Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем курма сӗнеҫҫӗ! Кӗҫнерникун, пушӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн капмар ҫуртӗнче ирттерме палӑртнӑ «Аксар-шоу 5» концерта йыхравлаҫҫӗ!
Алексей Иванов, Сӗрмек хушма ят илнӗскер, тӗлӗнтерме пӑрахмасть. Маларах эстрада ҫӑлтӑрӗсен дискӗсемпе альбомӗсене кӑларса халӑха ҫитерекенскер нумай пулмасть хӑй те юрлама пуҫланӑ (картинсем ӳкерме пуҫлани пирки илтнех-тӗр)! Концертра эсир унӑн юррисемпе паллашайратӑр!
Сире пурне те 18 сехет ҫурӑ тӗлне пыма сӗнеҫҫӗ! Билет хакӗ 200 тенкӗ.
Хисеплӗ Мускав чӑвашӗсем!
Мускаври чӑваш культурин обществи сире акан 3-мӗшӗнче (вырсарникуна лекет) Плеханов ячӗллӗ университетӑн Культура Керменне йыхравлать! Йыхравлать те Виталий Адюков паллӑ юрӑҫӑн, кӗвӗ хываканӑн концертне пырса курма сӗнет!
Концерт 16:00 сехетре пуҫланать.
Хӑвӑр та килӗр! Юлташ-тусӑрсене, тӑванӑрсене пӗрле илсе килме ан манӑр!
Чӑваш Енӗн халӑх ӳнерҫи Никита Сверчков ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем республикӑра чылай пулчӗҫ. Ҫав шутра нарӑсӑн 25-мӗшӗнче иртнӗ «Чӑваш Енӗм» («Чувашия моя») концерта та асӑнма пулать — хӑйӗн пултарулӑхӗпе чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Раҫҫей халӑх иртисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан «Классика» капелла паллаштарчӗ. Капелла солисчӗсем чӑваш кӗвӗҫисем хывнӑ чи чаплӑ юрӑсене юрласа пачӗҫ — вӗсем чӑвашла та, вырӑсла та янрарӗҫ. Репертуарта Ф. Лукин, Т. Фандеев, А. Михайлов, Г. Хирпю, П. Фёдоров, Анисим Асламас, Н. Катранов тата ытти паллӑ композиторсен хайлавӗсем пулчӗҫ — вӗсем Никита Сверчков ӳкерчӗкӗсем хушшинче янрани чӑн та питӗ илемлӗччӗ.
«Асамат» ушкӑн ҫинчен илтнӗ-и? Илтмен пулсан «Янташ» пирки илтнех ӗнтӗ. «ASAMAТ» — шӑп та лӑп вӗсем, ятне ҫеҫ улӑштарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сире ҫак ушкӑн Трактор тӑвакансен культура керменне йыхравлать, унти саванӑҫлӑ концерта чӗнет.
Билет хакӗ 250 тенкӗ. Чи малтан туянакансене СД диск парнелӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ — 36-44-46 (карас телефонӗ).
Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси култура ҫуртӗнче иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 11-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ самант пулчӗ — кунта Шупашкартан чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем ҫитрӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха Типшӑм Сашук, Сергей Кувшинов, тата Алёна Выйгетова савӑнтарчӗҫ.
Типшӗм Сашук куракансене ялан юрлакан юрӑсемпе ҫеҫ мар, ҫӗннисемпе те паллаштарчӗ.
Кӗлӗмкассисене ку концерт шутсӑр килӗшрӗ.
Ырӑ йӑла-йӗрке ҫухалмасть пирӗн йӑваш халӑхӑн. Ӗлӗкренех пӗр-пӗрин патне ҫитсе-курса пӗр-пӗрин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашасси тата ҫав тӗл пулура пухӑннисене асӑнмалӑх юрӑ-ташӑпа савӑнтарасси манӑҫман.
Красноармейски районӗнчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи Н. Янкас премийӗн лауреачӗ «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ (илемлӗх ертӳҫи Н. Никоноров баянист-юрӑҫ) 15 ҫул ытла ӗнтӗ куракансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать, чун-чӗрере вӑй-хал хушма пулӑшать тата хуйхӑ-суйха пӗрле пайлать. Асӑннӑ тапхӑрта пӗчӗкех мар йыш Трак ен тӑрӑхӗнчи кашни ялтах, хӑш-пӗр ҫӗрте темиҫе хутчен те, пулнӑ, хӑйӗн пуян та тулли содержаниллӗ программине кӑтартнӑ. Вырӑнти артистсем районти ялсенче ҫеҫ мар, республика тулашӗнчи чӑвашсемшӗн те хисеплӗ те кӗтнӗ хӑнасем. Тӗмен облаҫне икӗ хутчен ҫитнӗ. Мари Эл, Тутар Республикисенче сценӑсем ҫине тухнӑ, унти ялсемпе шкулсенче тӗлпулусем йӗркеленӗ.
Хальхинче те пултарулӑх ушкӑнӗ палӑртнӑ кун кӳршӗллӗ Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Саплӑк ялӗнче пурӑнакан чӑвашсемпе курнӑҫнӑ, икӗ сехете яхӑн концерт кӑтартнӑ.
Раштавӑн 22-мӗшӗнче Хусанти ҫамрӑксен «Ак Барс» кану центрӗнче 18.30 сехетре чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем хусансене ҫывхаракан Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламлӗҫ.
Сире кӗтеҫҫӗ — Валентина Кузнецова, Алексей Московский, Григорий Вакку тата ыттисем.
Концерт вӑхӑтӗнче куракансем «Сувар» хаҫата ҫырӑнма пултараҫҫӗ.
«Ак Барс» адресӗ: Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 1 ҫурт.
Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсен халӗ хӗрӳ тапхӑр пырать — тыр-пул пухса кӗртеҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне хавхалантарас тесе кашни ҫул уя ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем те тухаҫҫӗ — вырмара концерт лартаҫҫӗ.
Кӑҫал та утӑн 26-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсем «Малалла», «Первомайск» тата «Сидели» ял хуҫалӑх предприятисен уйӗсене тухрӗҫ. Концерт умӗн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Фёдоров хресченсенеҫак хӗрӳ тапхӑрта хастар ӗҫленӗшӗн тав сӑмахӗ тухса каларӗ, малалла та тӑрӑшса ӗҫлеме сунчӗ.
Концертпа пурте кӑмӑллӑн юлчӗҫ — культура ӗҫченӗсен юрри-ташши пурне те килӗшрӗ.
Шупашкарта тӗрлӗ тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсене пухнӑ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ пырать. Ҫак фестивале хутшӑнма «Влир» фламанд фольклор ушкӑнӗ кӑмӑл тунӑ. Аякри тухнӑ хӑнасем ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Элӗке ҫитрӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗ Бельги патшалӑхӗн Фламанд Брабанчӗ ҫӗрӗнче 1968 ҫулта йӗркеленнӗ. Ушкӑн пуҫаруҫи музыка инструменчӗсене нумай тӗпченӗ, кӗвӗсем хайланӑ. Бельги артисчӗсем Элӗкри культурӑпа кану центрӗнче фламанд халӑхӗн пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗҫ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Л.Читнаев коллектива ӑнӑҫу сунчӗ.
Бельгирен килнӗ коллективӑн ташшисем, тӗрлӗ инструментсемпе шӑрантарнӑ кӗввисем Элӗк районӗн ҫыннисене питӗ килӗшрӗҫ.
«Валинке» артисчӗсем фламандсене чӑваш ташшине вӗрентрӗҫ. Концерт вӗҫленсен, сывпуллашнӑ май, элӗксем Хӗвеланӑҫ Европӑран килнӗ ҫынсене асӑнмалӑх чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ парнесем пачӗҫ.
Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ял хуҫалӑх академи умӗнче Чӑваш патшалӑх кунне халалланӑ концерт пуҫланасси пирки пӗлтерет, пурне те ҫак савӑнӑҫлӑ уява йыхравлать.
Концерт программинче: С. Павлов, А. Федорова, В. Кузнецова, К. Петрова, Г. Ваккку, пӗртӑван Малинасем,
П. Ермолаев тата ытти артистсем.
Вӗсен сассипе ташшине, артистсен пултарулӑхӗпе тулли паллашас кӑмӑллисем академи умне 19-сехет те 30 минут тӗлне ҫитмелле.
Хӑвӑр килӗр, тӑван-пӗтене, юлташӑрсене чӗнӗр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |