Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнче сухаҫӑсен конкурсӗ иртӗ.
Ӑмӑрту Комсомольски ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрман уҫланкинче пулӗ. Унта 18 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе арҫынсене чӗнеҫҫӗ. Анчах пурне те мар. Вӗсен паспорт кӑтартмалла. Конкурс умӗн тухтӑр тӗрӗслевӗ витӗр тухма, техника хӑрушсӑрлӑхӗн парвилисене ӑша хывса инструктаж итлеме тивӗ. Ҫаксене пӑхӑнманнисене тата конкурса кая юлса ҫитнисене ӑмӑртӑва хутшӑнтармӗҫ.
Конкурс тӗллевӗ тесе вара чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине халӑхра сарасси, лаша спортне аталантарасси, ҫамрӑксене лашана хисеплеме вӗрентесси тесе ӗнентереҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансене ирхи 8 сехетрен 11-ччен шута илӗҫ, медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларӗҫ. 11 сехетре ӑмӑрту пуҫланӗ. Конкурса районти Акатуя халалланӑ.
Чӑваш Ен пики Турцинче иртнӗ «Мисс Аполлон 2019» (чӑв. Апполон пике 2019) ҫӗнтернӗ. Унта пирӗн республикӑри икӗ хӗр хутшӑннӑ. Ҫавсенчен пӗри — Шупашкарти коопераци институчӗн колледжӗн 1-мӗш курс студентки Валерия Игнатьева. Тӗнче шайӗнчи илем ӑмӑртӑвӗнче вӑл тӗп коронӑна тата «Аполлон пике 2019» ята тивӗҫнӗ.
Конкурсра Турцинчи Дидим хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫейри, Казахстанри, Беларуҫри, Сербинчи, Литвари, Грузинчи, Чехинчи, Узбекистанри тата Кӑркӑстанри 20 хӗр ӑмӑртнӑ.
Шупашкарти коопераци институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерия маларах «Мисс Новочебоксарск — 2019» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкар пики — 2019) конкурсра ҫӗнтернӗ. «Мисс Чувашия - 2019» (чӑв. Чӑваш Ен пики — 2019) ӑмӑртура вице-пике ята илнӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗ Игорь Гусев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл унта «Ӳнерҫӗсем валли – професионаллӑ хатӗр» проект тӑратнӑ. Жюри унӑн ӗҫне пысӑк хак панӑ. Ҫапла майпа пирӗн ентеш 250 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Игорь Гусев каланӑ тӑрӑх, кунашкал хатӗр-хӗтӗрпе вӑл ӳнерҫе вӗренекен мӗнпур студент валли мольберт тума пултарӗ. Ку вара пачах та урӑхла ӳкерӗксем тума май парӗ.
Палӑртмалла: Игорь Гусев ЧППУн ӳнерпе музыка вӗренӗвӗн факультетӗнче ӑс пухать.
РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫулсерен ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри тухтӑрсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Чӑваш Енри виҫӗ ҫын лекнӗ.
Медицина реабилитацийӗн чи лайӑх тухтӑрӗ Хулари 1-мӗш клиника пульницин реабилитаци уйрӑмӗн заведующийӗ Кирилл Нестерин пулса тӑнӑ. Вӑл унта 2008 ҫултанпа ӗҫлет.
«Чи лайӑх инфекционист» номинацире Республикӑри ӳтпе венерологи диспансерӗн дерматовенерологӗ Татьяна Иголкина ҫӗнтернӗ. Татьяна Николаевна 48 ҫулта.
Хулари стоматологи поликлиникин стоматолог-терпевчӗ Нина Алексеева «Чи лайӑх стоматолог» ята тивӗҫнӗ. Вӑл ку тытӑмра 1995 ҫултанпа ӗҫлет.
Шупашкар хула администрацийӗ композиторсемпе поэтсен хушшинче автор конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна Шупашкар 550 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Юрӑсене кирек мӗнле жанрпа та ҫырма юрать. Конкурса хӑть мӗнле автор, ушкӑн хутшӑнма пултарать. Анчах композицин вырӑсла пулмалла, 4 минутран ытларах тӑсӑлмалла мар. Текстра Шупашкара юратни курӑнмалла.
Заявкӑсене ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унтан жюри чи лайӑх гимна суйласа илӗ. Килӗшнӗ юрӑшӑн «Уҫӑ хула» порталта ҫурла уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче сасӑлама май пулӗ. Ҫӗнтерӳҫе ҫурлан 12-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ гонорар парӗҫ.
Чӗмпӗрте ҫуралнӑ тӗнчипе паллӑ портретист Никас Сафронов Иван Яковлев портретне ӳкернӗ. Ӑна вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн музейне парнеленӗ.
Ҫакӑн пирки Тутарстанри «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ.
Чӗмпӗрти И.Я. Яковлев ячӗллӗ музей комплексӗнче художник «Впечатление» (чӑв. Чуна витни) ӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унтах художникӑн ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлет. «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ ӳкерчӗксен куравне чӑваш шкулӗнче ятарласа йӗркеленӗ. Ҫавна вӑл хӑйӗн тымарӗ пирӗн халӑхпа ҫыхӑннипе ӑнлантарать иккен.
Музейри экскурсире пулнӑ ачасен хӑйсем мӗн туйнине ӳкерсе кӑтартмалла пулнӑ. Конкурса хутшӑннӑ маттурсене Никас Сафронов художник хӑйӗн портречӗллӗ шоколадпа хӑналанӑ.
Ӑслӑлӑхпа техника енӗпе патшалӑх премине тивӗҫнӗ маттур ӑсчахсене Республика кунӗ тӗлӗнче чыслӗҫ. Вӗсен ӗҫӗсене Чӑваш Енри комисси тишкернӗ. Ларӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.
Комисси пилӗк ӗҫе пӑхса тухнӑ.
Естествӑлла тата техника наукисен енӗпе конкурса техника наукисен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн электроникӑпа реле хӳтӗлевӗн тата автоматика кафедрин доценчӗ В. Антонов хӑйӗн монографине тӑратнӑ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе вара ӗҫсем ытларах.
Суйласа илнӗ ӗҫсене (ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вӗсен ячӗсене асӑнман) Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӑхса тухӗ. Патшалӑх премине тивӗҫ ҫынсен ячӗсем ҫавӑн хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ.
Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумӗ пулма ӗмӗтленекен кандидатсене палӑртнӑ. Республика шайӗнче иртнӗ конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.
Конкурс ирттерессине маларах ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ иккен. Министр ҫумӗ пулма ӗмӗтленекенсем иккӗн тупӑннӑ: Ирина Николаевна Крылова тата Алина Витальевна Семенова.
Вӗсене иккӗшне те тимлӗн итленӗ, иккӗшӗн докуменчӗсене те тӗплӗн тишкернӗ. Конкурс комиссийӗ хӗрарӑмсенчен нихӑшне те пӑрахӑҫламан. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кандидатсене иккӗшне те кадр резервне кӗртнӗ.
Чӑваш Енри виҫӗ пике Пӗтем Раҫҫейри «Тӗнчери Раҫҫей миссисӗ» конкурса хутшӑнать. Халӗ сасӑлав пырать, вӑл паян вӗҫленмелле.
Раҫҫей шайӗнчи илем конкурсне ҫӗршыври 30 хӗр хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Пирӗн регион чысне вара виҫӗ чиперук хӳтӗлет: Ольга Батракова, Алина Корнилова тата Александра Обухова. Вӗсенчен кашниех ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме пултарать. Ку сирӗнтен те нумай килет: килӗшнӗ пикешӗн официаллӑ сайта кӗрсе сасӑламалла.
Хальлӗхе 1-мӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкарти Ольга Батракова. Вӑл 1121 сасӑ пухнӑ. Алина Корнилова 2-мӗш вырӑнта-ха. Уншӑн 726 ҫын сасӑланӑ. Александра Обухова 6-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл 133 сасӑ пухнӑ.
Етӗрне Раҫҫей шайӗнчи пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатмалли конкурса хутшӑннӑ. Лайӑх хыпар килнӗ: вӑл ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ.
Конкурса Воронежра пӗтӗмлететнӗ, укҫа-тенке тивӗҫнӗ хуласен списокне вуланӑ. Етӗрне 10 пин таран ҫын пурӑнакан хуласен йышӗнче палӑрнӑ, ун валли 40 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Конкурса хутшӑнмашкӑн Етӗрне хули проект хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе историе кӗрсе юлнӑ урама – Комсомольски ятлӑскере – хӑтлӑлатӗҫ.
Хӑтлӑх кӗртмелли урам пӗр ҫухрӑма яхӑн. Ӑна илемлетнӗ чухне провинци атмосферине упраса хӑварма шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |