Чӑваш кӗнеке издательствинче этнопедагогикӑна никӗсленӗ паллӑ педагогӑн Геннадий Волковӑн «Кил илемӗ» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна иккӗмӗш хут ӗнтӗ пичетлеҫҫӗ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче калӑпласа кӑларнӑ.
«Кил илемне» пысӑках маи калавсемпе юмахсем кӗнӗ. Вӗсем урлӑ автор тӑван халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлне, ӑрусен ҫыхӑнӑвне, ҫемье хакне кӑтартаҫҫӗ. Пӗчӗккисене вӑл аслисене, ашшӗ-амӑшне, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме вӗрентет. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсенче асра юлакан сюжетсем, ваттисем сӑмахӗсем, ӑнланмалла чӗлхе тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Кӗнеке тиражӗ — 1000 экземпляр.
Геннадий Никандрович Волков Волков — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), СССР тата Раҫҫей шайӗнчи академик; ҫыравҫӑ. 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Виктория Трончук НТВ телеканалпа кӑтартакан «Ты супер!» конкурса хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӳресен умӗнче вӑл «Queen» рок-ушкӑнӑн «The Show Must Go On» юррине шӑрантарнӑччӗ.
Паян вӑл телепроектӑн чӗрӗк финалне хутшӑнчӗ. Унта Ҫӗмӗрле хӗрӗшӗн виҫҫӗн сасӑларӗҫ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Игорь Крутой вара тӑхтаса тӑчӗ, суя нотӑсем самай пулнине палӑртрӗ.
Виктория Трончук Наталия Подольская юррине суйланӑ. Конкурса Н. Подольская та пынӑ. Ҫӗмӗрле хӗрне хавхалантармалла вӑл унпа юрларӗ.
«Ты супер!» конкурса Раҫҫейри, Абхазири, Азербайджанри, Арменири, Грузири, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Молдовӑри, Украинӑри, Эстонири, Кӑнтӑр Осетири ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑскерсем.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Иван Яковлевич Яковлев – патриарх чувашской культуры» (чӑв. Иван Яковлев — чӑваш культурин патриархӗ ) темӑпа вулавӑш диктанчӗ иртнӗ. Диктант ҫырма республикӑри 170 лапамра — вулавӑшсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче — май туса панӑ.
Акцие хутшӑнакансен Иван Яковлев пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ 20 ыйтӑва хуравлама тивнӗ. Тӗрӗс хуравшӑн 5 балл лартӗҫ.
Вулавӑш диктантне мӗнпур район хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уйрӑмах хастаррисем Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Тӑвай, Канаш, Комсомольски тата Элӗк районӗсем пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хӑйсен пӗлевне студентсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулавӑша ҫӳрекенсем тӗрӗсленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, эрне кун, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институчӗн керменӗнче 16 сехетре Юрий Скворцовӑн «Амаҫури» калавӗ тӑрӑх ӳкернӗ кӗске метрлӑ фильма кӑтартӗҫ.
Ку ӗҫӗн режиссерӗ — Николай Семенов, операторӗ — Илтимӗр Ефремов, сценари авторӗ — Владимир Карсаков.
Этем чунне тарӑннӑн уҫса пама пултаракан ҫыравҫӑн хайлавӗ тӑрӑх кино ӳкерме шикленменни — хӑех паттӑрлӑх. Ҫапла харсӑрланнисем — маларах эпир асӑннӑ аслӑ шкулта кино ӳкеркенсен ӑсталӑхӗн вӗренекенсем тата унта ӗҫлекенсем.
Кинори ӗҫ вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ май авалхи ҫурта, савӑт-сапана, тумтире шыранӑ. Ку енӗпе Аэлита Бельская продюсер маттур пулнӑ. Вӑлах Митя рольне вылякан ачана тупнӑ. Фильма Муркаш районӗнчи Шаптакра ӳкернӗ. Амаҫури сӑнарне Зоя Илларионова калӑпланӑ.
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Максим Горький ҫыравҫӑн «На дне» пьеси тӑрӑх ҫавӑн ятлӑ спектакль лартнӑ. Вӑл 14 сехетре пуҫланнӑ.
Театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна вырӑс ҫыравҫи, прозаикӗ тата драматургӗ Максим Горький ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенче театра «Алеша Пешков» спектакле куракансем юратса йышӑннӑ. Вырӑс классикӗн «На дне» пьеси те тарӑн шухӑшлине шута илсе суйланӑ та театр.
«На дне» спектакле Дмитрий Петров режиссер лартнӑ, художникӗ – Лариса Комиссарова, ҫутӑ художникӗ – Александр Щукин, кӗвӗпе музыкальное Федор Алексеев илемлетнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнеки пичетленнӗ.
«Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑранпа кӑҫал 170 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви пӗчӗк вулакансем валли парне хатӗрлерӗ – И.Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури. A little mouse on a walking tour» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унта кӗске калавсемпе пӗчӗк юмахсем кӗнӗ. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата акӑлчанла – хатӗрленӗ. Акӑлчанла Вячеслав Платонов куҫарнӑ», — Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова.
Вӗрентекенӗмӗр пултарулӑхӗпе унччен паллашнисем хайлавсенче Иван Яковлев халӑх сӑмахлӑхӗпе анлӑ усӑ курнине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Ҫитменнине тата хайлавсем кӗске пулин те кашнинче тарӑн шухӑш пытаннӑ.
Паян пӗтӗм чӑваш тӗнчи тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттерет. Асла вӗрентекенӗмӗрӗн Шупашкарти палӑкӗ патӗнче «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб иртнӗ, Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче вара ҫак ятпа савӑнӑҫлӑ уява пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчи хастар йӑхташӑмӑрсем те ҫак куна асра тытса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкара та, сӑмах май, тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, халӗ Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшакан Николай Федоров Мускаври Ваганьково ҫӑви ҫинчи Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине чечек ҫыххи хунӑ.
«Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ӗҫе паян чӑвашла тумланса кайнӑ. Асӑннӑ МИХӑн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, журналистсем ҫеҫ мар, коммерци пайӗнче ӗҫлекенсем те Чӑваш чӗлхи кунне хисепленине, сума сунине кӑтартмалла капӑрланнӑ. Мӗнпур ӗҫчен ҫапла тӑхӑннине ҫирӗплетеймӗпӗр те, анчах сӑн ӳкерчӗксемпе ҫирӗплетнине ӗненмех тивет-тӗр.
Наци медиахолдингӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисем чӑвашла логотиплӑ футболкӑсем тӑхӑннӑ, теприсем — «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп» тесе ҫырса хунисене. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» вӑй хуракансем паян капӑр шӳлкеме те ҫакнӑ. «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп» тесе ҫырнӑ футболкӑсемпе вӗсем ҫуллахи вӑхӑтра республикӑмӑр тӑрӑх командировкӑсене те тухаҫҫӗ.
Пӗрремӗш каналпа эрнекун каҫсерен кӑтартакан «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑмра ҫывӑх вӑхӑтра чӑвашсене курӑпӑр. Комсомольски районӗнчи «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» шоу ӳкерме хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Кокшина «Тӗлӗнтермӗш уй» вӑййа хутшӑннӑ май коллектив та унпа ҫула тухнӑ. Вокал ансамблӗ «Садра» чӑваш юррине шӑрантарнӑ. Мускава кайма каҫалсем наци тумне ятарласа ҫӗлеттернӗ иккен.
Комсомольски район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тарӑх, кӑларӑма ертӳҫи Леонид Якубович каҫалсен парнисене сума суса та хакласа йышӑннӑ, чӑваш халӑхне хисепленине пӗлтернӗ. Кӑларама эфира хӑҫан тухасси хальлӗхе паллӑ мар.
Ака уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Тӗрӗк тӗнчин «Урмай залида» халӑхсем хушшинчи культурӑпа ӳнер фестивалӗ иртӗ.
Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Урмаелте фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унтах тутарсен фольклорпа этнографи ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарӗҫ. Чӑваш Енри уйрӑм юрӑҫсем те концерта хутшӑнмалла. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗрти тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи тутар культурин центрӗн хастарӗсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем концерт кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Урмаелти культура ҫуртӗнче гала-концерт иртӗ.
Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта иртекен Сабантуй та фестиваль тӑсӑмӗ пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |