Иртнӗ эрнере Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх тухтӑр» конкурс ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура часланӑ. Унта Сергей Агафонкин, Республикӑри онкодиспансерӗн хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ, пулнӑ.
Унсӑр пуҫне конкурсра пирӗн республикӑри тепӗр икӗ тухтӑр наградӑна тивӗҫнӗ. Республикӑри офтальмологи пульницин тухтӑрӗ Татьяна Юрьевна Наумова «Чи лайӑх офтальмолог» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Чи лайӑх фтизиатр» номинацире Республикӑри туберкулез диспансерӗн фтизиаторӗ Надежда Алексеевна Апраскина виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Аса илтерер: Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх тухтӑр» конкурс 33 номинаципе иртнӗ. Кӑҫал унта 90 тухтӑр ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсене дипломпа тата укҫан хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енре чи лайӑх участковӑй полицейскине суйланӑ. Кӑҫал ҫак ята Шупашкар районӗн участковӑйӗ тивӗҫнӗ.
Александр Боронов унта ҫулталӑк ҫеҫ ӗҫлет. Вӑл 17 яла тӗрӗслесе тӑрать. Ҫак тапхӑрта вӑл ҫынсен кӑмӑлне кайма пултарнӑ. Участковӑйӗн ӗҫ нумай-мӗн. Ҫӗнӗ ҫын килнӗренпе ялсенче лӑпкӑрах пулнине палӑртать халӑх.
Александрӑн лаптӑкӗнче 4,5 пин ҫын пурӑнать. Халӑхпа пӗр чӗлхе тупни ӑна ӗҫре пулӑшать. Ав кӑҫал ҫулла вӑл ял лавккинчен стройматериал вӑрланӑ ҫамрӑксене тытса чарма пултарнӑ.
Александр Боронов Ҫурҫӗр Кавказра командировкӑра 4 хутран ытла пулнӑ. «Халӑх участковӑйӗ» конкурсра ҫӗнтерни уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Халӗ вӑл пирӗн республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Конкурс чӳкӗн 1–10-мӗшӗсенче иртӗ. Уншӑн «Комсомольская правда» хаҫат сайтӗнче сасӑлама пулать. ШӖМ сайтӗнче те уншӑн сасӑламашкӑн каҫӑ пулӗ.
«Книгуру» ятпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ачасемпе аслӑ классенчи ачасем валли ҫыракан авторсен чи лайӑх ӗҫне палӑртмалли ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫ 15 ӗҫе асӑннӑ. Списока Шупашкарта пурӑнакан Евгения Басова ӗҫӗ те кӗнӗ. Вӑл «Подросток Ашим» ӗҫе тӑратнӑ.
Автор пирки каласан, Евгения 1963 ҫулта Красноярскра (чӑв. Хӗрлӗҫыр) ҫуралнӑ. Кӑштахран вӑл инженер ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкара куҫса килнӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Мускаври патшалӑх университечӗн журналистика факультетне вӗренме кӗнӗ. Журналистика ӑсталӑхне сумлӑ ҫав аслӑ шкулта туптанӑ хыҫҫӑн вӑл Магадан хулине куҫса кайнӑ. Нумаях пулмасть Евгения Басова Шупашкара куҫса килнӗ. Халӗ вӑл профсоюзсен «Время» хаҫатӗнче корреспондентра тата дизайнер-верстальщикра тӑрӑшать.
Илга Понорницкая хушма ятпа ҫыракан автор ӗҫне 10–16 ҫулсенчи кирек епле ача та хаклаять. Ҫапла тӑвас тесен kniguru.info сайта кӗрсе регистрациленмелле те ӗҫсене вуласа вӗсене хакламалла.
Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче кӑмпа фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче те вӑл ҫынсене савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Ку фестиваль ҫутҫанталӑк илемӗпе паллашма, унпа ҫывӑхрах пулма пулӑшать.
Йӗркелӳҫӗсем анлӑ программа хатӗрленӗ. Районти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Валентина Львова палӑртнӑ тӑрӑх, Шӑмӑршӑ районӗнчи кашни килте кӑмпа пур: е тӑварлани, е типӗтни. Унти халӑх ӗҫчен, вӑрман вара кӑмпа-ҫырлапа пуян. Унта чылай ҫын килсе вӑрман пуянлӑхне пухать.
Хӑш чӗрчунсем кӑмпа юратаҫҫӗ? Шӑна кӑмпи мӗнпе сиенлӗ? Кун пирки йӑлтах наци паркӗн ӗҫченӗсем каласа кӑтартнӑ. Типӗ кӗркунне кӑмпа сахал та, анчах ку фестивале килнисен кӑмӑлне пӗртте хуҫман. Аслисем те, ачасем те конкурссемпе хаваслӑ вӑйӑсене хутшӑннӑ. Кунтах ярмӑрккӑ йӗркеленӗ. Унта кӑмпа кукӑлӗ тутанма, курӑк чейӗ ӗҫме май пулнӑ.
Чулхула облаҫӗнче машинӑпа ӗне сӑвакансен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ иртнӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче пулнӑ.
Унта Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро фирма» предприятире ӗҫлекен Екатерина Георгиева Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ. Конкурсра теори ыйтӑвӗсем те пулнӑ, аппарата сӳтсе пуҫтарма, ӗне сума та тивнӗ.
Конкурса Раҫҫейри 54 регионтан килнӗ. Пирӗн ентеш унта хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ушкӑнра (45 ҫул тултарман хӗрарӑмсен йышӗнче) 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна дипломпа, РФ Ял хуҫалӑх министерствин тав хучӗпе чысланӑ.
Екатерина Гергиева Тӑвай районӗнчи Тушкил ялӗнче 1991 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл тӗрлӗ конкурса хутшӑнса мала тухма пултарнӑ. Екатерина 2 ача амӑшӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗнеке чи нумай вулакан регион» конкурса хутшӑнать. Вӑл «Раҫҫейри литература флагманӗ» ята илессишӗн тупӑшӗ.
Конкурсра вулакансен статистикине ҫеҫ шута илмӗҫ. Унта регионти литература йӑли-йӗркине те, Литература ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ конкурссене те хаклӗҫ. Наци вулавӑшӗ конкурса Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа хатӗрленӗ «Нарспи» вулатпӑр» акцие тӑратӗ.
Ҫак акцие ирттерсе поэмӑна вуланине видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларма май килнӗ. Унпа килӗшӳллӗн республикӑри вулавӑшсенче пин-пин мероприяти ирттернӗ: литература уявӗсем, театрализациленӗ постановкӑсем, телекӗперсем, вулакансемпе ӳкерекенсен конкурсӗсем, куравсем, флешмобсем…
«Нарпие» вулатпӑр акци Чӑваш Ен ҫыннисене кӑна мар, тӗнчери халӑхсене те кӑсӑклантарнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗнеке чи нумай вулакан регион» конкурс ҫӗнтерӳҫисене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче палӑртӗҫ.
Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма... Ахальтенех ҫуралман ӗнтӗ юрра ҫаврӑннӑ ҫак йӗркесем. Этем чунне лайӑх ӑнланакансем вара ача-пӑча япӑх пулса ҫуралмасть, вӑл епле ӳсесси ӑна мӗнле ӳстернинчен килет тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд пуҫарнипе «Комсомольская правда» хаҫат ирттерекен «Ача-пӑча комитечӗ. Атте-аннене валли пирӗнтен канаш» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ачасен чунне ӑнланма пулӑшмалла. Вӑл ҫитес уйӑхӗн 8-мӗшӗччен пырӗ. Унта 5 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурса хальлӗхе пухӑннӑ ӗҫсем пирки каласан, ачасем пурте ҫемьере юрату кирлине палӑртаҫҫӗ-мӗн.
5–10 ҫулхи ҫӗнтерӳҫӗсене экшн-камерӑпа, 11–15 ҫулсенчисене «Орленок» центра канма кайма путевкӑпа хавхалантарӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче баян калакан ӑста ҫамрӑк саккӑрмӗш ҫул вӗренет. Вӑл — Евгений Мидаков.
Евгений халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптать. Ыттисенчен уйрӑлса тӑрать вӑл. Женя питӗ ӗҫчен тата пултаруллӑ. Ҫамрӑк пулсан та вӑл 30 ытла конкурса хутшӑннӑ, хӑйӗн пултарулӑхне ют ҫӗршывра та кӑтартнӑ, кубоксем, медальсем, дипломсем ҫӗнсе илнӗ.
Евгений Мидаков 2013 ҫулта «Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсем» проект ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Ҫавӑн пекех «Раҫҫейри наци пуянлӑхӗ» конкурсра I степень лауреат пулса тӑнӑ. Женя Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври чылай конкурсра палӑрнӑ.
Евгений Нидерландри, Францири, Испанири конкурссенче пулнӑ. Вӑл «Минута славы» проекта хутшӑнма ӗмӗтленет.
Канаш районӗнчи хӗрача Раҫҫейре чи нумай кӗнеке вулакансен йышне кӗме пултарнӑ. Евгения Михайлова «Чи нумай вулакан шкул ачи» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн танлаштарӑмӗнче (рейтингӗнче) 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Евгения Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ялӗнче пурӑнать. 8 ҫулти хӗрача Канашри 9-мӗш шкулта вӗренет. Вӑл вӗренӳ ҫулӗнче 472 кӗнеке вуласа тухнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Мускавра кӗнекесен пӗтӗм тӗнчери ярмӑрккӑ куравӗ уҫӑлнӑ ҫӗрте чысланӑ. Шкул ачисене парнесене Олимп чемпионки Татьяна Навка тата Раҫҫей Почтин генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Инесса Галактионова панӑ.
Ачасем валли ятарласа Мускавра экскурси йӗркеленӗ. Вӗсем Раҫҫей патшалӑх вулавӑшне ҫитсе курнӑ.
Ыран — Пӗлӳ кунӗ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине палӑртакан уява ачасемпе ашшӗ амӑшӗ кашни шкула пухӑнӗ.
«ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи «Красота чувашская» ушкӑн уява наци тумӗсемпе тухнӑ ачасен сӑнӳкерчӗкӗсене пухса кӑтартасшӑн. Енчен те сирӗн унашкал сӑн тупӑнать пулсан эсир ӑна ҫак ушкӑна ярса пама пултартӑр.
Ушкӑн хуҫи палӑртнӑ тӑрӑх ыран ҫумӑрсӑр ҫанталӑк пулни лайӑх сӑнсем тума пулӑшӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |