Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Михаил Ефремов: «Пысӑк пит ҫӑмартиллӗ тата ырӑ чӑвашсем»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.10.2019 12:01 | 2673 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Вечерняя Москва» хаҫатра Михаил Ефремов актерпа интервью пичетленнӗ. Унта вӑл тем пирки те хуравланӑ. Ҫав шутра чӑвашран тухни ҫинчен те.

«Миҫере чухне Миша Ефремов хӑй вырӑс маррине пӗлнӗ?» — ыйтнӑ унран журналист.

«Эп хама вырӑс тесе нихӑҫан та питех шухӑшламан. Эп хама ҫын тесе шухӑшланӑ. Эп хам чӑваш пулнине 11 ҫула ҫитиччен пӗлнӗ», — хуравланӑ актер.

Хӑйне журналист мӑкшӑ-ирҫе йӑхӗнчен те тесен Михаил Ефремов ашшӗ енчен тесе уҫӑмлатнӑ. «Анне енӗпе — чӑваш. Унран та ытларах, Библие чӑвашла куҫарнӑ Иван Яковлев йӑхӗнчен. Вӑл Илья Ульяновӑн, Ленин ашшӗн, ҫумӗ пулнӑ. Ку вӑл пирӗн ҫемье мӑнаҫлӑхӗ», — тивӗҫлипе хуравланӑ актер.

Эсир чӑвашсем еплерех, чӑваш маррисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑратӑр ыйту хуравӗпе те паллашма кӑсӑклӑ. «Ну, пӗрремӗшӗнчен, эпир тӗне кӗнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, эпир пысӑк пит ҫӑмартиллӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир ырӑ. Пӗтӗмӗшле, эпир чи лайӑххисем», — ҫирӗппӗн хуравланӑ актер.

#чӑвашлӑх, #чӑвашсем, #чӑваш чӗлхи, #актерсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2683.9.9617
2019.10.16 15:55
Agabazar
Хамăн питçăмартисене хыпашлакаласа пăхрăм та, темĕн, пысăк пек курăнмарĕ...
Валери Туркай // 4690.2.0715
2019.10.18 07:59
Ай, лайӑх каланӑ эс, Акапасар!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем