Паян Мускавра Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем валли телеканал суйлас енӗпе Федераци конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Лайӑх хыпар ҫитнӗ пирӗн пата: Наци телекуравӗ 21-мӗш пускӑча тивӗҫнӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнчи мӗнпур регионти 32 телеканала хутшӑнма ирӗк панӑ. Чӑваш Енрен кабель сечӗн телекурав пульчӗн 21-мӗш пускӑчне илме Наци телекуравӗ тата «Телеканал 21+» тӗллевленнӗ.
Чи малтанах хӑйсен контентне 75 процентран сахал мар тунине, регионти халӑхӑн 50 проценчӗ курнине шута илнӗ. Конкурс комиссийӗ Наци телекуравӗн хӑйӗн вещани сетки пуррине, хыпарсен кӑларӑмӗсем кулленех тухнине, хӑлха илтменнисем валли субтитрсем пуррине, кӑларӑмсене чӑвашла хатӗрленине пысӑк хак панӑ.
«Нон-стоп» этрада ташшисен ача-пӑча ушкӑнӗ Хусанта иртнӗ «Вдохновение-17» конкурсран лауреат дипломӗпе таврӑннӑ.
Конкурс фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем, солистсем (вӗсен йышӗнче чун ыйтнипе юрлакансем те, профессионалсем те пулнӑ) хутшӑннӑ. Ачасем «Инструментпа юрласси», «Хореографи», «Вокал», «Хорпа юрласси» номинцисенче пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн «Нон-стоп» эстрада ташшисен ушкӑнӗ виҫӗ хореографи постановки лартнӑ: «Сунчӑкпа ташласси», «Ращара», «Театр». Сӑмах май, «Хореографи» номинацире Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 60 ытла ушкӑн тупӑшнӑ.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Каҫалти 2-мӗш вӑтам шкулта район шайӗнчи «Янра, чӑваш сӑмахӗ» республика фестиваль-конкурсӗ пулса иртрӗ. Чӑн-чӑн уяв пулчӗ ку районти чӑваш чӑлхипе литературине вӗрентекенсемшӗн тата вӗренекенсемшӗн.
Уява районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Г.Индюкова уҫрӗ. Вӑл чӑваш сӑмахне юратакансене уяв ячӗпе саламларӗ. Районти чи маттур та пултаруллӑ ачасем пуҫтарӑннӑшӑн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. Пурне те конкурсра ӑнӑҫу сунчӗ.
Хӑнасене Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул директорӗ Е.Н.Савельев уяв ячӗпе саламларӗ, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси паянхи ачасенчен нумай килнине палӑртрӗ.
Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни, пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашни, тӗрлӗрен конкурссенче ӑмӑртни мӗн тери паха. Эпир чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чӑваш пулса ҫуралнишӗн мухтанма тивӗҫ. Мӗн тери пуян пирӗн чӗлхе! Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта усӑллӑ пулнӑ, тенӗ ваттисем. Сирӗн хамӑр ҫӗр-шыва усӑллӑ ҫынсем пулмалла пултӑр тата тӑнӑҫлӑх пултӑр.
Районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ С.П.Атласкина пухӑннисене, уява хутшӑнакансене пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа саламласа ҫитӗнӳсем сунчӗ.
Паян «Хыпар» хаҫат редакторне кама ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Вӑл должноҫе Шупашкар район хаҫатне юлашки ҫулсенче ертсе пынӑ Татьяна Вашуркинӑна шаннӑ. Конкурс ирттерессине иртнӗ ҫулхи раштавра пӗлтернӗччӗ, претендентсен заявленийӗсене иртнӗ эрнере пӑхса тухнӑччӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑччӗ: Татьяна Вашуркинасӑр пуҫне ИҪӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, издательство ҫурчӗн директорӗн–тӗп редакторӗн ҫумӗ, унччен «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ Дмитрий Моисеев, «Хыпарӑн» «Чӑваш хӗрарӑмӗ» редакцийӗн редакторӗ Маргарита Ильина, унччен «Хыпар» тытӑмӗнче ӗҫленӗ Владислав Николаев.
Татьяна Геннадиевна 1982 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. 2005–2012 ҫулсенче Чӑвашэнергосбытра халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистра тӑрӑшнӑ. 2012 ҫулхи ҫулла вӑл Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ: сайт редакторӗнче, редактор тивӗҫне пурнӑҫлаканта тӑрӑшнӑ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат ҫулталӑк ҫыннине палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, районти пичет кӑларӑмӗ ку конкурса чылай ҫул ӗнтӗ йӗркелет. Хальхи, 14-мӗш хут ирттернӗ конкурса, хаҫат хӑйӗн 86 ҫулхине палӑртас умӗн пӗтӗмлетнӗ.
Хальхинче унта 10 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен кашниех тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшать. Вӗсемшӗн 19 пин ытла сасӑ пухӑннӑ. Ҫапла вара кӑҫалхи конкурсра Олег Лаврентьев уйрӑм усламҫӑ ҫӗнтернӗ.
Хаҫатӑн ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов тата ыттисем хутшӑннӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫине те унта саламланӑ. Хаҫат редакторӗ Нина Мазякова тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ «Ҫулталӑк ҫыннине» свидетельство тата кубок панӑ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ судне ӳлӗмрен кам ертсе пырассине ҫитес уйӑхра татса памалла. Раҫҫей Федерацийӗн Судьясен аслӑ квалификаци коллегийӗ кандидатсенчен заявленисене пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнассине пӗлтернӗ, ун хыҫҫӑн илмессине асӑрхаттарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳре харӑсах темиҫе регионта суд председательне шыранине каланӑ. Списока Чӑваш Республики уҫать. Кунсӑр пуҫне Тинӗҫҫум крайӗн, Архангельск, Ленинград, Магадан, Чулхула, Орлов облаҫӗсен сучӗсен председателӗсене суйламалла. Ваккантлӑ должноҫсен шутӗнче тата ытти хӑш-пӗр суд та пур.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн председателӗнче Николай Порфирьев тӑрӑшать. Иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑччӗ. Николай Петрович Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1951 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӑл 65 ҫул тултарнӑ.
Ҫак кунсенче, тӗрӗсрех, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствинче «Чӑвашупрдор» предприяти пуҫлӑхне лартмалли конкурс иртмелле пулнӑ. Ун пирки ведомство кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Конкурс валли кандидатсенчен хутсене кӑрлачӑн 30-мӗшӗ таран йышӑннӑ. Анчах предприяти тилхепине ярса илессишӗн ҫунакансем йышлӑ пулман. Ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, икӗ кандидатран сахалтарах пулнипе конкурс иртеймен. Урӑхларах каласан, пӗр ҫын кӑна «Чӑвашупрдора» ертсе пырас шутпа ҫунатланнӑ. Халӗ конкурс ирттерессине тепре пӗлтернӗ. Ку хутӗнче документсене пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ.
Чӑвашупрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пурнӑҫланӑ Евгений Барсукова ҫул-йӗр тӑвас яваплӑха текех шанмассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Геннадий Айхи ывӑлӗн Алексейӑн «Оскар» илес шанчӑк пур. Пысӑк шайри наградӑна илме ӑна «Я вам не негр» (чӑв. Эп сире валли негр мар) фильм валли саундтрек ҫырнишӗн тӑратнӑ. Рауль Пек режиссерпа Алексей Геннадий тахҫанах ӗҫлеҫҫӗ иккен. Хальхи вӗсен — пӗрлехи улттӑмӗш ӗҫ.
«4’33» ансамбль ертӳҫи Алексей Айхи — композитор та, скрипач та. Вӑл самай кинофильм валли кӗвӗ ҫырнӑ. Ун пеккисем унӑн 50-ран та иртнӗ. Кульметида. ру тӗслӗх вырӑнне «Страна глухих», «Орлеан», «Доктор Тырса» ятлисене, «Каменская 2» сериала илсе кӑтартнӑ.
Алексей Айги «Золотой орел» тата «Ника» премисене темиҫе хутчен те ҫӗннӗ. «Оскар» илме тӑратнӑ ӗҫ Торонтори Cinema Eye Honors Awards конкурсра ҫӗнтернӗ. Фри-джаз тата камерлӑ музыка хутӑшне (автор шӑпах ҫак жанрсене кӑмӑллать иккен) «Мосфильмра» ҫыртарнӑ.
«Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсне йӗркелекенсем кашни хутшӑнакана пысӑк тав сӑмахӗ калать. Ӑмӑрту йӗркипе килӗшӳллӗн йышӑнмалли чи кайри тапхӑр — вырсарникун, нарӑсӑн 5-мӗшӗн, 23 сехет (Мускавпа). Каярах ярса панисем (ҫырӑва янӑ вӑхӑта шута илетпӗр) конкурса хутшӑнмаҫҫӗ, анчах каярах эпир вӗсене «Шкул ТВ» канала лартатпӑрах.
Паянтан пуҫласа нарӑсӑн 22-мӗшӗччен конкурсӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ иртмелле. Анчах та пурин видеоне те вырнаҫтарса ҫитерейменнине пула пӗтӗмлетӳ кунне каярах куҫарма пултаратпӑр. Пур видеона та кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пире пӗр эрне те пулин пӗтӗмлетме кирлӗ пулӗ.
Енчен те сирӗн видеона халь те вырнаҫтарман пулсан ку ытларах сирӗн кӑлтӑк — маларах ярса памалла пулнӑ. Шӑматкунпа вырсарникун йӗркелӳҫӗсен ещӗкӗсене 300 ытла ҫыру килчӗ — кашнинче пӗр видео та пулин пур, кашнине уҫласа илмелле, пӑхмалла, кирлӗ пулсан йӗркене кӗртмелле, кайран вара видеохостинг ҫине тиемелле. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра civhim2@narod.ru ещӗкре пӑхса тухман 120 ытла ҫыру выртнӑ, videosava@chuvash.org ещӗкре — 200 ытла. Уйрӑмах иккӗ-виҫҫӗ ярса паракансене пула ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ самай чакать.
Эсир хӑвӑр ӗҫе хӑвӑртрах курасшӑннине эпир ӑнланатпӑр, анчах пирӗн хута та кӗрессе шанатпӑр — пирӗн икӗ алӑ ҫеҫ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников ку пукансӑр юлнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер Хушӑва паян ирпе алӑ пуснӑ.
Ҫул-йӗрпе отраслӗнчи лару-тӑрӑва нарӑсӑн 4-мӗшенче хула-район пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ чух хускатнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла.
Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Унӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин наркотӗрӗслев службин республикӑри управленине ертсе пынӑ Евгений Барсуков генерал-майор пурнӑҫлать. «Чӑвашупрдорта» профессионалсен тухӑҫлӑ команди ӗҫлемелле», — асӑрхаттарнӑччӗ Элтепер республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |