юмахри сӑнарсемпе пӗрле юрласа, ташласа ҫаврӑннӑ, спектакль курнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче вара Ураскилт, Шӗмшеш, Мӑн Вылӑ шкулӗсенче пӗлӳ илекен, вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракан 10 ача Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов йӗркелекен уява кайнӑ. Ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн елкине Юнтапа шкулӗнче вӗренекен 7 ача ҫитсе савӑнӗ. Тепӗр кунне вара Элӗк тӑрӑхӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ырӑ тӗслӗхпе палӑракан 61 ача район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ҫӗнӗ ҫул уявне пухӑнӗ.
Чӑваш Енри психиатр-наркологсем пирӗн республика ертӳҫипе Михаил Игнатьевпа пӗр шухӑшлӑ. Тухтӑрсем региона ертсе пыраканӑн пуҫарӑвне ырланине ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та сисчӗвлентернӗччӗ. Ку ыйтӑва правительство пайташӗсемпе эрнесерен иртекен канашлура та сӳтсе явнӑ. Тӗрӗссипе, фанфурик сутакансене республикӑра унччен те ырламастчӗҫ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва республика парламентӗнче те хускатман мар.
Михаил Игнатьев спиртлӑ хутӑшсене сутма чарас пуҫарӑвне Республикӑн наркологи диспансерӗн психиатр-наркологӗсем ырланине ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ӗнер иртнӗ сессийӗнче парламент ҫумӗнчи халӑх канашне ҫирӗплетнӗ.
Ҫак йыша депутатсем Шупашкарти коопераци институчӗн теори тата патшалӑх историйӗпе правин кафедрин доцентне Елена Антонована тата ку аслӑ шкулӑн юрфакӗн деканне Михаил Тимофеева, Чӑваш наци конгресӗн вице-президентне Валерий Клементьева, Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн 1 класлӑ чӑн канашҫине Анатолий Кузьмина, «Фармация» ПУПӑн гендиректорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Матвеева, ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн пайташӗсене Владимир Мидукова тата Михаил Михайловские, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн коммуникаци технологийӗсемпе менеджмент кафедрин профессорне Галина Петрована, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн проректорне Сергей Тасакова кӗртнӗ.
Виҫҫӗмӗш ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑшӗсене Чӑваш Енре 100 пин тенкӗ укҫа пама пӑрахӗҫ. Ку йӗрке килес ҫулхи кӑралчӑн 1-мӗшенчен вӑя кӗрӗ.
Саккун проектне малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ пӑхса тухса ырланӑччӗ. Эпир маларах каланӑ: «Комитет ырласан сессире депутатсем те ырлаҫҫӗ», — шухӑш тӳрре килчӗ. Ӗнерхи, раштавӑн 20-мӗшӗнчи, сессире вӑл саккуна йышӑннӑ. Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Сӑмах май, маларах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемессине йышӑннӑччӗ. Хушу ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне пӗтермен. Официаллӑ ҫырнине чӑвашла куҫарсан ҫапларах ӑнланма пулать: «Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй тивӗҫне этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекенни ҫине хурасси ҫинчен калакан республика саккунӗ йышӑннӑ чух парламент депутачӗсем ачасен омбудсменӗн должноҫне пӗтӗрес ҫулпа кайман». Малалла вара ҫапларах ӑнлантарнӑ: федераци саккунӗсем апла тума ирӗк параҫҫӗ пулин те Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ачасен правине хӳтӗлекен кирлӗлӗхне тата пӗлтерӗшне тӗпе хурса ҫак должноҫне сыхласа хӑварас тенӗ.
Саккун Уполномоченнӑя мар, аппарата (вӑл виҫӗ ҫынтан тӑнӑ) пӗтернӗ пулать. Йӗркелӳ ӗҫӗ вӑхӑтӗнче тивӗҫе Этем правине хӳтӗлекен ҫине тиенӗ.
Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулмасси, кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче пӗлтерни, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи черетлӗ ларура депутатсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тивӗҫне пӑрахӑҫлама ыйтнине, куншӑн 37 депутат сасӑланине, виҫҫӗшӗ хирӗҫ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрӗслев ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ _http://www.chuvash.org/news/8871.html_. Прокурорсем мӗн патне пырса тухни халӗ паллӑ иккен.
«Правда ПФО» интернет ҫӑлкуҫ пӗлтерни ҫине таянса «Аргументы и Факты» хаҫат ҫырнине ӗненсен, федераци тата республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ чух уҫҫӑнах махинаци тунӑ сисӗннӗ имӗш. Прокуратура тупса палӑртнӑ фактсене халӗ правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслеҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министерстви Шупашкарти ликерпа водка савутне патшалӑх хысни шутӗнчен 67 миллион тенкӗ субсиди уйӑрни те йӗркеллӗ япала мар-мӗн. Субсиди пирки каласан, хысна укҫи-тенки республика парламенчӗн ертӳҫисем витӗм кӳрекен предприятисене сахал мар уйӑрнӑ пулать.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев патне те ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |