Нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗ классика юрри-кӗввине кӑмӑллакансем валли пысӑк уяв туса парӗ. Ҫав уйӑхӑн 13-мӗшӗнче унта камерлӑ оркестрӑн концерчӗ пулмалла. Вӑл каҫхи ҫичӗ сехетре пуҫланӗ.
Уява хӑна евӗр Чулхулари камерлӑ оркестрӑн музыканчӗсем Анастасия Богданова тата халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗ Дмитрий Стоянов килсе ҫитмелле. Чулхула солисчӗсем яланах зал тулли халӑх пухни пирки хыпарлать Чӑваш Енӗн Культура министерстви. Чӑваш кураканӗсене те вӗсем савӑк кӑмӑл парнелессе шанас килет.
Хӑй вӑхӑтӗнче ялсенче вокалпа инструментсен ансамблӗсем пулнине астӑватӑп-ха. Юлашки ҫулсенче вӗсем пирки илтсех кайман та, пӗтнӗ тесе те шухӑшланӑччӗ. Ҫук иккен. Пур.
Канаш районӗнчи Уҫырма ялӗнче, авӑ, «Чӗрӗлӳ» ансамбль ӗҫлет. Ӗнер вӑл ялти культура ҫурчӗн сцени ҫинче концерт лартнӑ. Сурхури тесе тӳлевсӗрех пухнӑ вӗсем халӑха. Пӗччен пурӑнакан ӗҫпе тыл ветеранӗсене артистсем пырне — апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫсем — тыттарнӑ. Депутатсен район пухӑвӗн депутачӗ В.П. Васильев та пушӑ алӑпа килмен — пилӗк ӗҫ ветеранне пылак кучченеҫпе сӑйланӑ.
«Чӗрӗлӳ» вокалпа инстрементсен ансамблӗ виҫӗ ҫынтан тӑрать: Павел Минаев клавишнӑйпа вылять, Сергей Новиков — гитарӑпа, Ирина Минаева вара юрлать. Маттурсем пурте вырӑнтисемех, уҫырмасем. Концертпа вӗсем республика тулашне те тухса ҫӳреҫҫӗ иккен.
Концерта пухӑннӑ халӑха уявпа саламлама район пуҫлӑхӗ И.Т. Иванов тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Т. Иванов пырса ҫитнӗ.
Сӑнсем (29)
Раштавӑн 27-мӗшӗнче «Салют» Культура Керменӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, туссем» ятлӑ шоу-концерт ирттерӗҫ, унта пыма вӗсем пурне те йыхравлаҫҫӗ. Билет хакӗ 250–300 тенкӗ. Туянас тесен «Салют» КК дирекцинче е билет сутакансенчен ыйтмалла. Пуҫламӑшӗ 18 сехет те 30 минутра.
Программӑра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсем те ҫӗннисем те янрӗҫ. Ҫавӑн пекех шӳтсем, ташӑсем тата ытти номерсем те пулаҫҫӗ.
«Хӗвел тухсан Хӗветӗр, эсир ӑна пӗлетӗр, хӗвне ҫӑкӑр чикрӗ те тухрӗ-кайрӗ вӑрмана хӑрӑк турат пуҫтарма». Ҫак йӗркесене ас туман ҫын пур-ши? Унӑн авторӗ кам иккенне те пурте пӗлеҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп. Ҫапла, вӑл — Михаил Федоров. Вилӗмсӗр «Арҫури» баллада авторӗ. Тепӗр тесен, хальхи вӑхӑтра ку хайлав жанрне епле каланине пӗлместӗп. Эпир аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне баллада мар тенине те астӑватӑп.
Паллӑ этнограф тата педагог ҫуралнӑранпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 165 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа Михаил Федоровӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, «Арҫури» авторӗ унти Хурапха ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Михаил Фёдоровӑн ҫуралнӑ кунӗнче Ҫичӗпӳрт ялӗнчи культура ҫуртӗнче литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Унта Мари Эл республикинчи (Михаил Федоров мари халӑхӗшӗн те сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ) «Ушанлык» халӑх фольклор ансамблӗ те килсе ҫитнӗ. Унти хӑнасем «Арҫури» авторӗн тӑван ялне ҫитсе асӑну хӑми патне (ӑна Михаил Федоров ҫуралнӑ кил тӗлне хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ) чӗрӗ чечек хунӑ.
Красноармейски районӗнче Питӗр хулинчи купӑсҫӑ, композитор, халӑх юррисене шӑрантаракан Игорь Шипков пулнӑ. Красноармейски районӗнче вӑл унччен те килнӗ. Пуҫласа — икӗ ҫул каярах. Хальхинче Питӗр хӑнипе пӗрле Мускаври Илья Соловьёв юрӑҫ ҫитнӗ. Вӗсем Геннадий Заволокин тата ытти купӑсҫӑ юррисене шӑрантарнӑ.
Хӑнасене кура Красноармейски тӑрӑхӗнчи купӑсҫӑсем те чӑтайман. Сцена ҫине тухнӑ. Геннадий Яковлев, Юрий Романов тата Николай Дмитриев чӑваш халӑх кӗвви-ҫеммисене выляса панӑ.
Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри культура ҫуртӗнче Чӑваш культурин кунне ирттернӗ. Унта фольклор ушкӑнӗсем концерт кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне тӑван халӑхӑмӑр тумне кӑтартнӑ. Район шайӗнче йӗркеленӗ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ӗҫ йӗркелӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Лариса Никонова хутшӑннӑ.
Культура ҫурчӗн фойине ал ӑстисен ӗҫӗсем — тӗрлени те, ҫыхса ӑсталани те, наци апат-ҫимӗҫӗпе тумтирӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти художниксемпе ытти ӑстан ӗҫӗ илемлетнӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа тата сӑрапа кӗтсе илнӗ.
Тӑван халӑх культурине тӳпе хывакансене ҫав кун Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Район администрацийӗнне Кивӗ Эйпеҫри культура ҫурчӗн ертӳҫи Вера Разбокина, вӑл унти «Ахрӑм» фольклор коллективне ертсе пырать, тивӗҫнӗ. Асӑннӑ ушкӑна вара культура пайӗн грамотипе чысланӑ. Ҫав шайри Хисеп хучӗ ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Эйпеҫри «Ҫӑлкуҫ», Сойгинӑри «Хӗвел» фольклор ушкӑнӗсене лекнӗ. Ал ӑстисене те манса хӑвраман. Пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн, чӑваш наци культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тесе Сойгинӑри Альбина Захаровапа Ольга Ильденеевана, Ҫӗнӗ Эйпеҫри Надежда Рожкована Тав хучӗпе палӑртнӑ.
Юрра-ҫемме чӑннипех юратакан, классикӑлла хайлавсене хаклама-йышӑнма пӗлекенсем валли кӑҫалхи ҫулла чӑннипех те паллӑ пулӑмпа асра юлӗ — ун чух орган концерчӗ иртрӗ. Патша инструменчӗ тесе хаклаканскере ахальлӗн лартасшӑн мар — Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паян каллех орган янӑрӗ.
Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче ҫӗршыври паллӑ органист Рубин Абдуллин пулӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче В. Букстехуден «Пассакалья», И.С. Бахӑн «Токката и фуга в дорийском ладу», «Токатта и фуга ре-минор», С. Губайдуллинан «Светлое и темное», Т. Альбинонин «Адажио» хайлавӗпе киленме май килӗ. Концертӑн иккӗмӗш пайӗнче барокко тапхӑрӗнчи кӗвӗ тӗнчине исле кӗрӗҫ. Орган тата симфони оркестрӗ пӗрле пулса И.С. Бахӑн «Страсти по Матфею» хайлавӗн сыпӑкӗсене итлеме май килӗ.
Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Музыкантова ӗнер хӑйӗн юбилейне паллӑ тунӑ.
Вӑл 1948 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗкре ҫуралнӑ. Ӳнерти ӗҫ-хӗлне вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 1972 ҫулта пуҫӑннӑ. Асра юлмалла рольсем сахал мар пулнине палӑртаҫҫӗ унӑн пултарулӑхӗ пирки лайӑх пӗлекенсем. Тӗлӗнмелле сисӗмлӗ, чунтан вылякан, илӗртӳллӗ теҫҫӗ.
Юбилейпа саламлама республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, культура ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Демидова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Уяв каҫӗ аса илӳсемпе пуян пулнӑ. Валентина Музыкантова ертсе пынӑ радиокӑларӑмсен, правительство концерчӗсен сыпӑкӗсем те пулнӑ. Паллах, вӑл вылянӑ спектакльсенчи тата илемлӗ фильмсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ.
Сӑнсем (45)
Степан Максимов ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче асӑннӑ композитор, фольклорист тата педагог ҫуралнӑранпа 121 ҫул ҫитнине асӑнса хор музыкин концерчӗ иртнӗ. Вӑл Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1892-мӗш ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1925 ҫулта Чӑваш Наркомпросӑн професси пайне ертсе пыма тытӑннӑ, тепӗр ҫулхине — музыка шкулне, 1929 ҫулта вара — Чӑваш патшалӑх музыка техникумне (халӗ вӑл Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи шутланать). Ертӳҫӗре ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл музыка теорийӗпе историне, чӑваш музыкине вӗрентнӗ.
Шкул ачисемпе унта ӗҫлекенсем валли Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли Степан Максимов илемлетнӗ халӑх юррисемпе: «Атьӑр, хӗрсем, выляма», «Ан авӑн, шӗшкӗ», «Уй варринче» — пырса ҫитнӗ. Концертра Федор Павлов илемлетнӗ юрӑсем те янӑранӑ.
Иртнӗ шӑматкун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ял клубӗнче паллӑ чӑваш юрӑҫин тата халӑх пултаурлӑхне пухнӑ Вдовина Ираида Григорьевнӑн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ. Ҫак ялта вӑл шӑп та лӑп 1913 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Паллӑ юрӑҫа аса илме ҫак кун Кӗчкей ял клубне районти тӗрлӗ тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ — Кайри Шӗнерпуҫ, Макаҫкасси, Урхас Кушкӑ, Сӗнтӗрпуҫ, Ӗсмел культура ҫурчӗсенчисем, Астакасси ял вулавӑшӗнчен, Ҫичӗпӳрт ял клубӗ ҫумӗнчи «Кунер» фольклор ушкӑнӗнчисем тата ыттисем пулчӗҫ. Т.М. Чернышева тата Р.И. Васильева шӑрантарнӑ юрӑсем итлекенсен кӑмӑлне уйрӑмах тыткӑнларӗҫ — паллӑ юрӑҫпа пӗр тӑрахра ӳссе ҫитӗнни те туйӑнчӗ пуль.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |