
Шупашкарта пурӑнакан Клавдия Майорова 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна юбилейпа саламлама Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Максим Гребёнкин тата хулари Мускав районӗнчи квартал уполномоченнӑйӗ ( ун пекки те пур иккен) Анна Калинина ҫитнӗ. Кинемее вӗсем ырӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ, сывлӑх суннӑ.
Клавдия Тихоновна Канаш районӗнчи Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче госпитальте санитаркӑра ӗҫленӗ, аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Шупашкарти столовӑйсен трестӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ.
Хӗрарӑмӑн 4 ача, виҫӗ мӑнук, мӑнукӗсен виҫӗ ача.

Шупашкарти Граждан урамӗнче пӗр водитель асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ) мӑнукне таптаса кайнӑ.
Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне питех те асӑрхануллӑ пулмалла ҫав. Светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ чухне те малтан пӑхса илмелле. Светофор ҫук ҫӗрте пушшех те асӑрханмалла, мӗншӗн тесе тепӗр водитель йӑпӑр-япӑр чарӑнасшӑн мар.
Ҫавӑн пек инкек Шупашкарта пулса иртнӗ. Аслӑ ҫынпа ача Граждан урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патӗнче пассажирсене каҫса ҫӳремелли вырӑнтан ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине пырса кӗнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль урапи айне 55 ҫулти хӗрарӑмпа 6 ҫулти арҫын ача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен пуҫ мими чӗтреннӗ.
Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Этем шӑпи, унӑн кун-ҫулӗ пирки шухӑшласан ватӑ кукамай: «Пасар пӗрле те телей уйрӑм», — тесе калани аса килет.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ салинче ҫуралнӑ Анна Петрова паян 101 ҫул тултарнӑ. Унӑн яшлӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин хаяр ҫулӗсемпе пӗр килнӗ. 1941 ҫулта Патӑрьелте медицина сестрин курсӗнчен вӗренсе тухсан унти шкулта медицина сестринче тӑрӑшнӑ. 1945 ҫулта ӑна Хӗвелтухӑҫ Пруссине тухтӑр пулса ӗҫлеме яраҫҫӗ. Анчах вӑл ҫапӑҫу хирӗнче пулман, ҫапах та ҫынсене нумай пулӑшнӑ.
1946-1950 ҫулсенче Ҫӗрпу районӗнче колхозра ӗҫленӗ, 1953 ҫулта вӑл упӑшкипе Хабаровск тӑрӑхне, Амур ҫинчи Комсомольск хулине, тухса кайнӑ. Чӑваш Ене таврӑнсан ВНИИР завода вырнаҫнӑ, унта намотчик пулса ӗҫленӗ.
Кинемейӗн икӗ ачи вилнӗ, анчах унӑн пилӗк мӑнук, мӑнукӗсен виҫӗ ача, вӗсен икӗ ача пур. Кинемее паян мӑнукӗсенчен пӗри пӑхса пулӑшать: ун патне ир те, каҫ та пырса каять. Ватӑ ҫын хваттерте кӑштӑртса ҫӳрет, ӑспа-тӑнпа пурӑнать.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса ҫӳрекен ватӑсем таҫта та кайса кураҫҫӗ, ҫав шутра театрсенче те час-часах пулаҫҫӗ. Халӗ вара унти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакансене театра илсе кайнӑ.
Уйрӑм заведующийӗ Ольга Андреева каланӑ тӑрӑх, кунта пурӑнакан ватӑсем питех тухса ҫӳресшӗн мар. Анчах вӗсен хушшинче хастаррисем пур. Шӑпах вӗсене театра илсе кайнӑ та.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хайхисем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗр сакки сарлака» спектакль курнӑ. Аса илтерер: ӑна Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ.
«Спектакль питӗ килӗшрӗ, хаваспах куртӑмӑр», — кӑмӑлтан палӑртнӑ Виталий Юрьев ятлӑ пенсионер. Виталий Иванович театра ӳлӗмрен те килсе ҫӳрес кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.

Ҫӑлкуҫ: culture.cap.ru
Тахҫанах нимӗнле статья та ҫукран мӗн те пулин ҫырас тесе пуҫ ватрӑм. Ялан пӗр япала пирки ҫырсан йӑлӑхтарса ҫитерме пулать. Ҫавна май урӑхларах тема суйлас терӗм.
ИИ-семпе юлашки вӑхӑтра нумай ӗҫленӗрен чи малтан вӗсенчен ыйтас терӗм. Пӗрре вӗсемпе усӑ курса самай кӑсӑклӑ хыпар тупма май килнӗччӗ те... ИИ мана ҫапла хуравларӗ: ҫырмалли темӑсем сахал мар терӗ, статья та ҫырса пама пултарӑп терӗ. Вӑл сӗнекен темӑсем ҫаплараххисем пулчӗҫ: Акатуй тата чӑваш тумӗ; Чӑваш чӗлхи цифра саманинче; Чӑваш эстради (паянхи вӑхӑтра хальхи эстрада ҫӑлтӑрӗсен пурнӑҫне тӗрӗс ҫырса хӑварасси пирки); Чӑваш тӗррипе паянхи тумтирте усӑ курни тата ытти те.
Нихӑшӗ те кӑмӑла каймарӗ. «Акатуй тата чӑваш тумӗ» пирки ҫырма пулатчӗ ӗнтӗ, чӑн та пит кӑсӑклӑ тематика. Чӑваш тумӗпе Акатуйсенче епле усӑ курни пирки. Анчах Акатуйӗсем иртмен, пулмалла кӑна... Кирлӗ темӑна тупайманран хам шыраса пӑхас терӗм. Культура пирки ҫырас кӑмӑл пурччӗ те хамӑрӑн сайтри хыпарсене пӑхса тухрӑм. Хайхи, «Культура» пайӗнчисене.

Шупашкарта пурӑнакан Виталий Илларионов пенсионер кӗнеке вуласа чунне уҫать. Виталий Ивановича паян Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Социаллӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫын алӑран кӗнеке ямасть.
«Пушӑ вӑхӑтра эпӗ ялан кӗнеке вулатӑп. Литература чун апачӗ ҫеҫ мар, вӑл чуна лӑплантарать, йывӑр шухӑшсене сирсе ярать», — тесе каласа кӑтартнӑ ватӑ ҫын.
Хӑй вӑхӑтӗнче инженер пулса ӗҫленӗскер ӑслӑлӑх статйисене те вулама кӑмӑллать. Унсӑр пуҫне вӑл детективпа та кӑсӑкланать.
Виталий Илларионов ӗнентернӗ тӑрӑх, кӗнеке чунри ыратӑва манӑҫтарать, савӑк кӑмӑл парнелет.
Сӑмах май каласан, паян — Пӗтӗм Раҫҫейри библиотека кунӗ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса ҫӳрекен ватӑсем курса ҫӳреме питех те юратаҫҫӗ. Шӑпах вӗсем валли учрежденире «Социаллӑ туризм» проект ӗҫлет. Ҫул ҫӳреме юратакансене ҫавна май хамӑр республикӑри кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллаштараҫҫӗ, кӳршӗллӗ регионсене те тухса ҫӳреҫҫӗ.
Ӗнер ӳрӗк ватӑсем Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра пулса курнӑ. Унта ҫитсен вӗсене чӑвашла тумлантарнӑ, кайран вӗсем комплекспа паллашнӑ. Комплекспа кӑна та мар, тӑван халӑх историйӗпе, культурипе, юрри-ҫеммипе, юмахӗ-халапӗпе.
«Яснаран» пирӗн пенсионерем питех те хавхаланса таврӑнчӗ. Мӗн чухлӗ ҫӗннине пӗлтӗмӗр тесе савӑнчӗҫ», — тесе пӗлтернӗ центрӑн специалисчӗ Алешева.

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр мучи «Столото» патшалӑх лотерейине хутшӑнса укҫа выляса илнӗ. Сахал та мар, нумай та мар — 700 пин тенкӗ ытла.
Михаил Алексеев ятлӑ ватӑ республикӑри пӗр ялта пурӑнать. Ватӑ ҫынна лотерейӑн 7497-мӗш тиражӗнче ӑннӑ. Вӑл унта супер парнене — 713 пин те 578 тенкӗ — выляса илнӗ.
Укҫана арҫын пӳрте юсама тата кредит тӳлесе татма тӑкаклама палӑртать.

Шупашкарта пурӑнакан, республикӑри пысӑк производство комплексӗсенчен пӗринче инженерта ӗҫлекен 62 ҫулти хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсене пулӑшас тесе улталаннӑ. Тӗрӗссипе, унтисене хайхи пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Хӗрарӑма ултавҫӑсем ҫавӑн пек ӗнентернӗ.
Пӗр уйӑха яхӑн маларах ун патне Пенси фондне ӗҫ кӗнекипе пымалла тесе шӑнкӑравланӑ, унччен вара электрон черете ҫырӑнмалла, ун валли СМС-ҫырури кода каламалла тенӗ.
Шӑнкӑравлакан хӗрарӑм инженерӑн СНИЛС номерне те каланӑ.
Кайран ФХС ӗҫченӗ текен арҫын шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсене тытса чарма пулӑшма ыйтнӑ. Вара вӑл хайхисем мӗн каланине итленӗ: банкран 1 миллион тенкӗ илнӗ, вӑл укҫана хваттер туянакан тусне вӑхӑтлӑха паратӑп тесе хӑйӗн хӗрне те, банк ӗҫченӗсене те ӗнентернӗ. Укҫана банкомат урлӑ такамсене куҫарса панӑ.

Республикӑн кардиологи диспансерӗнче нумаях пулмасть икӗ ватӑна кардиостимулятор лартса янӑ. Чӗре чирӗпе аптӑракан 84 ҫулти Раиса Егоровнӑпа 86 ҫулти Варвара Михайловнӑна тухтӑрсем нумаях пулмасть операци тунӑ.
Кардиодиспансерта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кинемейсем выҫлӑха аван астӑваҫҫӗ. Кашни апатах тутлӑн пулнӑн ун чухне вӗсене. Хырӑм вара ялан выҫӑ ҫӳренӗ.
Халӗ кинемейсен пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ темелле. Вӗсен чӗрисем малашне электрокардиостимуляторпа ӗҫлӗҫ.
«Халӗ чӗре лайӑх тапать. Малтанхи пек сывлӑш пӳлӗннипе аптӑрамастӑп», – хавхаланса та хавасланса каласа кӑтартнӑ операци хыҫҫӑн Варвара Михайловна.
Ватӑсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе чӗре тухтӑрӗсем саламланӑ, асӑнмалӑх вӗсене чечек парнеленӗ.
