
Шупашкарта ӳснӗ мусӑкҫӑ тата актер Кирилл «Батишта» Петров ТНТпа кӑтартакан «Знахарь» сериалта ӳкерӗннӗ. «Батиштӑна» ытларах «Банд’Эрос» ушкӑн юрӑҫи пек пӗлеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра вара вӑл тӗрлӗ сериалта тата фильмра ӳкерӗнет. Актер Шупашкарта тахҫантанах пулманнине пытарман.
«Хальччен Шупашкар палламалла мар улшӑннӑ ахӑртнех. Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗ, уйрӑмах Хусанкай урамӗ, яланах манӑн чӗрере. Унта манӑн ачалӑх иртнӗ, унта эпӗ пултарулӑхри пӗрремӗш утӑмсене тунӑ», — ҫапла пӗлтернӗ актер.

Раҫҫейри паллӑ телеертӳҫӗ тата актер, режиссер Александр Стриженов Чӑваш Ене килнӗ, вӑл Улатӑр хулинче пулнӑ.
Вӑл Вырӑс провинцийӗн музейне кӗрсе унти экспонатсемпе, ӗҫсемпе паллашнӑ. Унсӑр пуҫне актер 6-мӗш гимназире йӗркеленӗ мероприятие те ҫитнӗ: вӗренсе тухакансене аттестат панӑ. Вӑл унта ахальтен килмен: выпусниксенчен пӗри унӑн хӗресне ывӑлӗ иккен.

Кӗҫех Шупашкара театр тата кино актерӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Дмитрий Певцов килӗ. Ӑна Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ ирттерекен «Эпӗ – хӗрарӑм!» конкурса ятарлӑ хӑна пулма чӗннӗ. Сӑмах май, конкурс кӑҫалхипе 5-мӗш хут иртӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене яланхи пекех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, 15 сехетре чыслӗҫ.
Унччен малтан конкурса хутшӑнакнсемшӗн сасӑлав иртӗ, вӑл ҫӗртмен 9-17-мӗшӗсенче пулӗ.

Шупашкара актер тата юморист Ефим Шифрин килсе кайнӑ. Вӑл пирӗн пата гастроль вӑхӑтӗнче кӗрсе тухнӑ.
Ӑна Шупашкар килӗшнӗ. «Хулан икӗ сӑн пулнине тахҫанах асӑрханӑ эпӗ: кӑнтӑрлахи тата каҫхи. Акӑ пӑхӑр-ха каҫхи Шупашкар епле. Хитре, лӑпкӑ. Манӑн ҫурӑм хыҫӗнче мӗнле илем. Ку – Атӑл», – тенӗ актер видеора.

Чӑваш Енри актер Даниил Иванов «Саша Таня» сериалӑн ҫӗнӗ сезонӗнче ӳкерӗннӗ. Вӑл ТНТ каналпа пушӑн 31-мӗшӗнче экран ҫине тухӗ.
Даниил Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче вӗреннӗ, кайран «Щепкӑра» ӑс пухнӑ. Актер ӑсталӑхӗпе вӑл «Властелин колец» фильма курсан кӑсӑкланма тытӑннӑ.
Халӗ Даниил Мускавра пурӑнать, Чӑваш Ене тӑтӑшах килет. Шупашкарта вӑл Мускав шӑв-шавӗнчен канать.

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин «Кинопоискра» чи лайӑх актерсен ТОП-10 списокне кӗнӗ.
Владимир пӗлтӗр экран ҫине тухнӑ «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалта ӳкерӗннӗ. Вӑл онлайн-кинотеатрсенче лидерсен позицине йышӑнать.
Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ача чухнех вӑл театрпа, литературӑпа кӑсӑкланнӑ, КВНа хутшӑннӑ. 9-мӗш класс хыҫҫӑн Шупашкарти культура училищине вӗренме кайнӑ, унтан Мускавра ӑс пухнӑ, «Щепкӑра» Юрий тата Ольга Соломинсем патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Пётр Осиповӑн астӑвӑм каҫне пуҫтарӑнӗҫ.
Вӑл — Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗ, чӑваш халӑх писателӗ, актер, драматург, медицина наукисен кандидачӗ. Пётр Осипов ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитет.
Литературӑпа вӑл 1916 ҫул хыҫҫӑн хастар ӗҫленӗ. 1927-1930 ҫулсенче Чӑваш драма театрӗн тӗп режиссёрӗ пулнӑ. Хӑй вал 20 ытла пьеса ҫырнӑ. Вӗсем чӑваш драматургийӗн ылтӑн фончӗ пулса тӑнӑ.

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ Владимир Тяптушкин ҫӗнӗ сериалта ӳкерӗннӗ. Вӑл «Ландыши. Такая нежная любовь» ятлӑ.
Сериал 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче экран ҫине тухӗ. Анчах телевизор экранӗ ҫине мар. Ӑна онлайн-кинотеатрта кӑтартӗҫ.
Сӑмах май, Владимир Тяптушкин «Склифосовский» сериалӑн 9 тата 10-мӗш сезонӗсенче ӳкерӗннӗ.

Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ Михаил Гудошников ҫӗршывра паллӑ ҫын пулса тӑнӑ. 34 ҫулта кӑна вӑл, 41 фильмра ӳкерӗнме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Мускаври никама пӑхӑнман театрта вылять.
Михаил Улатӑрта 1990 ҫулта ҫуралнӑ, унти 11-мӗш шкулта вӗреннӗ. Шкул хыҫҫӑн Чӗмпӗрти патшалӑх университетне «театр тата кинон драма артисчӗ» специальноҫпе вӗреннӗ. Унтан вӑл Мускава куҫса кайнӑ, киносенче, сериалсенче ӳкерӗнме тытӑннӑ. Михаил «Интерны» Полинӑн каччи), «След», «Прокурорская проверка», «Универ. Новая общага» (Кристинӑн каччи), «Анатомия убийства-3», фильмы «Временно недоступен», «Горячая точка», «Ловушка для королевы», «Калашников», «Три девицы» тата ытти фильмра ӳкерӗннӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, Раҫҫейри паллӑ актер пулса тӑнӑ ентеше ЧР Элтеперӗ ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗн ятне панӑ. Сӑмах — Анатолий Гущин пирки. Хушӑва ҫурлан 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
47-ри актер халӗ Мускавра пурӑнать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл спутник хулари 10-мӗш шкулта вӗреннӗ, унтан Мускаври Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищине кӗнӗ. Нумайӑшӗ ӑна 8 сериллӗ «Приключения солдата Ивана Чонкина» камит фильмӗ тӑрӑх пӗлет. Вӑл унта пӗр кадрта чӑвашла та юрлать.
