Нумаях пулмасть Мари Эл республикинчи Медведево поселокӗнче ҫамрӑксен этно-ушкӑнӗсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамблӗсен регионсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ.
Конкурса РФ Культура министерстви, В.Д. Поленов ячӗллӗ Патшалӑхӑн Раҫҫей Ҫурчӗ, Мари Элти Культура, пичет тата наци ӗҫӗсен министерстви, Республикӑн ӑслӑлӑхпа методика центрӗ, Мари Элти Пултарулӑх ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата Медведево район алминистрацийӗн культура пайӗпе унти культурӑпа кану центрӗ йӗркеленӗ. Мероприятие этно-ушкӑнсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамбльсен сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Кӳршӗллӗ регионта иртнӗ фестивале Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Хирлепри культура ҫурчӗн «Аса ил» вокалпа инструментсен ансамблӗ хутшӑннӑ. Ӑна «Наци йӑли-йӗркине тытса пынӑшӑн» дипломпа чысланӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ «Volga Models» агентствӑн моделӗ пулнӑ Лариса Петросян кӑҫал кӗркунне Америкӑра иртекен «Тӗнче пики — 2018» илем конкурсне хутшӑнӗ.
«Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи конкурсра Лариса Грузи чысне хӳтӗлӗ, мӗншӗн тесен вӑл пӗлтӗр ҫак ҫӗршывӑн пӗрремӗш вице-пикин ятне тивӗҫнӗ. Апла Лариса тӗнче пики пулса 250 пин доллар ҫӗнсе илме пултарать. Лариса Петросян Ҫӗнӗ Шупашкарта 20 ҫул ытла пурӑннӑ, нумаях пулмасть Грузие куҫса кайнӑ. Халӗ вӑл илем конкурсне хутшӑнма ҫине тӑрсах хатӗрленет. Тупӑшу хыҫҫӑн вара юрӑҫ пуласшӑн. Вӑл сӑвӑсем ҫырать, вӗсене кӗвве хывать. Хӑйне ятӑн альбом кӑларма ӗмӗтленет.
Палӑртса хӑвармалла, Лариса Петросян нумай ят ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫӗнӗ Шупашкар вице-пики— 2010», «Чӑваш Ен вице-пики — 2010», «Пултарулӑх пики — 2010», «Чӑваш Ен топ-моделӗ — 2012» тата «Грузин пӗрремӗш вице-пики — 2017».
Чӑваш Енре «Лучший каменщик Чувашии – 2018» (чӑв. Чӑваш Енри чи лайӑх каменщик — 2018) республикӑри професси конкурсӗ иртнӗ. Унта ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пуҫтарӑннӑ.
Конкурса Шупашкарти организацири: «СУ-Инкост», «СУ-20», «Монолитстрой», «ГК «Регионжилстрой», «СМУ-124» — ҫичӗ звено (вӗсем икшер ҫынтан тӑнӑ) пуҫтарӑннӑ.
Пӗрремӗш вырӑна «СМУ-124» тулли мар яваплӑ обществӑри Ю.Н. Выросов тата Э.Д. Калюканов тухнӑ. «Монолитстрой» тулли мар яваплӑ обществӑра кирпӗч хураканта ӗҫлекен Е.П. Васильевпа Э.Н. Николаев тӑрӑшӑвне те строитель-тӳресем пысӑка хурса хакланӑ. «СУ-Инкост» предприятири А.Р. Алексеев тата А.Г. Ефремов та пӗр шухӑшлӑн та килӗштерсе ӗҫленӗ, кирпӗче хитре те васкаса хунӑ. Вӗсем — виҫҫӗмӗшсем.
Потребкооперацин вӗренӳ организацийӗсен ассоциацийӗ «Есть что сказать» (чӑв. Каламалли пурах) информаци материалӗсен, сюжетсен тата цифра пуҫарӑвӗсен конкурсне ирттернӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне потребкооперацин вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакан студентсем тата ҫамрӑк преподавательсем хутшӑннӑ. Конкурса массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, интернет-кӑларӑмӗсенче, «Российская кооперация» хаҫатра тата вӗренӳ заведенийӗсен сайчӗсенче пичетленнӗ материалсене йышӑннӑ.
«Крутой текст» (чӑв. Чӑнкӑ текст) номинацире Шупашкарти коопераци институчӗн редакципе издательство пайӗн тӗп редакторӗ Эрбина Никитина тата студентсен ушкӑнӗ «Делая человека вполне человеком» (чӑв. Ҫынна ҫын пек туса) ӗҫпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Видеосюжет» номинацире Шупашкарти коопераци техникумӗн колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Анит Гамбарян сюжечӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Пушӑӑртстанри Ӗпхӳ хулинче И.С. Якутов ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗнче VIII «Салам — 2018» республикӑри ташӑпа юрӑ фестивалӗ иртет. Ӑна Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ, Ӗпхӳ хула округӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ, Пушкӑртстанри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ йӗркеленӗ.
Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале вокал, фольклор, ташӑ ушкӑнӗсемпе уйрӑм ӑстасене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсен 14 ҫултан аслӑрах пулмалла. Йӗркелӳҫӗсем мероприятин тӗп тӗллевӗ – ҫынсене чӑваш халӑх культурипе кӑсӑклантарасси, ҫитӗнекен ӑрӑва хамӑр йӑла-йӗркесем ҫине таянса воспитани парасси, ҫӗнӗ талантсем тупса палӑртасси, ҫамрӑксене спортпа интереслентересси тесе пӗлтереҫҫӗ.
Фестиваль-конкурс ҫак номинацисемпе иртӗ: чӑваш юррине ушкӑнпа шӑрантарасси; чӑваш юррине пӗччен юрласси; ушкӑнпа ташӑ ташласси; пӗччен ташӑ ташласси; халӑх инструменчӗсемпе вылясси; волейбол выляс енӗпе ӑмӑртасси.
Игорь Дадиани модельер чӑваш хӗрарӑмне «Миссис России» (чӑв. Раҫҫей хӗрарӑмӗ) илем конкурсне хатӗрлет. Ҫакӑн пирки вӑл «Idel.Реалии» сайта панӑ интервьюра пӗлтернӗ.
Дадиани тата Потоцких кнеҫсен йӑхӗнчен тухнӑ художник-модельер 41 ҫулти Наталия Овсепяна ҫӗршыври илемлӗх конкурсне хатӗрлет. Ун пек ӑмӑртусене, Игорь Дадиани шучӗпе, чӑвашла калаҫаканӑн хутшӑнмалла. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн Чӑваш Ен — тӗлӗнмелле хӑйне май республика. «Тымара пирӗн манма юрамасть», — палӑртнӑ шухӑшне модельер.
Наталия Овсепян — чӑваш. Хушамачӗ — упӑшкин. Конкурсра вӑл чӑвашла та калаҫӗ.
Игорь Дадиани хамӑр атте-аннемӗр йӑли-йӗркие упрамалла, ӑна ачамӑрсене кипкеренех ӑша хывтармалла тесе шухӑшлать.
Вӑрман касакансен республика шайӗнчи конкурсне вӗҫӗмех хутшӑнакан Артем Шашков кӑҫал Чехинче иртнӗ тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура мала тухнӑ. Бензопӑчкӑпа ӗҫлекенсем унта тренировка мелӗпе ирттернӗ ӑмӑртура тупӑшнӑ. Каярах вӗсем Норвегинчи ӑмӑртӑва кайӗҫ.
«Вӑрман касакан – 2017» Раҫҫей чемпионатӗнче пирӗн ентешӗмӗр пӗлтӗр тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Чӑваш Ен команди тӗрлӗ номинацире призлӑ тӑхӑр вырӑн йышӑннӑччӗ. Ушкӑнпа вӗсем иккӗмӗш вырӑна ҫӗннӗччӗ.
Вӑрман касас ӗҫре Артем Шишков вун пилӗк ҫул вӑй хурать. Хӑй вӑл — Йӑлӑмран. Унӑн ашшӗ те вӑрманҫӑ пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл аслин ҫулӗпе кайма шухӑшланӑ. Арҫын журналистсене каланӑ тарӑх, унӑн ывӑлӗ Леня та аслашшӗпе ашшӗн ҫулне малалла тӑсас шухӑшлӑ.
Пултаруллӑ Ирина Кузьмина юрист профессине алла илнӗ, халӗ ЧР Юстици министерствинче ӗҫлет. Унӑ пушӑ вӑхӑчӗ сахал пулин те вӑл чун киленӗҫне аталантарать. Ирина ҫӑмран картинӑсем ӑсталать.
Ҫак кунсенче вӑл тӗнче шайӗнчи ӳнер конкурсне хутшӑнса лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ҫӑм акварелӗ техникипе ӑсталанӑ картинӑсем тӳрех тӑватӑ номинацире ҫӗнтернӗ. «Иккӗн» ӗҫ «Ҫын кӳлепи» номинацире мала тухнӑ, тӗнче шайӗнчи конкурсӑн гран-прине тивӗҫнӗ. «Пысӑк хула. Ҫумӑр» картина вара «Жанрсен синтезӗ» номинацире палӑрнӑ. Тепӗр икӗ картина - «Добермансем тата кӗркунне», «Хурӑнсем» - 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ.
Эксперт канашӗнче 45 ҫын пулнӑ. Вӗсем Раҫҫей, Евросоюз, Америка, Ази арт-индустри элчисем. Экспертсем пурте Чӑваш Енри ӳнерҫӗн ӗҫӗсене чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.
Тутарстанри Ҫырчалли хулинче пурӑнакан халӑхсен хӗрачисен «Наци пукани» пултарулӑх конкурсӗ кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш ҫул иртӗ. Ку проект кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче «Наш дом Татарстан» (чӑв. Пирӗн кил Тутарстан) форумра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Вӑл тӑрӑхри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп титулӗшӗн хальхинче 16 хӗр пӗрчи тупӑшӗ. Вӗсем тӑван чӗлхене, культурӑна мӗнле пӗлнине кӑтартӗҫ. Чӑвашсенчен наци чысне 11 ҫулти Анастасия Жукова хӳтӗлӗ.
«Настя питӗ маттур хӗрача, хулари чӑвашсен «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫумӗнчи ачасен «Пукане» ансамбльне ҫӳрет. «Чӗкеҫ» ансамбль ертӳҫи Елена Кондюкова пӗлтернӗ тӑрӑх, Настя конкурса чӑвашла-вырӑсла визитка хатӗрлет, чӑваш ташшине ташлӗ тата «Икӗ автан» юрӑ юрлӗ. Виҫҫӗмӗш конкурсра ӑна «Пукане» ансамбль те пулӑшӗ», —.
Финал ҫу 20-мӗшӗнче Ҫырчаллинчи «Ҫӑлкуҫ» туслӑх ҫуртӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |