Чӑваш Ене кӗҫех тӑватӑ ҫӗнӗ автобус илсе килмелле. Вӗсем шкул ачисене илсе ҫӳремеллисем пулӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуссене ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче илсе ҫитермелле. ПАЗра 24 вырӑн пулӗ: 1 водитель, ачасене илсе ҫӳрекен 1 ҫын тата 22 ача валли.
Автобуссене туянма 15 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫа - республика хыснинчен. Кашни автобусрах ГЛОНАСС, тахографсем пур.
Ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен Шупашкарти 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуса «Университет» микрорайона ҫити ярӗҫ. Ҫапла вӑл Миначев урамне ҫитӗ.
Ку маршрут перевозчикӗ автобуса ҫав микрорайона яма 2021 ҫултах ыйтнӑ. Анчах 32-мӗш тата 52-мӗш маршрутсен хуҫисем хирӗҫленипе ыйтӑва тивӗҫтермен. Пӗлтӗр ку ыйтӑва татах ҫӗкленӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тинех документа алӑ пуснӑ. Ҫапла 35-мӗш автобус «Хӗвеллӗ бульвар - Вӑрманлӑх» маршрутпа ҫӳрӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта автобусран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах «Университет» чарӑнура пулса иртнӗ.
Иртсе пыракан машинӑн видеорегистраторӗ ҫакна шӑпах ӳкерсе илнӗ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ курӑнать: автобус чарӑнуран тапранса каять те хӗрарӑм хыҫалти алӑкран ҫул ҫине тухса ӳкет. Водитель алӑка хупмасӑрах кайма пуҫланӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта 37-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ. Хальхинче 37-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорт «Оперӑпа балет театрӗ» чарӑнура ҫунма тытӑннӑ. Ку 19 сехет ҫурӑра пулнӑ.
Ҫакна ҫынсем сӑн ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Автобус ҫунма пуҫласанах пассажирсем салонран тухнӑ.
Водитель мотор патӗнчен ҫунма пуҫланӑ вырӑна огнетушительпе сӳнтернӗ. Ӑна тепӗр арҫын пулӑшнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын кӑнтӑр кунӗнче ачине ҫухатнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн 6 ҫулти хӗрӗ маршрут микроавтобусӗпе ӑнсӑртран пӗччен ларса кайнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫывӑхри наряда ура ҫине тӑратнӑ. Микроавтобус водителӗ полицейскисене хулари общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенчен пӗринче кӗтсе илнӗ.
Василий Канин ҫул-йӗр аслӑ инспекторӗпе Владимир Павлов инспектор хӗрачана полицин ҫывӑхри уйрӑмне лартса кайнӑ, унтан ачана ашшӗ илсе кайнӑ.
Паян ирхи 7 сехет те 15 минутра Етӗрне районӗнче шкул автобусӗ ҫунса кайнӑ. Вӑл тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. Юрать, салонра ачасем пулман.
Ун чухне водитель ирхине рейса тухма хатӗрленнӗ. Вӑл ҫулӑма пӗччен сӳнтереймен. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма парӑнтарнӑ. Анчах автобусран ним те юлман темелле.
Ҫакӑ паллӑ: автобус Кӑкшӑм шкулӗн шутланать. Халӗ прокуратура кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Паян республикӑра ҫӗнӗ перевозчик туса хунӑ. Вӑл «Чӑваш транспорт управленийӗ» ятлӑ.
Ӑна Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсенчен туса хунӑ. Унччен вӗсем муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ.
Ҫӗнӗ предприяти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсем валли автобуссем туянма палӑртнӑ. Ҫав шутра – районсем валли те. Ҫитес вӑхӑтра 153 троллейбус туянасшӑн. Вӗсен йышӗнче автономлӑ мелпе ҫӳрекеннисем те пулӗҫ.
Шупашкарти 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫулне вӑрӑмлатӗҫ. Ҫакна хула ҫыннисем тума ыйтнӑ.
Шупашкарти транспорт сетьне аталантарас тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен комисси ыйтӑва тивӗҫтернӗ. Ҫапла "Унивеситет" микрорайонта автобус "Вӑрман" ятлӑ чарӑну таран ҫитӗ. Интервал пысӑк ан пултӑр тесе маршрута ытларах автобус кӑларӗҫ.
Паян ирхине «Шупашкар – Ҫӗрпӳ» маршрутпа ҫӳрекен водительсем забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пассажирсем 125-мӗш номерпе пӗлеҫҫӗ.
Ирхине автобуссем 50 минутран кӑна ҫӳрени забастовкӑпа ҫыхӑннӑ. Темиҫе водитель ӗҫе тухман. Мӗншӗн? Вӗсен кулленхи плана ӳстернӗ-мӗн, 5 пин тенке ҫитернӗ.
11 сехет те 6 минутра перевозчик лару-тӑрӑва уҫӑлматнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне автобуссем яланхи пекех ҫӳреме пуҫланӑ. Перевозчик ӑнлантарнӑ тӑрӑх, водительсем пассажирсене билет паман, укҫана кассӑна хуман. Линире тӗрӗслев пулнӑ, ку вара водительсене килӗшмен. «Пассажирсен водительтен билет ыйтмалла», - тенӗ перевозчик.
.
Йӗпреҫри автовокзалта - автоматизациленӗ тытӑм. Унта алӑксем хӑйсемех уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа пассажир вокзал хупӑнсан та унта кӗме пултарать. Кун валли алӑк патӗнче пускӑча кӑна пусмалла. Сигнал диспетчер патне ҫитет те вӑл алӑка уҫать.
Кунсӑр пуҫне вокзалта ЖК-телевизор пур. Унта автобуссемпе пуйӑссен расписанийӗ курӑнать. Ҫавӑн пекех залри сывлӑш температурине палӑртать вӑл. Вокзала видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Аудио- тата видеороликсем те курма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |