Питӗрте Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри шкул умӗнхи чи лайӑх 100 учреждени» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Шупашкарти ача пахчи палӑрнӑ.
Конкурс лауреачӗсен йышне ҫӗршыври 5 ача пахчи кӗнӗ. Вӗсен йышне Шупашкарти 19-мӗш ача пахчи кӗнине палӑртма питӗ кӑмӑллӑ. Ӑна «Раҫҫейри чи лайӑх патшалӑх ача пахчи» ят панӑ.
Жюрире Федераци Канашӗн ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура тата информаци политикин комитечӗн, Патшалӑх Думин вӗренӳ комитечӗн тата ытти ведомство элчисем пулнӑ. Вӗсем Шупашкарти 19-мӗш ача пахчи шкул умӗнхи ачасен вӗренӗвӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисене «Хунав» конкурса хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас тата упраса хӑварас тӗллевлӗ. Патриотизм туйӑмне сарассипе, пӗр-пӗрне юратма вӗрентессипе те ҫыхӑннӑ вӑл. Конкурса хутшӑнса ачасем тӑван тӑрӑхпа кӑсӑкланма пуҫласса та шанаҫҫӗ.
Конкурс-фестиваль темиҫе номинаципе иртӗ. «Илемлӗ чӑваш юрри» ятлине хутшӑнакансен хитре юрласа кӑтартмалла. «Асамлӑ юмах тӗнчи» номинацине суйласан чӑваш юмахне лартмалла. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» номинаципе чӑвашла сӑвӑсем вуламалла.
Шупашкарти конкурсра ҫӗнтернисем республика шайӗнче ӑмӑртӗҫ. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Районсемпе хуласенчи тапхӑр ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта ҫӗнтернисем республикӑри ӑмӑртура ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тупӑшӗҫ.
Конкурса Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министертсвипе Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Шупашкарта «Ҫулталӑк воспитателӗ» тата «Профессионал педагог» конкурссене пӗтӗмлетнӗ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав конкурссене кӑҫал 115 ҫын хутшӑннӑ. Ку йыш иртнӗ ҫулхинчен самай пысӑкрах иккен.
Виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ конкурсра воспитательсемпе педагогсем шкул ҫулне ҫитменнисемпе занятисем ирттерсе кӑтартнӑ, ӗҫри ҫӗнӗ мелсемпе паллаштарнӑ, вӗренӳ тытӑмӗнчи пӗр-пӗр ҫивӗч ыйтӑва суйласа илсе пултарулӑх презентацийӗ хатӗрленӗ.
Ҫапла майпа «Шупашкар хулин ҫулталӑкри чи лайӑх воспитателӗ» ята 158-мӗш ача пахчин воспитателӗ Анастасия Гайнутдинова тивӗҫнӗ, «Профессионал педагог – 2018» конкурсра вара 174-мӗш ача пахчин физкультура инструкторӗ Надежда Кальметова ҫӗнтернӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» конкурс финалне лекнӗ.
Аса илтерер, Чӑваш Енрен унта икӗ пике суйланнӑ: Ҫӗнӗ Шупашкарти 21-ри Анна Швецова тата Атӑл леш енче пурӑнакан 18 ҫулти Юлия Полячихина.
Паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, конкурсӑн сайтӗнче ҫӗршыври чи чипер пикесемшӗн интернет-сасӑлав пуҫланнӑ. Ӑна йӗркеленисем ӗнентернӗ тӑрӑх, финалта тӳресен хаклавне кӑна мар, тӗнче тетелӗнче сасӑланине те шута илӗҫ.
Юлия маларах ытти тӗрлӗ конкурсра та ҫӗнтернӗ. Вӑл — «Раҫҫей туризмӗ вице пике — 2016», «Атӑл пики топ 10», «Miss globe топ 10 — 2016», «Apollon вице мисс — 2017». 2016 ҫулта вӑл «Чӑваш пики» ята ҫӗсе илнӗ. Пулас журналистка Францинче тата Японинче модель пулса ӗҫлеме те ӗлкӗрнӗ.
Ҫӗршыври чи хитре пикене ака уйӑхн 14-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сар хӗвел хӗрелсен» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова ӳнер тата таса юрату гимнӗ тесе хаклать.
«Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗ ребус пекех кӑткӑс тата хӑйне евӗр. Пӗр пек шӑпа та, пӗр пек шухӑшлавлӑ ҫын та ҫук. Тӗн, ҫавӑнпах пуян, тӗрлӗ енлӗ пулӗ те тӗнче», — тесе шухӑшлать кӗнекене хакланӑ май Ольга Иванова.
«Сар хӗвел хӗрелсен» повеҫ шухӑшласа кӑларман историпе, Прасковья Петрова чӑваш хӗрӗпе паллаштрать. Пушкӑртстанра ҫуралнӑскер ача чухне тӑлӑха юлнӑ, тӑванӗсемпе ӳснӗ. Ӑна тӑван ашшӗпе Тихон Павловпа тӗл пултарман. Документлӑ хайлав авторӗ — Римма Прокопьева ҫыравҫӑ тата журналист. Кӗнекен редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Дмитрий Литаврин.
Римма Прокопьеван ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗнекене 500 тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ.
Татарстан Республикинче «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурс вун иккӗмӗш хут иртет. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ака уйӑхӗн 28-мӗшӗчченех пырӗ.
Ку конкурс «Тутарстан Республикин 2014-2020 ҫулсенчи патшалӑх наци политикине пурнӑҫласси» программӑна кӗнӗ, ҫавна май ӑна республикӑн Культура министерстви, Тутарстан Халӑхсен ассамблейи, Чӑваш наципе культура автономийӗ, Тутарстан халӑхсен Туслӑх ҫурчӗ, Аксy районӗн администрацийӗ йӗpкелeҫҫӗ. Конкурс икӗ тапхӑртан тӑрать, пӗрремӗшӗ ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен районсенче иртет, иккӗмӗшӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Аксу поселокӗнче пулать. Районсенчен кашни номинациех 2 ҫынран е ансамбльтен ытла мар хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурс йӗpкине «Сувар» хаҫат сайтне вырнаҫтарнӑ.
Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарӗҫ. Ку ыйтӑва ӗнер иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр ӗнерех алӑ пуснӑ, паян ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Укҫана тыттариччен хайлавсене ятарлӑ конкурс хаклӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ ертсе пырӗ.
Ачасем валли чӑвашла ҫырнине тӗрлӗ суммӑпа хавхалантарӗҫ. Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене 75-шер пин тенкӗ уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.
Конкурса, тӳрех палӑртар, автор уйрӑммӑн та, авторсен ушкӑнӗ те хутшӑнма пултарать.
Чӑваш Енри шкул ачисем Самарта пуш уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе иртнӗ пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика тата тӗпчев ӗҫӗсен «Тӗнче пирӗн алӑра» конкурсӗнче, Ҫамрӑк пушарнӑйсен дружинисен «Раҫҫейри ҫамрӑксен чи лайӑх дружини» ятпа йӗркеленнӗ сморт-конкурсӗнче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ хыпарлать.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗсен тупӑшӑвӗнче Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан Дмитрий Кузьминпа Антон Дмитриев тата Шупашкарти Вероника Карпова ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи дружинӑсен ӑмӑртӑвӗнче вара Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял шкулӗнчи «Ҫӑлавҫӑ» дружина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫак конкурссене Мордва, Пушкӑрт, Чӑваш, Мари республикисенчи, Самар, Сарӑ ту, Пенза, Челябинск, Курган, Эрӗнпур, Киров, Свердловск облаҫӗсенчи тата Пермь крайӗнчи 80 ытла шкул ачи хутшӑннӑ.
Пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей пики» наци конкурсӗнче Чӑваш Ен тата Шупашкар ятне икӗ чиперкке хӳтӗлет. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») портал хыпарлать.
Конкурс пуҫланнӑ ӗнтӗ. Унта пирӗн республикӑран Атӑл леш енче пурӑнакан 18 ҫулти Юлия Полячихинӑпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 21-ри Анна Швецова хутшӑнаҫҫӗ. «Маншӑн пӑшӑрханнисене, манпа пӗрле кастингсем витӗр тухнисене, эпӗ «Раҫҫей пики — 2018» конкурса хутшӑнасса ӗненнисене пурне те тав тӑватӑп. Эпӗ ҫӗршыври чи чипер 50 пике йышӗнче тӑнишӗн чунран савӑнтӑп», — ҫапла ҫырнӑ Анна Швецова Instagram халӑх тетелӗнче. Конкурса хутшӑнакан тепӗр чиперук вара Юлия Полячихина сасӑлав пуҫланасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине палӑртнӑ, вӑл та Чӑваш Енре пурӑнакансем хай майлӑ пуласса шанать.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарта «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2018» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хула шайӗнчи професси тупӑшӑвӗнче 12-мӗш вӑтам шкулӑн математика учителӗ Татьяна Андреева ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 17 педагог хутшӑннӑ. Конкурсӑн пӗрремӗш кунӗнче хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ хыҫҫӑн финала кӗме 7 вӗрентекен тивӗҫли паллӑ пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри — лауреат, теприсем номинаци ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. 43-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Елена Воробьева тата 44-мӗш лицейри хими учителӗ Екатерина Александрова лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ыттисене номинаци ҫӗнтерӳҫисем пек чысланӑ. Ҫав шутрах — 40-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Александр Степанов та. Вӑл — «Педагог дебючӗ» номинаци ҫӗнтерӳҫи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |