Ҫӗнӗ ҫулта Шупашкарта общество транспорчӗ ирчченех ҫӳрӗ. Паян Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ графика палӑртнӑ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине общество транспорчӗ ирхи 3 сехетчен ҫӳрӗ.
Хӗрлӗ тӳреме уява килекенсем киле ҫӑмӑллӑнах ҫитчӗр тесе ҫапла тунӑ. Кун пирки кӑларнӑ хушӑва ку эрнинче, юнкун, пичетлӗҫ.
Кӑҫал Хӗрлӗ тӳремри концерт 23 сехетре пуҫланӗ. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем, вокал студийӗсем, фокусниксем, фаерщиксем хутшӑнӗҫ. Унта Хӗл Мучи те пулӗ.
Ҫур ҫӗр ҫитсен светодиодлӑ экранпа РФ Президенчӗ Владимир Путин саламланине курма май пулӗ.
Ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре кӳлмекре фейерверк вӗҫтерӗҫ. Ирхи 3 сехетчен конкурссем, вӑйӑсем иртӗҫ, ташӑ каҫӗ пулӗ.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Шупашкарта «Письмо Деду Морозу» (чӑв. Хӗл Мучи патне ҫырнӑ ҫыру) пултарулӑх ӗҫӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта ачасенчен 1 пин ытла ҫыру ҫитнӗ. Ҫав шутра ӳкерчӗксем, открыткӑсем, эссесем, юмахсем, сӑвӑсем ҫитнӗ.
Конкурса йӗркелекенсем тата хаклакансем асӑрханӑ тӑрӑх, ачасем хаклӑ парнесене сахалтарах ыйтаҫҫӗ. Вӗсем гаджетсемпе тетте пирки те питех ӗмӗтленмеҫҫӗ. Кунта, паллах, ҫак япаласене вӗсене ашшӗ-амӑшӗ туянса пани те витӗм кӳрет пулӗ-ха. Пӗчӗкскерсем арлан пирки ӗмӗтленеҫҫӗ, шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсемлӗ пуласшӑн, унчченхине вӑрланӑ хыҫҫӑн класс валли ҫӗнӗ мечӗк туянасшӑн.
Хальхи ачасем ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-асламӑшӗпе кукашшӗ-кукамӑшӗ валли сывлӑх тата тӗнчере мир пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ. 13 ҫулти пӗр хӗрача вара арҫын шухӑшлавӗ пирки тӗмсӗлет.
Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи Культура ҫуртӗнче «Ярмарка семейных талантов» (чӑв. Ҫемье пултарулӑхӗн ярмӑркки) районти IX смотр-конкурс иртнӗ. Ӑна район администрацийӗн культура, наци хушшинчи хутшӑнусен тата архив ӗҫӗн пайӗ йӗркеленӗ.
Конкурса Атрать, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Кивӗ Эйпеҫ, Иваньково-Ленино, Суйкӑн, Алтышево ялӗсенчи, Киря тата Алтышево поселокӗсенчи ҫемье дуэчӗсем хутшӑннӑ. Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалланӑ ӑмӑртӑва хутшӑннисем малтан вӗсем хамӑр ҫӗршыври фильмсенчи юрӑсене юрланӑ, кайран тӑван чӗлхепе шӑрантарнӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Суйкӑнти Юдинсем тухнӑ, иккӗмӗшне – Кивӗ Эйпеҫри Лебедевсем тата Ҫӗнӗ Эйпеҫри Сатривановсем, виҫҫӗмӗшне — Иваньково-Ленинӑри Кирьяновсем. Вӗсене асӑнмалӑх парнепе чысланӑ.
Етӗрнере пурӑнакан Константин Гавриилович Game2: Winter реалити-шоуна хутшӑнасшӑн. Ку шоура ҫынсем вилӗмрен ҫӑланассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Хальлӗхе проекта хутшӑнма пултаракансем 60 ытла ҫын. Ҫулла валли вӗсенчен 30-шне ҫеҫ суйлӗҫ. Вӗсене вара Ҫӗпӗр тайгине 9 уйӑхлӑха ярӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 100 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Вӑйӑ йӗрки ансат мар: ҫынсен хӑйсен апат тупмалла, вӑрманта пурӑнмалли тумалла. Тӗлӗнмелле те, конкурса хутшӑнакан кашни ҫын тайгара сусӑрланма пултаратӑп тесе алӑ пусать. Ҫавӑн пекех вӑл алӑ пусса хӑйне мӑшкӑллама, вӗлерме пултарассине ӑнланса алӑ пусать.
Шоуна ҫичӗ чӗлхепе кӑтартса пырӗҫ. Вӑййа 2 пин камера ӳкерӗ, ҫавӑнпа шоуна тӗнче тетелӗнче, федераци каналӗсемпе курма май пулӗ
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ашшӗ» преми иртнӗ. Унти уйрӑм номинацире пирӗн ентеш ҫӗнтернӗ.
Конкурса жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче Ашшӗ-амӑшӗн наци ассоциацийӗн, Раҫҫейри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн, Патшалӑх Думин элчисем пулнӑ.
Премие виҫӗ номинаципе палӑртнӑ: «Ҫемьене юратакан ашшӗ», «Общество ӗҫне хастар хутшӑнакан ашшӗ», «Чи лайӑх организаци». Нумай ача ашшӗ, Чӑваш Ен чысне хӳтеленӗскер, Роман Надеждин «Тӑлӑхсене йышӑннӑ ҫемьери чи лайӑх ашшӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл – тӑватӑ ача ашшӗ. Пӗри – хӳтте илни.
Аса илтерер: унччен Надеждинсен ҫемйи республикӑри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра палӑрнӑ. Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурсра та вӗсем мала тухнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗн студенчӗ Никита Ульянова Раҫҫей шайӗнче асӑрханӑ. Каччӑ журналист материалӗсен тата интернет-проектсен «Молодёжь и наука» (чӑв. Ҫамрӑксем тата ӑслӑлӑх) Пӗтӗм тӗнчери VI конкурсӗнче «Видеоматериалы» (чӑв. Видеоматериалсем) номинацире палӑрнӑ. Ҫук-ха, палӑрнӑ кӑна та мар, иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ӗҫсене Раҫҫейри, Германири, Эстонири журналистсенчен тӑракан сумлӑ комисси хакланӑ. Вӗсем Никитӑн «Химия и пытливый ум» видеофильмне пысӑка хурса йышӑннӑ. Унта каччӑ ЧПУн химикӑпа фармацевтика факультечӗн ҫамрӑк ӑсчахӗсем, вӗсен талпӑнулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш Енри аслӑ шкулӑн студенчӗ сумлӑ конкурсра диплома тата кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Республикӑри «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн тивӗҫне Дмитрий Моисеев пурнӑҫлӗ. Кун пирки коллектива паян республикӑн Информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинчен килнӗ тӳре-шара пӗлтернӗ.
Издательство ҫуртӗнче директорӑн—тӗп редакторӑн ҫумӗнче икӗ ҫын ӗҫлет: унччен «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ Дмитрий Моисеев тата Геннадий Максимов. Министр ҫумӗ Юлия Стройкова каланӑ тӑрӑх, Геннадий Максимова, унӑн тӑрӑшулӑхне аван пӗлеҫҫӗ. Халӗ вӗсем пуҫлӑх тивӗҫне Дмитрий Моисеева пурнӑҫлаттарса пӑхасшӑн. Тилхепене тытма вӑл хытах хирӗҫленӗ, анчах ӑна ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех.
Кӑштахран «Хыпар» ИД директорне—тӗп редакторне суйламалли конкурс иртӗ. Ҫавна май министерство пуҫлӑх пуканӗ пирки ӗмӗтленекенсенчен заявлени пуҫтарать.
Нумаях пулмасть «Пятница» телеканалпа пыракан «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Шупашкарта та пулнӑччӗ. Ҫак кунсенче «Магаззино мадамӗ – 2016» конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: ку конкурсра Шупашкарти Тӗп пасарта ӗҫлекен сутуҫӑ Альбина Прохорова ҫӗнтернӗ. Вӑл конкурсра 6146 сасӑ пухса мала тухнӑ.
Конкурса сасӑлав мелӗпе пӗтӗмлетнӗ. Альбина Прохоровӑна пысӑк парне кӗтет. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗшӗн ҫулталӑкри шалу чухлӗ укҫа тата Мальдивӑра канмашкӑн путевка парӗҫ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ «Чӑваш чӗлхипе литератури. Уҫӑ урок тата класс тулашӗнчи чи лайӑх ӗҫ» республика шайӗнчи конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Унта республикӑра тата республика тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литературине, тӑван ен культурине шкулта вӗрентекенсем хастар хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче И.Н. Никифоров ячӗллӗ Вӑрнарти петӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкул ӗҫченӗсем те пур. «5—7 классенчи чӑваш чӗлхипе литератури урокӗ, класс тулашӗнчи мероприяти (вырӑс шкулӗ)» номинацире чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Инна Егорова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. «8—9 классенчи чӑваш чӗлхипе литератури урокӗ, класс тулашӗнчи мероприяти (вырӑс шкулӗ)» номинацире чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Кириллова — виҫҫӗмӗш.
Улатӑр тӑрӑхӗнче «Мисс района – 2016» (чӑв. Район мисӗ — 2016) XV конкурс иртнӗ. Раҫҫейри Кино, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗсене халалланӑскере Октябрьскинчи культура ҫуртӗнче ирттернӗ. Илемлӗх ӑмӑртӑвне 16 ҫултан пуҫласа 22 ҫулчченхи хӗрсем 9 ял тӑрӑхӗнчен хутшӑннӑ.
Хӗрсене сцена ҫине епле тухни, пикесем хӑйсемпе паллаштарни тӑрӑх хакланӑ. Пикесен совет фильмӗсенчи ҫемӗсене пӗлнине те кӑтартма тивнӗ. «Девушка — гид» (чӑв. Хӗр — гид) конкурсра пикесем хӑйсен ялӗпе паллаштарнӑ. Пултарулӑх номерӗнче вӗсем юрласа та ташласа кӑтартнӑ.
Район администрацийӗн сайтӗнче конкурс пирки вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, мисс ятшӑн тупӑшнисенчен пӗри кӑна чӑваш тумӗпе тухнӑ. Вӑл — Кивӗ Эйпеҫри Вера Маруськина.
Район чиперкки ята Миренки ялӗнчи Христина Павелушкинӑна панӑ. Ыттисене тӗрлӗ номинаципе хавхалантарнӑ. Маларах асӑннӑ Вера Маруськина «Ӑслӑ мисс» ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |