
Липецк хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӑван чӗлхепе литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ» конкурсӑн финалӗ иртет. Унта Чӑваш Енрен икӗ педагог хутшӑнать: Шупашкарти 62-мӗш шкулти Роза Морозова тата Муркашри «Путене» ача пахчинчи Алина Вадимова.
Конкурса РФ Ҫутӗҫ министерстви Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисен федераци институчӗн пулӑшнипе йӗркеленӗ. Унта 130 ытла педагог хутшӑнать: 85 учитель тата 46 воспитатель.
ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пирӗн ентешсене ӑнӑҫу суннӑ. Вӑл РФ ҫутӗҫ министрӗн Сергей Кравцовӑн сӑмахӗсене те аса илнӗ: педагогсем ачасене культурӑсен тата чӗлхесен нумай енлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи вӗрентекен Татьяна Тарасова «Раҫҫейри ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра тупӑшма кайнӑ. Ӑмӑрту Белгород хулинче иртет.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулта республика шайӗнчи конкурс пулнӑ. Унта ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗпе хавхалантарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пирӗн ентешӗн пӗрремӗш тӗрӗслев витӗр тухма тивӗ, вӑл – педагогран илнӗ интервью. Темиҫе кунран вара вырӑнти шкул ачисемпе уҫӑ урок ирттерӗ.
Экспертсем ӗҫне пысӑка хурса хакласан Татьяна Тарасовӑн финала Мускав хулине каймалла пулӗ. Финал унта авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ.
Ентеше ӑнӑҫу сунатпӑр!

РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫулсерен ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри 7 тухтӑр пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ.
«Чи лайӑх стоматолог» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкар хулин стоматологи поликлиникинчи Лилия Гафурова мала тухнӑ. Раҫҫейри чи лайӑх офтальмолог Республикӑри клиника офтальмологи пульницинчи Татьяна Николаева пулса тӑнӑ. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче ӗҫлекен Надежда Серафимова чи лайӑх лаборант ятне тивӗҫнӗ.
Травматолог-ортопедсен йышӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинчи тухтӑр Игорь Ластухин иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Медицинӑра ҫӗнӗ направлени шухӑшласа кӑларнӑшӑн Андрей Дьячкова, Вера Ивановӑна тата Татьяна Винокура ятарлӑ премипе палӑртнӑ. Вӗсем инсульт пулнӑ пациентсене пулӑшмалли виҫӗ уровеньлӗ система хатӗрленӗ.
Раҫҫей конкурсӗнче мала тухнӑ тухтӑрсене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ, профессие парӑнса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти Татьяна Шерне «Раҫҫей миссисӗ – 2026» конкурсра мала тухнӑ, пирӗн ентеше «Раҫҫейри Поэзи королеви» ятарлӑ титулпа палӑртнӑ.
Жюрие вӑл сӑвӑпа, хӑй ҫырнӑскерпе, тӗлӗнтернӗ. Татьяна Шерне «Пурнӑҫа таврӑннӑ хӗрарӑм» (выр. «Женщина, которая вернулась к жизни») сӑвва Куклачев ячӗллӗ театр сцени ҫинче вуланӑ.
Татьяна – икӗ ача амӑшӗ, поэтесса. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен, вӑл хӑйне алла илес тесе нумай ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Енре йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗ уҫма ӗмӗтленет.
Саламлатпӑр ентеше!

Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ «Чи лайӑх вӑрман инспекторӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Тӳрех палӑртса хӑварар: конкурс Шӑмӑршӑ лесничествинче иртнӗ. Унта 11 ҫын хутшӑннӑ.
Жюри пайташӗсем инспекторсем вӑрман саккунӗсене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Кунсӑр пуҫне конкурсҫӑсем вырӑна мӗнле палланине кӑтартнӑ, йывӑҫсен тӗсне уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех саккуна пӑсса йывӑҫ касни мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутланӑ.
Кӑҫал «Чи лайӑх вӑрман инспекторӗ» ята Йӗпреҫ лесничествинче ӗҫлекен Александр Кондратьев тивӗҫнӗ. Ӑна кубок, диплом тата тӗп парне – бензопӑчкӑ – парса чысланӑ.
Иккӗмӗш вырӑна Вӑрнар лесничествинче ӗҫлекен Иван Кадыков йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Олег Афанасьев тата Алексей Кувайский пайланӑ. Мала тухнӑ пур ҫынна та укҫан преми парса хавхалантарнӑ.

Чӑваш Енри икӗ блогер: Ксения Георгиева тата Татьяна Ляпустина - «Контент министерстви» программӑн ҫурма финалне лекнӗ.
Ксения Георгиева – врач тата клиника фармакологӗ, медицина университечӗн преподавателӗ, Татьяна Ляпустина вара — Чӑваш Республикин ача-пӑча вулавӑшӗн методисчӗ.
Маларах асӑннӑ программӑна йӗркелекенни — «Россия – страна возможностей» Президент платформин пӗтӗм Раҫҫейри «ТопБЛОГ» проекчӗ. Унта ҫӗршыври 51 регионтан 12,5 пин ҫын заявка панӑ, вӗсенчен экспертсем 155-шне ҫурма финала суйласа илнӗ. Тӗрӗссипе, ӳркенмесен кирек епле пултаруллӑ автор та хутшӑнма пултарать.
Вӗсен федераци ведомствисене кирлӗ медиапроектсемпе тӗнче тетелӗнче ӗҫлӗҫ. Чи лайӑх блогерсем «ТопБЛОГ» конкурсӑн улттӑмӗш сезонӗн ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑрӗҫ.

Раҫҫейӗн ҫӑкӑр карттине хатӗрленӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мускаври славянсен ӳнерӗн регионсем хушшинчи XV пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) ят панӑскере Чӑваш Енри делегаци те хутшӑннӑ.
Сцена ҫине халӑх ташшин «Суварята» ача-пӑча ансамблӗ тата чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тухнӑ. Халӑх наци йӑли-йӗркин конкурсне вара «Укӑлча» ансамбль хутшӑннӑ.
«Хитре» этнобренд Мускава кайнӑ. Унӑн «Бабушкин сундук» (чӑв. Асанне арчи) коллекцийӗ халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркине тӗпе хурса хатӗрленӗ тумтирӗпе паллаштарнӑ. «Ириски» гастробренд та хӑйӗнпе паллаштарнӑ.
Чи пӗлтерӗшли вара — Раҫҫейӗн ҫӑкӑр картти. Унӑн тӑршшӗ 7,8 метр, сарлакӑшӗ 4,3 метр. Чӑваш Ен карттӑ валли хура ҫӑкӑр хатӗрленӗ.

Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, 59 ҫулти Филипп Киркоров Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ 20-ри хӗре, 2024 ҫулта «Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ Валентина Алексеевӑна юратнине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл халӑх умӗнчех каланӑ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ хум» конкурсра пулса иртнӗ. Киркоров «Луиза» юрра шӑрантарнӑ хыҫҫӑн Валентинӑна сцена ҫине илсе тухнӑ.
«Ҫакна кулиса хыҫӗнче шӑппӑн, хӑйне кӑна мар, пурин умӗнче те калас килет. Валентина, эпӗ сана юрататӑп! Сана манӑн пурнӑҫра пурришӗн, илемӳшӗн, вӑй-халушӑн тавах, санпа юнашар чухне тата лайӑхрах пулас, юрату пирки юрлас килет», – тенӗ Филипп Киркоров.
Валентина ку уншӑн кӗтменлӗх пулнин пӗлтернӗ. «Йӑлтах тӗлӗкри пек», – тенӗ вӑл.
Сӑмах май, «Луиза» юрӑпа нумаях пулмасть Турцире клип ӳкернӗ. Унта Валентина Алексеева хутшӑннӑ. Киркоров ӑна унта ӳкерӗнме хӑй сӗннӗ.

«Раҫҫейри ӗҫ» кадрсен центрӗнче «Профессире чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкар хулинче ӗҫлекен Екатерина Иванова «Чи лайӑх карьера консультанчӗ» номинацире мала тухнӑ. Халӗ унӑн Чӑваш Ен чысне федераци шайӗнче хӳтӗлемешкӗн хатӗрленмелле.
Чи лайӑх кадрсен центрӗ Етӗрнери центр тесе палӑртнӑ. Ӑна Михаил Чернов ертсе пырать. Ҫурла уйӑхӗнче 10-мӗшӗ валли хатӗрленӗ статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Етӗрне районӗнче регистрациленӗ 53 ӗҫсӗр ҫын пуҫне вӑтамран пилӗк ваканси лекет.
Палӑртса хӑварар: конкурс «Кадрсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн виҫҫӗмӗш ҫул иртет. Ӑна специалистсен професси ӑсталӑхне ӳстерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнче республика шайӗнчи «Чи лайӑх вӑрман касакан – 2026» конкурс иртнӗ. Пӗтӗмлетӳсем паллӑ.
Малтан палӑртса хӑварар: кӑҫал унта тӗрлӗ регионти специалистсем хутшӑннӑ – Чӑваш Республикинчен, Мари Элтен, Карели Республикинчен, Мускав облаҫӗнчен тата Тутарстан Республикинчен.
Тӳресем вӑрман касакансем мӗнле техникӑпа тата хӑвӑртлӑхпа ӗҫленине, хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑннине хакланӑ. Хальхинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Улатӑр лесничествинче ӗҫлекен Сергей Фадеев тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна вара Вӑрнар районӗнчи специлист Алексей Иванов йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шӑмӑршӑ районӗнчи специалиста Сергей Семенова панӑ.
Палӑртса хӑварар: республика шайӗнчи «Чи лайӑх вӑрман касакан» конкурса 2005 ҫултанпа ирттереҫҫӗ, унта кашни ҫулах вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан специалистсем тупӑшаҫҫӗ.
