Чӑваш, Мӑкшӑ, Мари Эл республикисен тата Чулхула облаҫӗн инкекрен хӑтаракансен колонни иртнӗ кунсенче Инҫет Хӗвелтухӑҫри инкекрен хӑтарма инҫе ҫула тухса кайнӑ. Кун ҫинчен ҫурлан 20-мӗшӗнче республикӑри ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ.
Отряда ҫурлан 15-мӗшӗнче йышӑннӑ хушупе килешӳллӗн йӗркеленӗ пулнӑ. Тепӗр кунне 3 республика колонни Чулхулара, пӗрлешӳллӗ пунктра пуҫтарӑннӑ, ӗнер вара вӗсем самолётпа Инҫет Хӗвелтухӑҫа тухса вӗҫнӗ.
Подразделени ушкӑнне пӗчӗк караппа ӗҫлекен 32 патшалӑх инспекторӗ, вӗсен шутӗнче пирӗн ентешсем те кӗнӗ. Унсӑр пуҫне инҫетри тӑрӑха пирӗн тӑрӑхран прицеплӑ ишмелли 16 кимӗ илсе кайнӑ. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн ентешсем Инҫет Хӗвелтухӑҫра унти лару-тӑру лайхӑланниченех ӗҫлӗҫ.
Раҫҫейӗн Инҫет Хӗвелтухӑҫ тӑрӑхне утӑ уйӑхӗнче шыв илме пуҫланӑ — инкеклӗ лару-тӑру паянхи куна Хабаровск, Амур тата Магадан облаҫӗсене сарӑлнӑ. Еврейсен автономи облаҫне те пырса тивнӗ. РФ ял-хуҫалӑх министерстви хакланӑ тӑрӑх ҫак инкекре хуҫалӑхсем 8,58 миллиард тенкӗлӗх шар курнӑ.
Кӑҫал утӑ уйӑхӗ варринче темиҫе кун хушши ҫумӑр хытах ҫуса тӑнине пула Амур облаҫӗнчи кӳлӗ таврашӗнчи шыв шайӗ ҫыранран тухса кайнӑ. Паянхи куна 14 муниципаллӑ йӗркелевӗн 30 ытла ял таврашӗ шыва кайнӑ, ҫулсем путнине пула 38 ялпа ҫыхӑну татӑлнӑ, 2 300 ҫурт тата 2 850 пахча шыв айне пулнӑ. Унсӑр пуҫне шыв хӑпарнине пула 320 ҫухрӑм урапа ҫулӗ «юхса кайнӑ», 29 кӗпер ишелсе аннӑ, 200 яхӑн пӗлтерӗшлӗ социаллӑ объектсем юрӑхсӑрланнӑ. Ейӗве пула ял хуҫалӑхӗнчи 400 пин гектар ҫӗр шар курнӑ.
Ҫак кунсенче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне Амур облаҫӗн кӗпернаттӑрӗнчен О.Н. Кожемякӑран ҫыру килнӗ. Унта кӗпернаттӑр Республика Элтеперӗнчен шыв илнине пула облаҫ курнӑ шырлӑхсене саплаштарас тӗллевпе пулӑшу ыйтса ҫырнӑ. Ҫапла майпа республика ҫыннисем хӑйсен кӑмӑлӗпе Амур облаҫне укҫа-тенкӗ уйӑрса парса пулӑшма пултараҫҫӗ.
Ҫуркунне ҫитнӗренпе Чӑваш Енри хӑш-пӗр ял-хула яланхи пекех шар курма тытӑнать. Ейӳ вӑхӑтӗнче шыв хӑпарса кайни уйрӑмах Улатӑра, Пӑрачкава, Ҫӗрпӗве пырса тивет.
Паянхи кун тӗлне Улатӑрти лару-тӑру япахрах — кунта 46 кил карти шыв айне пулнӑ. Пӑшӑрханмалли ытлашши ҫук — ҫуртсене шыв илмен-ха. Паянхи шыв ҫӳллӗшӗ 710 см танлашать, тепӗр майлӑ каласан, яланхи 330 сантиметртан 4 метр патнелле шыв хӑпарнӑ. Инкек-синкек кӑларма пултаракан виҫеччен 20 сантиметр ҫеҫ юлнӑ.
ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ейӳ ыйтӑвӗпе 62 ҫын ӗҫлет, техника шучӗ — 25. Халӑха апат-ҫимӗҫпе тата яланах кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерсех тӑраҫҫӗ. Шыв шайӗ юнкун тӗлне анма пуҫламалла теҫҫӗ.
Сӑмах май, Ҫӗрпӳ патӗнчи лару-тӑру ҫӑмӑлрах — Ҫавал хӑйӗн шыв ҫулне таврӑннӑ та теҫҫӗ.

Ӗнер, акан 11-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнче Ҫавал ейӗве кайнӑ. Ирхине кӑна ҫыранран тухма 20 сантиметр юлнӑ пулсан каҫхи 21 сехетре вӑл виҫерен иртсе кайнӑ.
Паянхи лару-тӑрӑва пӑхсан — Кӗҫӗн Ҫавал та, Мӑн Ҫавал та ейӗве кайнӑ. Шыв вырӑн ҫитменрен юнашар ҫарансене йышӑнать. Уйрӑмах Кӗҫӗн Ҫавалпа шыв нумай анать — темиҫе ҫул каялла тунӑ дамба пулман пулсан Ҫӗрпӗве те шыв илнӗ пулӗччӗ. Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи кӗперсем юсавлӑ, нумай шыва вӗсем чӑтаҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ӗҫченӗсем те лару-тӑрӑва сӑнасах тӑраҫҫӗ. Сергей Артамонов та, Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ, ӗҫ-пуҫ епле аталанса пынине пӗлсех тӑрать.
Кӑҫал республикӑри 58 ялпа хула, 4 экономика объекчӗ, 1 кӗпер тата 847 ҫурт ҫурхи шывран шар курма пултарать. Ҫуртсене ҫӑлса хӑварас тесен паянах кирлӗ йышӑнусем тумалла. Ҫанталӑка тата юханшыв калӑпӑшне кура пӑр тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ вӑхӑтра хускалать.
Кӑҫал инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ 14 район халӑхне сыхӑ тӑма хушать: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Куславкка, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай тӑрӑхӗсенчи ҫуртсене ҫурхи шыв илме пултарать, вӗсенче 3 пин ҫын пурӑнать. Ҫӑлавҫӑсем халӗ юр тата пӑр хулӑнӑшне виҫсе тӑраҫҫӗ, гидротехника юсавлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, пӑр аркатмалли япаласем хатӗрлеҫҫӗ. Пӑр кайнӑ вӑхӑтра 500 ытла техника ӗҫлӗ, 4 пине яхӑн ҫын сыхӑ тӑрӗ.

Ӗнертен пуҫласа шыва пӗр шайра тытмашкӑн Шупашкар ГЭСӗ кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлӗ. Ейӗ вӑхӑтӗнче ятарлӑ комиссисем йӗркеленӗ — вӗсем ГЭСӑн ӗҫне сӑнасах тӑрӗҫ. Ятарлӑ вӗрентӳсем те ирттерме палӑртнӑ.
Акан 6-мӗшӗнче ҫӳлти бьефри шыв шайӗ 63 метр та 17 см пулнӑ, аялти бьефри шыв шайӗ — 53,58 метр. Кун тӑршшӗпе ГЭС 10,1 млн. кВт·с электроэнерги панӑ. Вӑл кун ГЭС урлӑ ҫеккнутра 6480 м3 шыв юхса тухнӑ. Малтанхи кунпа танлаштарсан, 1230 м3 ытларах.
Шупашкар ГЭСӗнче пурӗ 18 шыв агрегачӗ, вӗсен пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 1404 МВт. Хальхи вӑхӑтра ГЭСри шыв 63 метр ҫӳллӗшӗнче тӑрать, проект тӑрӑх вара — 68 метр пулмалла.

Пушӑн 4-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ейӳпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртрӗ. Канашлӑва Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министрӗн ҫумӗ Е.В. Юшин ертсе пычӗ. Ларӑвӑ Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.М. Николаев, хула тата ял тӑрӑхӗсен пуҫӗсем, Ҫӗрпӳ районӗнчи ейӳпе кӗрешекен комисси членӗсем хутшӑнчӗҫ.
Кӑҫалхи лару-тӑру лайӑхах марри палӑрнӑ: юр нумай, ҫӗр тарӑна шӑннӑ, пӑр хулӑм. Ейӳ тухма пултарни куҫ кӗретех. Ҫавна май Ҫӗрпӳ районӗнче ейӳ сиенне чакарма пулӑшакан мероприятисене ирттерме те пуҫланӑ ӗнтӗ: шыв айне пулма пултаракан ялсенчи халӑхпа калаҫусем ирттернӗ, ейӳ вӑхӑтӗнче халӑх пухӑнмалли вырӑнсене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех автомашин ҫулӗсем ҫинче шыв юхтарса ямалли ҫулсене тасатма пуҫланӑ.
Канашлура Ҫӗрпӳ хулине ейӳрен хӳтӗлесси пирки те нумай калаҫрӗҫ — уйрӑмах хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ тата Хӗвелтухӑҫ урамӗ шыв айне пулма пултарассине шута илсе комисси пайташӗсем шывран хӳтӗлекен дамбӑна, насус станцине кайса тӗрӗслерӗҫ.
Канашлӑва пӗтӗмлетсе Е.В. Юшин кӑҫалхи ейӳ пысӑк пӑтӑрмахсемсӗр пулнине шанма сунчӗ, инкек-пӑтӑрмахсенчен сыхланма пур шайри влаҫ ҫыннисене пӗрле ӗҫлеме сӗнчӗ.
Кӑҫал ҫуркунне кая юлса ҫитрӗ пулин те хайӗн ҫинчен пӗлтерме манмасть. Ак Мӑн Ҫавал шывӗ те ейӗве кайрӗ. Паян, ирхине, юханшыв 7 метр та 60 сантиметр таран хӑпарчӗ.
Чӑваш Республикинчи ГУ МЧС уйрӑмне вӑхӑтлӑха ертсе пыракан Олег Андреевпа район пуҫлӑхӗ Юрий Николаев паян район ейӗве епле хатӗрленнине тӗрӗслерӗҫ. Олег Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫавал 8 метр та 70 см ҫитсен ҫеҫ ялсемпе хуласене хӑрушлӑх кӳме пултарать.
Район пуҫлӑхӗ паян тепӗр хут ейӗве лекме пултаракан ялсене ҫитсе курчӗ — вырӑнти яваплӑ ҫынсемпе курса калаҫрӗ.
