Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн Шупашкарта чи лайӑх ашшӗне суйланӑ. Кӑҫал унта нумаййӑн хутшӑннӑ.
Конкурса ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Арҫынсем сцена ҫинче 10-мӗш хут тупӑшнӑ. Унта хутшӑнмашкӑн 20 ытла заявка пулнӑ. Анчах финала 8-ӑн ҫеҫ тухнӑ.
Кашни арҫыннах сцена ҫине кӑлараймӑн. Вӗсем хӑйсен ҫемйи мӗнле пулнине кӑтартаҫҫӗ. Конкурса Шупашкарти Хӗрарӑмсен канашӗ йӗркелет.
Конкурса хутшӑннӑ кашни арҫыннах мухтава тивӗҫ. Чи маттуррине жюри суйланӑ. Кӑҫал «Чи лайӑх ашшӗн» ятне Владимир Платонов ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Шупашкарти Агрегат савутӗнче ӗҫлет.
2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Геннадий Николаевич Айхи пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Анчах унӑн ӗҫӗсем ӗмӗрлӗхе юлнӑ. Унӑн ячӗпе вулавӑшсенче куравсем йӗркелеҫҫӗ, поэта асӑнаҫҫӗ.
Геннадий Айхи Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи шкулта ӑс пухнӑ. Ҫавна май унта унӑн ятне манмаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗнче шкулта Айхи вулавӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал унта 50 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ.
Вӗрентекенсене те палӑртнӑ. Конкурса Айхин пурнӑҫӗпе пултарулӑхне вӗренмелли материалсене тӑратнӑ. Хальлӗхе Ҫӗньялти конкурса шкул ачисем ҫеҫ хутшӑннӑ. Анчах йӗркелӳҫӗсем ҫитес ҫул вӑл республика шайӗнче иртессе шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енре ача пахчинчи тата шкулсенчи шӑпӑрлансем валли конкурс пуҫарнӑ. Вӑл «Манӑн чӑваш сувенирӗ» ятлӑ.
Конкурс ятӗнчен паллӑ ӗнтӗ: ӗҫсене ҫак темӑпа хатӗрлемелле. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ЧР Наци вулавӑшӗнче йышӑнаҫҫӗ. Конкурс йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен ӗҫсене аслисем пулӑшмасӑрах хатӗрлемелле. Тӗслӗхрен, тӗрлемелле, йывӑҫран касса кӑлармалла.
Чи лайӑх ӗҫсене жюри пайташӗсем суйлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ категорипе палӑртаҫҫӗ: 7 ҫулчченхисем, 8–11 ҫулсенчисем, 12–14 ҫулсенчисем, 15–17 ҫулсенчисем.
Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче куракансем кӑмӑлланӑ ӗҫе сасӑлавпа палӑртӗҫ. Конкурса хутшӑннисене «Ясна» этноэкологи комплексне каймашкӑн 20 процент йӳнӗрех путевка парӗҫ. Мала тухнисене вара хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пӗрремӗш чӑваш киноактрисин Тани Юнӑн ҫуралнӑ кунӗ пулни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттернине те хыпарланӑччӗ.
Патӑрьел районӗнче Тани Юна халалланӑ буклетсен конкурсне йӗркеленӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта 13 шкулти 36 ача хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫула кура икӗ ушкӑнпа палӑртнӑ. 5–8-мӗш классем хушшинче Первомайскинчи вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Надежда Савинова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Туҫари Ирина Глинкина тата Турханти Валерия Осипова — иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑнта: Шӑнкӑртамри Энже Хусеинова, Нӑрваш Шӑхальти Сергей Лаврентьев, Ыхраҫырминчи Гелуся Камалетдинова.
9–11-мӗш классенчен пӗрремӗшне Турханти Ирина Кириллова тухнӑ, иккӗмӗшне — Пӑлапуҫ Пӑшъелти Дария Иванова, Хирти Пикшикри Рамиля Чебенова, виҫҫӗмӗшӗнче — Сӑкӑтри Алина Анюрова, Патӑрьелти Олег Цыганов тата Петр Тинюков тивӗҫнӗ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх шкул» конкурс пырать. Унта Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмри вӑтам шкул та хутшӑнать.
Конкурс пирки каланӑ май унтисем шкул музей евӗр пулнине калаҫҫӗ. Музей евӗр курӑнтӑр тесе Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов та тӑрӑшнӑ. Вӑл шкулӑн иккӗмӗш хутӗнче «Чӑваш ҫипуҫӗ» курав тата фотокурав йӗркеленӗ. Хӑнасене Эдуард Бахмисов чӑваш тӗрри пирки кӑсӑклине, ял кунӗсене епле ирттернине нумай каласа кӑтартнӑ.
Районтан пухӑннӑ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн пайташӗсене тата хӑнасене чӑваш тӗрриллӗ арчасене те пӑхса тухса хаклама май килнӗ. Кашни класс ашшӗ-амӑшӗ пухнипе чӑваш пукани хатӗрленӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче чӑваш халӑх юррисем, сӑвӑсем янӑранӑ, чӑваш халӑх ташшисене лартнӑ.
Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат.
Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар.
Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ.
Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ.
Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ тата Чӑваш халӑх сайчӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» сӑвӑ вулакансен видеоконкурса пуҫарни пирки пӗлтереҫҫӗ. Унта шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе педагогсем хутшӑнайраҫҫӗ.
Конкурсӑн тӗллевӗ: чӑваш чӗлхине аталантарасси, ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван чӗлхе илемне туйма вӗрентесси, хӑйсен пултарулӑхне аталантарма хӑнӑхтарасси, аслисене ку ӗҫе хастартарах хутшӑнтарасси. Ӑмӑрту — тӳлевсӗр.
Конкурсра пурӗ 7 номинаци йӗркеленӗ:
• «Пукан ҫинче» (4 ҫул ҫурӑран кӗҫӗнреххисем);
• «Шӗвӗркке» (4,5 ҫултан аслӑрах, шкул ҫулне ҫитеймен арҫын ачасем);
• «Пукане» (4,5 ҫултан аслӑрах, шкул ҫулне ҫитеймен хӗрачасем);
• «Шӑпӑрлан» (пуҫламӑш классенче вӗренекен арҫын ачасем);
• «Чиперук» (пуҫламӑш классенче вӗренекен хӗрачасем);
• «Сӑпка умӗнче» (аслисем хушшинче);
• «Чи лайӑх видео» (видео пахалӑхӗ тӗлӗшӗпе).
Конкурса хутшӑнакансен шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑшри класра вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ е ача-пӑча сӑмахлӑхӗнчен илнӗ сӑвва пӑхмасӑр видеокамера умӗнче вуласа памалла.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» сӑвӑ вулакансен видеоконкурса ӗҫсене нарӑсӑн 15-мӗшӗнче пуҫласа ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ярса памалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул хаҫачӗсен регионсен хушшинчи «Пресса шкулӗ – 2016» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслава ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов хутшӑннӑ .
А. Иванов министр «Грани» издательство ҫурчӗн «Школа-пресс» проекчӗ ытти редакцисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, шкулсем кӑларса тӑракан хаҫатсен хушшинчи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртнӗ. Кӑҫалхине федерацин Атӑлҫи округӗнчи 10 регионтан 200 шкул хаҫачӗ тӑратнӑ. «Шкул хаҫачӗсене кӑларса тата конкурса хутшӑнса ачасем шкул саккинченех пулас профессие алла илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку питӗ ырӑ тӗслӗх. Вӗсем журналистика тата филологи факультечӗсен студенчӗсем пулӗҫ. Журналистика анинче пӗрремӗш утӑмсене тунӑ ӗнтӗ, — цитатӑлать Александр Иванов сӑмахӗсене «Хыпар» хаҫат.
Конкурс тӳрисен шучӗпе «Хула шкулӗнчи чи лайӑх хаҫата» Шупашкарти 61-мӗш шкулта тата Волгоградри 8-мӗш лицейре кӑлараҫҫӗ. «Ял шкулӗнчи чи лайӑх хаҫат» номинацире Тӑвай шкулӗнчи ҫамрӑк журналистсем ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫулсерен иртекен конкурса кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл — «Чи лайӑх атте». Ӑна нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Конкурса ҫулсерен Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫисен кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — ашшӗн ҫемьери рольне кӑтартасси, вӑл ачасене воспитани парас ӗҫе мӗнле хутшӑннине уҫса парасси.
Конкурса ачасене воспитани парас ӗҫе хутшӑнакан, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакан ашшӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗрремӗш вырӑнсӑр пуҫне номинацисем пулӗҫ: «Чи лайӑх ашшӗ — нумай ачалли», «Чи лайӑх ашшӗ — производственник», «Ӑрури чи лайӑх ашшӗ», «Чи лайӑх ашшӗ — ашшӗ-герой», Чи лайӑх ашшӗ — спортсмен», «Чи лайӑх ашшӗ — пултаруллӑ ҫын».
Конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑсӑн 8-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Шупашкарта урам чи лайӑх шӑлакана палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 21 ҫын хутшӑнать: вуннӑн — Ленин районӗнчен, улттӑн — Калинин районӗнчен, пиллӗккӗн — Мускав районӗнчен. Пӗрремӗш вырӑна тухакана хула мэрийӗ 15 пин тенкӗ преми, 2-мӗшшӗн 10 пин, 3-мӗшшӗн 5 пин парса хавхалантарма палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнче те чи лайӑх дворниксене хавхалантарма шут тытнӑ. Анчах хысна шучӗпе мар. Хӑйсен ӗҫне вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан дворниксене чыслас шухӑш патне Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем А.М. Андреев, Ю.Г. Николаев, Д.В. Васюков, А.Н. Константинов ҫитсе тухнӑ. Вӗсем чи тӑрӑшуллӑ ӗҫченсене хӑйсен шучӗпе хавхалантарасшӑн. Ҫакна хастарсем урам шӑлакансен тӑрӑшӑвне сума сунипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |