Красноармейски тӑрӑхӗнчи Крентейкассинче ҫуралса ӳснӗ Сира Спиридонова 100 ҫул тултарнӑ. Юбилея кинемей пульницӑра кӗтсе илнӗ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ, колхозра ӗҫленӗ. Ҫӗрлесерен вара фронтри салтаксем валли нуски ҫыхнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Сира офицера качча тухнӑ.
Унӑн ӗҫ стажӗ – 50 ҫула яхӑн. Вӑл ҫулне кура мар правур, пурнӑҫа юратать. Кинемей пӗчченех пурӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ватӑ ҫынсем валли «Вдохновение возраста» (чӑв. Ҫулпа хавхаланса) ташӑ фестивалӗ иртнӗ. Ӑна асӑннӑ хулари халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр йӗркеленӗ. Фестивале унти 9-мӗш вӑтам шкулта пуҫтарӑннӑ.
Ташӑ мероприятине Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи пултарулӑх коллективӗсем те хутшӑннӑ.
«Пирӗн пата ҫӳрекен ватӑсем унтан хавхаланса таврӑнчӗҫ. Центртан виҫӗ коллектив пулчӗ. Фестиваль флешмобпа вӗҫленчӗ», — пӗлтереҫҫӗ Шупашкарти комплекслӑ центрта.
Патӑрьел округӗнче пурӑнакан Хайрикемель Салихова 100 ҫул тултарнӑ.
Унӑн ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывшӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ. Ҫав ҫулсенче вӑл окоп чавнӑ, ҫулсем тӑвас ҫӗрте ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та колхозра ӗҫленӗ.
Хайрикемель Фасхетдиновна Фагим Сагдтдиновичпа ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстернӗ.
Халӗ кинемей 8 мӑнукпа, 13 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.
Шупашкарта Наци вулавӑшӗн пӳлӗмӗнче Чӑваш Республикинчи "Ваттисен тӗп канашӗ" ("Центральный совет старейшин") обществӑлла пӗрлешӗвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ертӳҫи - Карягин Федор Александрович, географ-эколог. Чи малтанах Василий Кервен ҫыравҫӑна Александр Пушкин хайлавӗсене ӑнӑҫлӑ куҫарнӑшӑн Ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ ятпа саламларӗҫ. Трак енре туризм еплерех аталанса пыни ҫинчен, Пӗтӗм тӗнчери туризмпа тараватлӑх индустрийӗн 31-мӗш куравне хутшӑнни тата вӑл епле иртни ҫинчен Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, таврапӗлӳҫӗ Виталий Михайлов каласа кӑтартрӗ.
Тӗп канаш пайташӗсене ачасем тӑван чӑваш чӗлхипе сахал калаҫни те, ача сачӗсемпе шкулсенче чӗлхене вӗрентес ӗҫ-пуҫ еплерех пыни те хумхантарчӗ.
Ларура Чӑваш енри хисеплӗ ватӑсем малашне тумалли ӗҫсене те палӑртса хӑварчӗҫ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче пӗр водитель машинӑпа ҫын ҫине пырса кӗнӗ.
«Ауди Q5» водителӗ машинӑна чакарса пынӑ чухне ҫуран утакан ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. 78 ҫулти кинемее темех пулман, пульницӑра тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ.
Ют ҫӗршыври машина рулӗ умӗнчи 43 ҫулти арҫын урах пулнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑҫнӑшӑн ӑна администартивла майпа ҫулталӑкра 75 хутчен явап тыттарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Мария Столярова паян 105 ҫул тултарнӑ. Мария Михайловна 1920 ҫулта Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранах вӗренме ӑнтӑлнӑскер Горькинчи (халӗ — Чулхула) педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. 1940 ҫулта вӑл Етӗрне районӗнчи Янӑм шкулӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче шкул ачисемпе пӗрле вырӑнти колхозра нумай тӑрӑшнӑ.
1948-1970 ҫулсенче вӑл маларах асӑннӑ районти Урпаш шкулӗнче ачасене нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ. 1970-1972 ҫулсенче Шупашкарти 6-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ.
Мария Михайловнӑн ача-пӑча пулман, анчах чун юратӑвне вӑл хӑй вӗрентнӗ ачасене панӑ. Паян ӑна тӑванӗн хӗрӗ Нина Петровна пӑхать.
Шупашкарта пурӑнакан Ира Моссур ӗнер 86 ҫул тултарнӑ. Кун пирки хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр пӗлтернӗ.
Ира Сергеевна Сарӑту облаҫӗнчи Степное ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсенчен пӗри, Александр Александрович, — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ летчикӗ. Ира Моссурӑн хӗрӗ Шупашкарти «Элара» заводра кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗнче 30 ҫул ытла ӗҫленӗ. Виҫӗ ҫул каялла вӑл амӑшне Шупашкара илсе килнӗ. Халӗ хӗрарӑма социаллӑ ӗҫчен пулӑшса тӑрать. Шупашкара кинемей тӑван килӗ вырӑннех хурать.
Вӑрмар округӗнче пурӑнакан Мария Николаевна Михайловна ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫитнӗ.
Мария Николаевна хӗрӗпе пурӑнать. Пурнаҫӗ ҫӑмӑл килмен унӑн. Пӗчӗклех вӑл тӑлӑха юлнӑ, ача чухнех колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах йывӑрлӑхсем те унӑн чунне хытарман, вӑл паянхи кун та пурнӑҫпа киленме, шӳтлеме пӗлет.
Мария Николаевна хӑнасене тарават кӗтсе илнӗ. Малтанах вӑл хӑйӗн патне Элтепер килнине ӗненмен те.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пурӑнакан ватӑсен ҫӳҫне тӳлевсӗр каснӑ.
Центрӑн стационар уйрӑмӗн заведующийӗ Олеся Рубцова пӗлтернӗ тӑрӑх, парикмахерские хӑш-пӗр ватӑ хӑй тӗллӗн те каять-ха, анчах пурте унта утса ҫитеймеҫҫӗ. Пулас парикмахерсене хулари «Аспект» вӗрентӳпе меслетлӗх центрӗнчен чӗнсе илеҫҫӗ.
«Парикмахерсем центра килсен яланах ҫӳҫ кастарса юлатӑп. Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та пит ҫамрӑкланса кайнӑнах туйӑнать», — хавхаланса каланӑ Тамара Арланова ятлӑ ватӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Нина Данилова паян 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Нина Никитична виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паян вӑл пилӗк мӑнукӗпе, мӑнукӗсен тӑхӑр ачипе, мӑнукӗсен ачин ачипе савӑнса пурӑнать.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра вӑл 16-ра пулнӑ. Ҫав ҫулсенче тӑван колхозра ӗҫленӗ: авӑн та ҫапнӑ, тырӑ та вырнӑ. Каҫсерен салтаксем валли нуски-алса ҫыхнӑ.
Нина Никитична Виҫмелли механизмсен заводӗнче комплектлакан пулса 40 ҫул ытла тӑрӑшнӑ.
Паян та 100 ҫулти кинемей йӑрӑ. Вал калча та акса тӑвать, ҫулла ирех тӑрса пахчара ӗҫлеме тытӑнать. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерме вӗрентекен журналсене питӗ вулать.
«Вӑл нихҫан та пуҫ усмасть, хӑйӗн тапса тӑракан вӑй-халӗпе пире хавхалантарса тӑрать», — каласа кӑтартать унӑн кинӗ Елена Степановна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |