Паян Шупашкарта медицинӑри каяшсене тирпейлекен участок уҫӑлнӑ. Ӑна Васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пульницӑн поликлиникипе юнашар хута янӑ. Унта ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе пысӑккисӗр пуҫне экологи хӑрушсӑрлӑхӗ енчен те лайӑххине палӑртаҫҫӗ.
Центра хута яма республикӑн Сывлӑх сыхлав минситерствипе пӗрле Мускаври «Киль» медицина компанийӗсен ушкӑнӗ 40 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ иккен. Ҫулталӑкра медучрежденисенче 6 пине яхӑн медиицна хатӗр-хӗтӗрӗн юлашки пухӑнса каять-мӗн те, центр уҫӑлни чӑннипех те аван ӗнтӗ. Вӑл пӗр цикл вӑхӑтӗнче. Тепӗр майлӑ каласан, 30-60 минут хушшинче, 150 килограма яхӑна тирпейлеет иккен.
Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ чух пӗлтернӗ. Йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлекен Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона 2015–2016-мӗш ҫулсенче хeта ярсан Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне пӗтермелле. Малтанласа ӑна тӑпрапа хуплӗҫ, кайран ятарлӑ хӳтлӗх сийӗпе витӗҫ, унтан курӑк акӗҫ.
Питтукасси ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ, тӗрӗссипе, тахҫанах тулса кайнӑ-ха. Паян ӑна ҫӳп-ҫапа ниҫта тӑкма май ҫуккипе кӑна тытаҫҫӗ. 2019 ҫулччен, ун чух Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявлӗ, ӗҫсене йӑлтах вӗҫлемелле-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» савут ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлекен полигон тунине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Вӑл Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар районӗсенчи йӑлари хытӑ каяша йышӑнмалла. Ҫӳп-ҫап турттаракан машинӑсене спутник-хула витӗр ҫӳреттерес мар тесе Шупашкартан полигон патне уй урлӑ кайма ҫул тума шухӑшланӑ.
Ҫул тӑвас ӗҫ паян ҫине тӑрсах малалла пырать. Асфальта хурса пӗтернӗ ҫӗрте ҫул айккисене вак чул сарса тухассипе ӗҫлеҫҫӗ, ҫул айккипе тимӗр карта тытаҫҫӗ. Унти ӗҫ-пуҫпа тӗрлӗ шайри тӳре-шара паллашсах тӑрать.
Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ ҫывӑхӗнчи йӑлари хытӑ каяша йышӑнакан вырӑн тулса кайни, унти ҫӳп-ҫап тавралӑха сӑнсӑрлатни пирки темиҫе ҫул каяллах калаҫатчӗҫ. Ыйтӑвӑн ҫивӗчлӗхне темиҫе ҫул каялла хальхи йышши полигон тума йышӑнчӗҫ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар патӗнче пулӗ. Анчах йӑлари хытӑ каяша турттаракан машинӑсене хула витӗр чуптарасшӑн мар. Полигон патне пыракан ҫул Шупашкар районӗнчи «Агарикус», «Атлашевский» хуҫалӑхсен тата уйрӑм ҫынсен территорийӗ урлӑ кайӗ. Ӗҫе пуҫӑниччен яваплисем халӗ кирлӗ хутсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян республикӑн транспортпа ҫул-йӗр министрӗ Михаил Янковский Иван Моторин премьер-министр ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Ҫуркуннехи экологи шӑматкунлӑхӗсем Шупашкар хулинче ҫу уйӑхӗ таранах тӑсӑлаҫҫӗ. Паянхи куна ҫак пархатарлӑ ӗҫӗ 107 127 ҫын хутшӑннине паллӑртнӑ. Вӗсем шутӗнче министерствӑпа ведомство ӗҫченӗсем, студентсемпе предприятисен ӗҫчахӗсем тата хулари тӗрлӗ организацисем.
Пӗр вӑйпа, хастарлӑхпа хула ҫыннисем Шупашкарти тӗрлӗ лаптӑкӗсене, пӗтемӗшлӗ 4 800 куб.м. муниципаллӑ каяшсем тата 348 куб.м. йывӑҫ турачӗсенчен тасатнӑ пулнӑ-мӗн. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх экологи шӑматкунлӑне РГСУ, педуниверситет, механико-технологи, машин тӑвакан, электромеханика техникумӗсем, №23 училище вӗрекенӗсемпе пӗр тан Чӑваш Патшӑлӑх Минэкономаталанӑвӗн ӗҫченӗсем, Республика пуҫлӑхӗн администрацийӗ, ЧП Минстрой, Патшалӑх канашӗ, хула, район администрацийӗсем, Хулакомимущество, «Земельное управление» МКУ организаци сотрудникӗсем хастар хутшӑннӑ.
Пӗтемӗшлӗ вара кӗске вӑхӑт хушшинче Ачасен пултарулӑх кӗрменӗ хыҫӗнчи самаях ҫӳп-ҫаплӑ 1 лаптӑк тасалнӑ, 2 ҫӗнӗ «симӗсленнӗ» вырӑн пуҫарӑннӑ тата 11 йывӑҫлӑ-курӑклӑ ҫӗре тасатса ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ.
Республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхула облаҫӗ ҫӳп-ҫап проблемине татса парас ыйтупа пирӗн республикӑран малта пырать, эпир вӗсенчен темиҫе ҫул таранах кая юлнӑ. Кӳршӗлле тӑрӑх ҫӳп-ҫапран хӑтӑлма ятарлӑ программа та йӗркеленӗ — Чулхулара ҫӗнӗ технологи мӗлӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем пулашнипе ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса, тепре усӑ курмалӑх хатӗрлесе кӗске вӑхӑтра утилизацилеме май парать.
Ҫапла вара пирӗн республикӑн та Чулхула облаҫӗн ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫӗ-хӗлӗн пӗлтерӗшне туйса, вӗсен опычӗпе паллашса усӑллӑрах, пӗлтерӗшлӗрех мелсемпе усӑ курмаллах. Унсӑр пуҫне тата кӳршӗнсен ӗҫӗ-хӗлнӗ тайӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарӑн ЙХК (йӑлари хытӑ каяш) проектӗнче те ҫӗнӗ улшӑнусем кӗртме май пур.
Тӑван тавралӑха упрамалли ҫулталӑк пынӑ май Шупашкарти Ленин районӗнче хытӑ каяша пуҫтармалли контейнерсене ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫак кунсенче, сӑмахран, Ҫӗнӗ Лапсарта евроконтейнерсем вырнаҫтарса тухрӗҫ. Киввисем вырӑнне ӗнтӗ — лешсем, евро стандартпа туманран тимӗртен хатӗрленӗскерсем, пӗрре йывӑр, тепре тутӑхаҫҫӗ. Кусене вара сӑрламасӑр та юрать — вӗсене ара питӗ чӑтӑмлӑ пластикран тунӑ-ҫке. Унсӑрӑр пуҫне вӗсен хупӑлчи те пур, тата ҫума та ҫамӑл.
Ҫӗнӗ контейнерсене нумай хваттерлӗ 20 ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Пурӗ 31 штук вӗсем. Ку ҫеҫ те мар, малашне кунти каяша туртаракан организаци те улшӑнӗ — ку ӗҫе «Спецавтохозяйство» АУО тӑвӗ.
Шупашкарӑн Мускав районӗнче тӗрлӗ тӗслӗ ҫӳп-ҫапа уйрӑм пухасси епле пынине, унӑн пӗрремӗш тапхӑрне тишкернӗ.
Пурӗ районта каяша уйрӑммӑн пухма май паракан контейнерсемпе 46 площадка хатӗрленӗ. Ун валли 138 ҫӗнӗ контейнер вырнаҫтарма тивнӗ. Хула ҫыннисем тӗрлӗ тӗслӗ ҫӳп-ҫапа уйрӑммӑн пухма хатӗр пулнине палӑртнӑ — ҫак вӑхӑт хушшинче контейнерсене усӑ курса уйрӑммӑн 6,9 тонна кантӑк-кӗленче, 6,5 тонна пластик, 9,8 тонна хут турттарса тухнӑ. Ҫапла май 23 тонна ытла япала каяш купине мар, иккӗмӗш хут переработкӑна кайма пултарнӑ.
Йывӑрлӑхсем пуррине те палӑртнӑ — ӗҫе йӗркелесси енчен, укҫа-тенкӗ енчен тата техника енчен тухакан ыйтусене татса пама тивнӗ. Йывӑрлӑхсене, уйрӑмах каяша уйрӑммӑн пухас ыйтӑва йӗркелессине, хула ҫыннисемпе куллен калаҫусем ирттерсе тата вӗсем ку ӗҫе хӑйсем хастаррӑн хутшӑнсан ҫеҫ татса пама пултарнине палартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |