Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ Чӑваш Енри биатлон центрне кирлине спортӑн ҫак енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче те, виҫҫӗмӗшӗнче те тӳрӗ эфирта каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Комментатор биатлон центрӗ пирки Татьяна Акимова пӑшӑрханса калаҫнине хыпарланӑччӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев спортсменкӑпа тӗл пулнӑ, центр тӑвассипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑрмавӗ ҫӗрпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Вӑрман фондӗнчи ҫав пурлӑха урӑх тӗллевпе усӑ курма мускавсем ӗнер тинех ирӗк панӑ иккен. Ӗҫе туса пӗтерме Чӑваш Ен хыснинче 2018 ҫул валли 100 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, биатлон центрӗ тӑвассине килес ҫул вӗҫлесшӗн.
Швецинчи Эстерсунд хулинче иртнӗ Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, хӗрарӑмсем 7,5 километра спринта чупнӑ чух Дмитриев Губерниев телекомментатор Татьяна Акимова Чӑваш Енре биатлон центрне тума май килменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнине тӳрӗ эфирта |пӗлтернӗччӗ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ, сӑмах май, тепӗр кунне ҫырнӑччӗ. Дмитрий Губерниев каланӑ тӑрӑх, Инстаграмра тата ытти халӑх тетелӗнче ун патне ачасем пулӑшу ыйтса ҫыраҫҫӗ-мӗн.
Ҫак кунсенче Францинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртрӗ. Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче хӗрарӑмсем спринта тухсан Дмитриев Губерниев каллех Чӑваш Енри биатлон центрӗ кирлине Раҫҫейӗпех калаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ телекомментатор.
Сӑмах май, Михаил Игнатьев Элтепер битлон центрӗ тӑвас ыйтӑва иртнӗ эрнере Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. Укҫа уйӑрнӑ иккен, анчах ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ саманта пула строительство урӑх вӑхӑта куҫнӑ — биатлон центрне килес ҫул хута ярасшӑн.
Ҫак кунсенче биатлон енӗпе тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ пырать. Вӑл Швецинчи Эстерсунд хулинче иртет.
Ӗнер хӗрарӑмсем 7,5 километра чупрӗҫ. Спринта Раҫҫейӗн спортсменкисенчен 16-мӗш номерпе йӗлтӗр йӗрӗ ҫине пирӗн ентеш, Татьяна Акимова, тухрӗ. Виктория Сливко 37-мӗш, Дарья Виролайнен 51-мӗш, Екатерина Юрлова 72-мӗш, Светлана Миронова 104-мӗш номерпе старта тӑчӗҫ.
Ӑмӑртӑва комментарилекен Дмитрий Губерниев Татьяна Акимова Чӑваш Енре биатлон центрне тума май килменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнине тӳрӗ эфирта пӗлтерчӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Инстаграмра тата ытти халӑх тетелӗнче ун патне ачасем: «Дима пичче, пулӑшӑр», — тесе ҫыраҫҫӗ-мӗн. Телеертӳҫӗ укҫа-тенкӗ хӗсӗк пулсан та центр тума май тупма ачасен ячӗпе республика ертӳҫине: «Ертӳҫӗ пичче, пулӑшӑр тархасшӑн тетпӗр», — тесе каларӗ.
«Темӗнле мистика», — пӗтӗмлетнӗ Татьяна Акимова паян Раҫҫейӗн ҫуллахи биатлонӗнче ӑмӑртнин кӑтартӑвне Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче.
Паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, иртнӗ ҫуллахи биатлон ӑмӑртӑвне 21-мӗш регион спортсменки Татьяна Акимова 21-мӗш номерпе старта тухнӑ. Финиша та вӑл 21-мӗш ҫитнӗ.
Татьяна Акимова Хохфильценра иртнӗ ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнине кура Чӑваш Ен Правительстви ӑна укҫан хавхалантарма йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ_. Спортсменкӑна 75 пин тенкӗ пама, унӑн тренерне Анатолий Акимова 375 пин тенкӗпе хавхалантарма йышӑннӑччӗ.
Аса илтерер, Хохфильнценра Татьяна Акимова нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче бронза медале тивӗҫнӗччӗ. Унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче хутӑш эстафетӑра ушкӑнпа виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑччӗ.
Унсӑр пуҫне ЧР Правительстви Татьяна Акимовӑна ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10 пин тенкӗ стипенди пама йышӑннӑ. Вӑл ӑна ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен илсе тӑрӗ.
Чӑваш спортсменки Татьяна Акимова Хохфильценра иртнӗ ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен Правительстви ӑна укҫан хавхалантарма йышӑннӑ.
Пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ спортсменкӑна 75 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Унӑн тренерне Анатолий Акимова 375 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ.
Хохфильнценра биатлон енӗпе ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн Татьяна унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче тупӑшса хутӑш эстафетӑра пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ун чухне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне ЧР Правительстви йышӑннипе Татьяна Акимовӑна ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10 пин тенкӗ стипенди пама йышӑннӑ. Вӑл ӑна ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен илсе тӑрӗ.
Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе биатлон енӗпе тӗнче шайӗнче ят ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова ҫитес ҫулхи Олимпиадӑна хутшӑнайӗ. Хыҫа юлнӑ биатлон тапхӑрӗ уншӑн ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Тӗнче кубокӗнче вӑл икӗ хутчен медале (ҫав шутра ылтӑн та пур) тивӗҫрӗ, Тӗнче чемпионатӗнче хутӑш эстафета командинче бронза лекрӗ.
Ҫак эрнере Татьяна Акимована Олимп вӑййине хатӗрленмелли хӗрарӑмсен биатлон командине кӗртнӗ. Раҫҫей спортсменкисенчен йышра ҫавӑн пекех — Екатерина Юрлова-Перхт, Ирина Старых, Дарья Виролайнен, Виктория Сливко, Светлана Миронова, Ирина Услугина тата Ольга Подчуфарова.
Нумаях пулмасть Татьянӑна тата унӑн мӑшӑрне Вячеслава (вӑл та биатлонист) Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑннӑччӗ.
Пӗлтерер, 2018 ҫулхи Олимпиада Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче нарӑс уйӑхӗн 9–25-мӗшӗсенче иртӗ.
Чӑваш Енри паллӑ биатлонистсене — Татьянӑпа Вячеслав Акимовсене — ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫитӗнӳсем тунӑ ятпа саламланӑ. Татьянӑпа Вячеслав — упӑшкипе арӑмӗ. Вӗсем — биатлон енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем, Раҫҫейӗн биатлон енӗпе пӗрлештернӗ командин пайташӗсем.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев республикӑра вӑй-хал культурипе спорта аталантарас тӗлӗшпе ҫулсерен 700 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине палӑртнӑ. Ҫак пулӑшу пуррипе 34 пин ача спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Татьяна ҫитӗнӳсенче тренерӑн Анатолий Акимовӑн (вӑл Вячеславӑн ашшӗ) тӳпи пысӑк пулнине палӑртнӑ. Вӑл ӑна тӑван хӗрӗ пекех воспитани панӑ. Михаил Игнатьев вара биатлонистсен ашшӗ-амӑшне ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.
Паян биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн Корейӑри тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ӗнер пирӗн хӗрарӑмсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ, паян арҫынсем старта тӑчӗҫ. Максим Цветков хытах ывӑнни тӳрех сисӗнчӗ. Апла пулин те ушкӑнри Евгений Гараничев, Антон Бабиков тата Антон Шипулин парӑнмарӗҫ, финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗҫ. Ҫапла вара арҫын-биатлонистсем Пӗчӗк хрусталь глобуса тивӗҫрӗҫ.
Хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нимпех те савӑнтараймарӗҫ. Корейӑри тапхӑр пирӗн ентешшӗн, Татьяна Акимовашӑн та, ӑнӑҫсӑр пулса тухрӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра палӑртнипе килӗшмеллех: спринтра та, пасьютра та чӑваш хӗрӗ сезонти чи начар кӑтартупа палӑрчӗ.
Мӗнех, ҫывӑх вӑхӑтра тата ӑмӑртма тивӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Финляндири Контиолахтире, 17-мӗшӗнче Норвегири Холменколлента старта тухмалла. 10 кунта Татьяна Акимова икӗ хутчен спринтра, икӗ хутчен пасьютра, пӗр хут масс-стартра тата хутӑш эстафетӑра тупӑшӗ.
Ӗнер федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинче биатлон енӗпе чемпионат иртнӗ. Унта Чӑваш Енри спортсменсем те хутшӑннӑ.
Унта тӗнчере ят-сум илнӗ биатлонисткӑн Татьяна Акимован мӑшӑрӗ Вячеслав Акимов палӑрнӑ. Вӑл уйрӑм тупӑшассинче тата спринтра чемпион ятне тивӗҫнӗ. Пасьютра Вячеслав Акимов бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.
Михаил Вансяцкий журналист «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Еншӗн старта тӑнисем татах пулнӑ. Павел Охотниковпа Евгений Петров пирӗн республика чысне хӳтӗленипе пӗрлех Мордва Республикишӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухнӑ. Павел Охотников спринрта бронза медале тивӗҫнӗ, пасьютра — кӗмӗл, Евгений Петров уйрӑм тупӑшассинче кӗмӗл медальлӗ пулса тӑнӑ.
Ҫак уйӑхӑн 22—28-мӗшӗнче Сочире Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи виҫҫӗмӗш ҫар вӑййи иртет. Паян биатлонистсем: арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — спринтра старта тӑчӗҫ. Арҫынсенчен пӗрремӗш вырӑна Раҫҫей спортсменӗ Максим Цветков тухрӗ.
Раҫҫей биатлонисткисенчен пиллӗккӗн ӑмӑртрӗҫ. Ҫав шутра Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Татьяна Акимова та пулчӗ. Спринтра вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Бронза медале те, сӑмах май, Раҫҫей спортсменки — Ульяна Кайшева — йышӑнчӗ.
Татьяна Акимова икӗ хутчен те мишене тӗл лектерчӗ. Анчах хӑвӑртлӑхпа вӑл Словени спортсменкине Тея Грегорина ҫитеймерӗ. Тӑрса пенӗ чухне Тея Грегорин васкамасӑр тӗллерӗ пулин те чупассипе чи вӑйли пулчӗ, ҫавна май вӑл финиша хӑвӑрт ҫитсе ылтӑн медале тивӗҫрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |