Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел вӑтам шкулӗнче нумаях пулмасть тӑватӑ халӑх ҫыннисен юрри-кӗвви янӑранӑ. Ачасем патне Хусан хӑни килсе ҫитнӗ. Вӑл — педагог тата халӑх музыка инструменчӗсемпе вылякан Солтан Шиганов.
Хусан ҫынни ачасен умӗнче «Халӑх кӗвви-ҫемми халӑхсен шӑпине кӑтартни» темӑпа лекци ирттернӗ. Калаҫу тӗллевне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурине тата лирикине чӗртсе тӑратассипе, аталантарассипе тата упраса хӑварассипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Ачасем нукай курайӗ, тальянка епле янӑранине хаваслансах итленӗ-мӗн. Тӑватӑ тӳмеллӗ пӗчӗк купӑспа, сӑрнайпа, икӗ шӑтӑклӑ йывӑҫ курайпа тата ытти тӗрлӗ инструментпа та ачасем кӑмӑлтан паллашнӑ.
Тӗлпулура чӑваш, вырӑс, тутар тата ҫармӑс юррисем, ташӑ ҫеммисем янӑранӑ.
Куславкка районӗнчи Кунер ялӗн ҫыннисемшӗн кану кунӗ чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Кунти информаципе культура центрне Тутар Республикинчи Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫитнӗ. Лӑк тулли зал хӑнасене хавас пулнӑ.
Хаклӑ хӑнасене Кунер ял тӑрахӗн пуҫлӑхӗ В.В.Юсов, «Семенов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов, информаципе культура центрӗн директорӗ Б.Я.Федоров ӑшӑ сӑмахсемпе кӗтсе илнӗ.
Концерта 25 ҫын хутшӑннӑ. «Чӗкеҫ» чӑваш халӑх ансамблӗн пултарулӑхӗ Кунер ҫыннисене тыткӑнланӑ. Концерт 2 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Кунер ял тӑрӑхӗнчи «Настроение» (чӑв. Кӑмӑл) инструмент ушкӑнӗ Ҫырчаллӑ артисчӗсемпе танах пулнӑ. Вӗсем те сцена ҫине тухнӑ: концерта вӗҫленӗ. Чӑваш юрри янӑрасан артистсем зала тухса куракансемпе ташланӑ.
Концерт вӗҫленсен ансамбль ертӳҫи Елена Кандюкова Кунер ял тӑрӑхӗн халӑхне ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн тав тунӑ, малашне те тӗл пулма шантарнӑ.
Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Канаш районӗнче терлӗ мероприяти иртнӗ. Ачча ял тӑрӑхӗнче халӑх пултарулӑхӗн «Иксӗлми Канаш ен ҫӑлкуҫӗсем» район фестивалӗпе килӗшӳллӗн черетлӗ курав пулнӑ.
Аччари тата Пайкилтри ушкӑнсем концерт кӑтартнӑ. Сцена ҫинче ӳнер пултарулӑхӗн мӗн пур жанрӗ пулнӑ.
Пайкилт ял тӑрӑхӗнчи Николайпа Марина Семеновсем «Юрату утравӗ» юрра шӑрантарнӑ. «Хӗлхем» вокал ансамблӗ «Край родной», «Пурнӑҫ урапи» юрӑсене, Ирина Чернова «Сарӑ кайӑк» юрра юрланӑ. Ачча ял тӑрӑхӗнчи «Шевле» фольклор ансамблӗ путарулӑхӗпе кашнинчех тӗлӗнтерет. Хальхинче те вӑл куракансене тыткӑнланӑ: халӑх юррисем шӑрантарнӑ, тӑван тӑрӑхӗнчи йӑлапа паллаштарнӑ. Ачча шкулӗнчи 3-мӗш класра вӗренекен Ангелина Лаврентьева «Авас терӗм» юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Валерий Корытников «Вӑрман кӳллинче» шӑрантарнӑ.
Сӑнсем (5)
Эрнекун, пушӑн 21-мӗшӗнче, Хусанта тухса тӑракан Тутарстан чӑвашӗсен «Сувар» хаҫӑчӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.
Чи малтанах «Чӑвашла тухакан пичет МИХӗсен аталану йывӑрлӑхӗсем» ятлӑ ҫавра сӗтел тата Тутарстанри хуҫатҫӑсем валли ятарлӑ семинар иртрӗ. Хаҫатҫӑсене семинар вулама Шупашкартан ЧПУ преподавателӗсем килнӗччӗ.
Ҫавра сӗтеле Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи чӑвашла тухакан МИХсен тӗп редакторӗсем хутшӑнчӗҫ: «Урал сассинчен» — Юрий Михайлов, «Сувар» хаҫатран — Константин Малышев, «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен — Михаил Арланов, Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӗнчен — Николай Ларионов, «Асамат & Шевле» издательствӑран — Владислав Николаев, Чӑваш халӑх сайтӗнчен — Николай (Аҫтахар) Плотников тата ытти хӑш-пӗр хӑнасем. Вӗсем халӑх тӗтелӗсене (выр. социальные сети) ытларах тухмалли пирки; чӑвашла тухакан хаҫатсем валли реклама таврашне епле пухмаллине; чӑвашла хаҫатсем валли пӗрлешӳллӗ материал кӑларас ыйтӑва тата ыттине сӳтсе яврӗҫ.
«Сувар» хаҫатра ӗҫленӗ тата хальхи вӑхӑтра тӑрӑшакансене парнесемпе чысланӑ тата ыр сӑмахсемпе аса илнӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем Хусанти Ар масарне ҫул тытрӗҫ, Николай Василевич Никольскийӗн вил тӑпри ҫине чечексем хучӗҫ.
Пушӑн 20-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем «Салют» культура керменӗнче «Эпӗ телейлӗ санпа юнашар» ятлӑ ҫӗнӗ диск тухнӑ ятпа питӗ пысӑк шоу-концерт ирттереҫҫӗ — пурне те пырса курма йыхравлаҫҫӗ!
Концерт 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. «Янташ» ушкӑнсӑр пуҫне унта ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те хутшӑнӗҫ.
«Салют» Культура керменӗ Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ микророайонта Энтузиастсен урамӗ, 36 ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Унта 19, 20 троллейбуссемпе, 2, 8, 22 автобуссемпе, 37,45, 46, 47, 49, 56, 60, 62, 325, 334 маршрутлӑ автобуссемпе ҫитме пулать.
Эрнекун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Оринин ял клубӗ ҫумӗнчи «Шуракӑш» ансамбле йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ.
«Шуракӑш» ансамбль 1988 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче пӗрремӗш хут пухӑннӑ, ӑна йӗркелесе яраканӗ тата ертсе пыраканӗ Владимир Михайлович Александров шутланать. Ҫав ҫулах, 1988 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ ансамбль пӗрремӗш концертне лартнӑ. «Шуракӑш» районта кӑна мар, республикӑра та паллӑ ушкӑн. Хӑйӗн концерчӗсемпе вӑл Раҫҫейри ытти тӑрахсенче те пулса курнӑ. Чикӗ леш енче те пӗрре мар концерт лартнӑ: Турцире, Белоруссире, Молдовӑра (Гагаузинче). Дагестанра, Алтайра, Липецкра тата ытти тӑрахсенче вал пулса курнӑ.
«Шуракӑш» коллектива саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Тимофеев Ростислав Николаевич, Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Волков Александр Сергеевич, Муркаш районӗн культуӑпа архив ӗҫӗн пай начальникӗ Чернова Елена Геннадьевна тата ыттисем ҫитрӗҫ. Уява видео ӳкерсе хутшӑннӑ Олег Михайлович Цыпленков каласа панӑ тӑрӑх ансамбле саламланӑ май пурте тенӗ пекех чӑвашла тухса калаҫрӗҫ, пӗр Чернова Елена Геннадьевна кӑна — вырӑсла.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Нестӗр Янкас поэт ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Трак енри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи Информаципе кану центрӗнче сумлӑ поэта тата Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкне халалласа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков та хутшӑнчӗ.
Литература каҫне пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли ҫыравҫӑ уҫрӗ. Вӑл Нестӗр Янкасӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пама Николай Ершов-Янгер поэта сӑмах пачӗ. Тухса калаҫакан Нестӗр Янкасӑн чӑваш литертуринчи вырӑнӗ, тӑван енре поэтӑн пархатарлӑ ятне упрассипе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ. Шупашкарти ентешлӗхпе пӗрле унӑн еткерлӗхне халалланӑ сумлӑ кӗнеке кӑларни, Янкас ялӗнче обществӑлла музей ӗҫлени тата поэтӑн ялӗнчи пӗр урама ун ятне пани, шкулсенче тата районта унӑн пултарулӑхне халалласа вуншар конкурс ирттерни ҫинчен илтме кӑмӑллӑ пулчӗ.
Кун хыҫҫӑн пухӑннисем 2013 ҫулшӑн пӗрлӗх ҫумӗнчи районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас енӗпе ӗҫленӗ комисси йышӑнӑвне итлерӗҫ.
«Ляпис Трубецкой» текен Белоруссири панк-ушкӑн Шупашкарта, «Олимп» концерт залӗнче, концерт кӑтартнӑ. Республикӑн тӗп хулине килнӗскерсем чӑвашсен ялавӗпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Концерта панк-ушкӑн нарӑсӑн 6-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Килме вӑл иртнӗ ҫулхи кӗркуннех палӑртнӑ пулнӑ иккен, анчах ун чух солист чирлесе ӳкнипе ҫитеймен.
Олимп вӑййин фольклор программине «Ҫавал» ансамблӗн юрри-ташшине кӗртнӗ иккен. Программӑра халӑх юрри-ташши ҫеҫ пулмалла-мӗн. Кун пирки йӗркелӳҫӗсем ыйтнӑ. Тепӗр тӗп услови фонограммӑсӑр юрламалли.
Пӗрремӗш концерта «Ҫавал» нарӑсӑн 16-мӗшӗнче кӑтартӗ. Кайран кунсерен темиҫешер хут сцена ҫине тухмалла.
Олимп вӑййи ячӗпе иртерекен концерта кайма артистсем валли тиртен ӑшӑ тумтир ҫӗлеттернӗ.
Классика кӗвви-ҫеммине юратакансем валли ҫитес уйӑхра чӑннипех пысӑк парне кӗтет. Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Болгари сӗрме купӑсҫи (скрипачӗ) Павел Минеев концерт лартӗ. Вӑл Петр Чайковский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Студент чухнех Мускаври патшалӑх академи филармонийӗн солисчӗ пулса тӑнӑ, Ю. Башмет. В. Репин, В. Третьяковпа тан юрланӑ. Халӗ ун ятне Италири, Чехинчи, Болгаринчи, Польшӑри, Раҫҫейри тӗнче шайӗнчи конкурссенче ҫӗнтернӗ тӑрӑх та пӗлеҫҫӗ. Чӑваш енпе те Минеев туслӑ иккен. Мускаври чӑвашсен «Акатуйне» шӑпах вӑл юрланипе уҫнӑ.
Программӑра Н. Паганини, П. Чайковский, Г. Венявский, С. Рахманинов тата Дж. Гершвин хайлавӗсем янӑрассине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем пурте — серме купӑс тӗнче репертуарӗнчи ахахӗсем шутланаҫҫӗ. Сӗрме купӑсҫӑ концертне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Ольга Нестерова ертсе пыракан симфони оркестрӗ хутшӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |