
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иосиф Дмитриев-Трера асра тытать. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 13 сехетре театрта «Иосиф Трер. Учитель – друг, наставник, вдохновитель» (чӑв. Иосиф Трер. Учитель — юлташ, вӗрентекен, хавхалантаркан) проектпа килӗшӳллӗн «Наследие. История чувашского театрального искусства и кинематографа» (чӑв. Эткерлӗх. Чӑваш театр ӳнерӗпе кинематографин историйӗ) лекци иртӗ.
Паллӑ актёр, режиссёр, театр педагогӗ, поэт, фольклор куҫаруҫи, этнотеатровед Иосиф Дмитриев пурӑннӑ пулсан паян 77 ҫул тултаратчӗ. Унӑн пурнӑҫ усал чире пула татӑлчӗ.
Лекцие кирек кам та кайса итлесе ларма пултарать. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти актёр ӳкерӗннӗ кинона ТНТ каналпа кӑтартӗҫ. Асӑннӑ сериал «Ткачёвы на связи» ятлӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Анатолий Гущин ӳкерӗннӗ. Каччӑ 17-ре тӑван хулинчен Мускава тухса кайнӑ. Вӑл унти М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищине вӗренме кӗнӗ.
Актёр тӑван тӑрӑхне ырӑпа аса илет иккен: «Ҫӗнӗ Шупашкарта юратнӑ вырӑнсем нумай. Эпӗ Гидростроительсен бульварӗнче пурӑннӑ, вӑл района Гидра тетчӗҫ. Унсӑр пуҫне пирӗн илемлӗ хурӑнлӑх пур. Унта хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма, уҫӑлса ҫӳреме, уҫӑ сывлӑшпа сывлама аван. Ҫветтуй Владимир кнеҫ чиркӗвӗ те илемлӗ. Ҫулла эпир вӑхӑта Атӑл хӗрринче ирттернӗ. ГЭС патӗнче пулӑ тытнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, эпир хаваслӑ пурӑннӑ!» — тенӗ Анатолий Гущин.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗ, публицисчӗ, куҫаруҫи, драматургӗ, театр режиссерӗ, актерӗ, музыка критикӗ, преподаватель, этнотеатровед, Иосиф Дмитриев (Трер), ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ.
Пултаруллӑ чӑваш арӗ кирек ӑҫта ӗҫлесен те хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Шупашкарти музыка училищинче актёр уйрӑмӗн заведующийӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи искусствоведени пайӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче, Казахстанри Вырӑс драма театрӗнче режиссёрта тӑрӑшнӑ. Юлашки ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хучӗ.
Ҫак тӗнчерен Иосиф Трер 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ.

Чӑваш Енре «Тӑван ятсем» проект малалла аталанать. Унӑн йӗркелӳҫисем паллӑ ентешӗмӗрсемпе ҫывӑхрах паллашма пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн телерадиокомпанийӗ пӗдлтернӗ тӑх, асӑннӑ проект йӗркелӳҫисем Шупашкарти 1-мӗш гимназинче ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ, чӑвагсен пӗрремӗш актрисин Тани Юнӑн пултарулӑхӗпе, унӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ.
Етрӗне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Тани Юн «Сарпике», «Хура Юпа», «Апайка» кинофильмсенче ӳкерӗннӗ. Вӑл кинокартинӑсене Америкӑра, Египетра, Германире кӑтартнӑ.
Тани Юн мӑшӑрӗ — Чӑвашкиностудие йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский.

Раҫҫейри паллӑ актер Михаил Ефремов суд пулнӑ хыҫҫӑн айӑплава Чӑваш Енри колонире татасси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: актер руль умне ӳсӗр ларса аварие лекнӗ, ӑна пула тепӗр водитель вилнӗ.
Михаил Ефремов шухӑшне улӑштарнӑ. Вӑл Чӑваш Енри колоние килесшӗн мар, Мускаври 5-мӗш колонирех ларасшӑн. Унччен, авӑн уйӑхӗнче, вӑл чӑвашсен Ҫуттакӑларуҫин Иван Яковлевӑн тӑванӗ тесе Чӑваш Енри колоние каяс килнине пӗлтернӗччӗ.
«Вакунсем питӗ сивӗ, тӗрлӗ пунктра стоянка вӑраха тӑсӑлать», - ҫапла пӗлтернӗ актерӑн ваккачӗ. Михаил Ефремовӑн сывлӑхӗ хавшакрах-мӗн, ҫавӑнпа сивӗ вӑхӑтра ҫула тухма шикленет.

Раҫҫейри паллӑ актера Михаил Ефремова Мускаври аваришӗн 8 ҫуллӑха айӑпланӑ. Аса илтерер: вӑл руль умне ӳсӗр ларса машинӑпа ҫапӑннӑ, тепӗр водитель вилнӗ.
Михаил Ефремов айӑпне Чӑваш Енри колонире каҫарттарасшӑн пулнине пӗлтернӗ. «Унта – манӑн тымар. Иван Яковлев Ленин ашшӗн пулӑшуҫи пулнӑ», — тенӗ вӑл. Михаил Ефремов – Иван Яковлевӑн тӑванӗ.
Актер каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ФСИН ӗҫченӗсем ыйту ҫыраҫҫӗ. Михаил Ефремовӑн – икӗ вакат, анчах вӗсен ячӗсене вӑл пӗлтермен. Пӗри – Чӑваш Енрен.

«Вечерняя Москва» хаҫатра Михаил Ефремов актерпа интервью пичетленнӗ. Унта вӑл тем пирки те хуравланӑ. Ҫав шутра чӑвашран тухни ҫинчен те.
«Миҫере чухне Миша Ефремов хӑй вырӑс маррине пӗлнӗ?» — ыйтнӑ унран журналист.
«Эп хама вырӑс тесе нихӑҫан та питех шухӑшламан. Эп хама ҫын тесе шухӑшланӑ. Эп хам чӑваш пулнине 11 ҫула ҫитиччен пӗлнӗ», — хуравланӑ актер.
Хӑйне журналист мӑкшӑ-ирҫе йӑхӗнчен те тесен Михаил Ефремов ашшӗ енчен тесе уҫӑмлатнӑ. «Анне енӗпе — чӑваш. Унран та ытларах, Библие чӑвашла куҫарнӑ Иван Яковлев йӑхӗнчен. Вӑл Илья Ульяновӑн, Ленин ашшӗн, ҫумӗ пулнӑ. Ку вӑл пирӗн ҫемье мӑнаҫлӑхӗ», — тивӗҫлипе хуравланӑ актер.
Эсир чӑвашсем еплерех, чӑваш маррисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑратӑр ыйту хуравӗпе те паллашма кӑсӑклӑ. «Ну, пӗрремӗшӗнчен, эпир тӗне кӗнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, эпир пысӑк пит ҫӑмартиллӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир ырӑ. Пӗтӗмӗшле, эпир чи лайӑххисем», — ҫирӗппӗн хуравланӑ актер.

Паян Шупашкара СССР халӑх артисчӗ, Ленин премийӗн лауреачӗ Василий Лановой килнӗ. Республикӑн тӗп хулинчи «Салют» культура керменӗнче вӑл 16 сехетре куракансем валли моноспектакль лартнӑ.
Евгений Вахтангов ячӗллӗ тӑван театрӗнче вылякан 85 ҫулти артиста Чӑваш Енӗн тӗп хулине кӑтартса ҫӳренӗ. Вӑл «Ҫӗнтерӳ« асӑну комплексӗнчи Нихҫан сӳнми ҫулӑм умне чечек хунӑ. Унта ҫав самантра, сӑмах май, Атӑл тӑрӑх теплоходпа курса ҫӳрекен туристсем пулнӑ. Халӑх юратакан артиста асӑрхасан вӗсем алӑ ҫупса янӑ. Кун пирки Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ.
Шупашкарта Василий Лановойпа СССР СССР халӑх артисчӗсем Вера Кузьмина тата Валерий Яковлев тӗл пулнӑ. Мускаври артист чӑвашсем иртнине хисепленине, палӑксем тирпейлӗ те тасине палӑртнӑ.

«Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале ҫулсерен ирттерни, хамӑр патра режиссерсене, продюсерсене, Раҫҫейри театрпа кинори паллӑ актерсене, киноведсене, кинокритиксене курма питех кӑмӑллӑ», — тенӗ ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти кинофестивале килсе ҫитнӗ хӑнасене.
Тӗл пулӑва пресс-конференци евӗр ирттернӗ. Кинофестиваль умӗн килсе ҫитнисен йышӗнче Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Пашутин, совет тата Раҫҫей кинорежиссерӗ тата сценарисчӗ, ачасен «Ералаш» киножурнал илемлӗх ертӳҫи Борис Грачевский, Франци актерӗ Биби Насери пулнӑ.
Ӗнер каҫхине вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлнӑ. Шупашкарта вӑл кӑҫалхипе 12-мӗш хут иртет.

Паян Шупашкара «Счастливы вместе» (чӑв. Пӗрле телейлӗ) телесериалта Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ артист килӗ.
Хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн кино актерӗ тата телеертӳҫӗ Виктор Логинов Ӳнер академийӗн журналистикӑпа телевидени уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе 15 сехетре тӗл пулӗ. Артистпа курнӑҫӑва академи йӗркеленӗ.
Виктор Логинов Екатеринбургри патшалӑхӑн театр институтӗнче театрпа кино актёрӗн ӑсталӑхне алла илнӗ. Екатеринбургри академи драма театрӗнче тата Урал ҫыравҫисен Камера театрӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫулта Мускава «Счастливы вместе» телесериалта ӳкерӗнме тухса кайнӑ. Унта вӑл Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ. Екатеринбургра ҫав сӑнара хисеп туса палӑк та лартнӑ.
