Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 14.08.2013 08:14 | 1387 хут пӑхнӑ
Вячеслав Христофоров
Вячеслав Христофоров

Паянхи кунсенче пӗлӳҫӗсем чӑваш эстрадине ҫукпа пӗррех хаклаҫҫӗ. Ку та терӗс пуль. Юрӑҫисем кӗввисене те ҫыртарма ӳркенеҫҫӗ, ара ытла тӑкаклӑ та пуль. Ҫавӑнпа та час-часах сцена ҫинчен кӗвви — вырӑс е ют ҫӗршыв эстрадинчен, юрӑ сӑмахӗ вара — чӑвашла янӑрать. Ун йышши «пултарулӑхпа» паллашсан эпӗ тӗмшӗн юрӑ тӑршӗпе «ӑҫта-ши ку кӗвве маларах илтнӗччӗ» тесе шутласа ларатӑп ҫеҫ. Ҫапах та чӑваш эстради пушшех анса ларнӑ теме эпӗ пӗрех хӑяймастӑп. Ҫак уйрӑм эстрада тӗнчинче те мухтавлӑ ывӑлӗсем пур. Вӗсенчен пӗри «Янра юрӑ» ансамбльӗн ӑсталӑх ертӳҫи, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Чӑваш республикин тата Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Вячеслав Христофоров.

Ҫак чӑваш эстрада кӑвайтне сӳнме паман юрӑҫӑ ҫурлан 11-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Вячеслав Христофоровӑн тӗлленмелле хитре, уҫӑ сасӑ. Мӗнпур юрра вӑл чӗре витӗр кӑларса юрлать. Юрӑҫӑн репертуарӗ те пуян. Вӑл сцена ҫинче чӑваш, вырӑс тутар юррисене, романс, оперсенчи арисене шӑрантарать. Республикӑра кӑна мар ытти ҫӗршывсенче те паллӑ артиста Чӑваш Енӗн нацисен ӗҫӗн тата архив ӗҫӗн пайӗпе ӗҫлекен культура министрӗ Вадим Ефимов юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ. Эпир те Вячеслав Христофорова чунтан саламлатпӑр, эстрадӑра тата та пысӑк ҫитӗнӳсем тума сӗнетпӗр.

Пӗлме: пултаруллӑ, мухтава тивӗҫ юрӑҫ Вячеслав Христофоров Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

#юбилейсем, #концертсем, #оперӑпа балет театрӗ, #Елчӗк районӗ, #Ҫӗнӗ Пӑва

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем