
Паян ирхине 10 сехет те 15 минутра Шупашкарта Эгер бульварӗнче, «Рябинка» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнчен инҫех мар, 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус тӑрук чарӑннипе икӗ пассажир пульницӑна лекнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лотос» автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водителӗн хӑвӑрт кӑна чарӑнма тивнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малти вӗренӳ машини тӑрук чарӑннипе вӑл тормоз ҫине вӑйлӑ пуснӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав самантра салонра 7 ҫын пулнӑ. Автобус тӑрук чарӑннипе 1954 ҫулта ҫуралнӑ тата 1961 ҫулта кун ҫути курнӑ икӗ хӗрарӑм ӳксе аманнӑ. Вӗсене иккӗшне те Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Унти тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ тата сиплӗҫ.

Шупашкартан Ҫӗнӗ Лапсар поселокне ҫӳрекен 46-мӗш маршрут юлашки чарӑнӑва ҫити кайма пӑрахӗ. Хӑраса ан ӳкӗр, ку ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен кӑна пулӗ.
Ҫакӑ ӑшӑ сечӗсене юсанипе ҫыхӑннӑ. Юсав планпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ҫавна май Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнчи Совхоз урамӗнче транспорта ытлах ҫӳреттермӗҫ.
Юсав пынӑ вӑхӑтра 46-мӗш автобус «Акаци» культура ҫурчӗ» чарӑнӑва ҫитӗ те каялла ҫаврӑнса кайӗ. Ҫавӑн пекех ку 153-мӗш маршрута та пырса тивет. Вӑл та ҫак чарӑнӑва кӑна кӗрсе тухӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ сечӗсене ӑшӑ памалли сезон ҫитиччен юсаҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Чӑваш транспорт управленийӗ пӑхса тӑракан троллейбуссемпе автобуссенче билета 10 тенкӗ йӳнӗрех туянма пулать.
Ҫакна ЕТК сарӑм урлӑ тумалла. Транспортра ӑна уҫмалла та «Оплатить по геолокации» тенине пусмалла. Система транспорта тата тарифа хӑйех палӑртӗ. Укҫана СПБ урлӑ тӳлемелле. Электрон чек телефон ҫине килӗ.
Палӑртса хӑварар: Чӑваш транспорт управленийӗ Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссене, Шупашкарти 13-мӗш тата 52-мӗш автобуссене, Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш тата 20К-мӗш автобуссене пӑхса тӑрать.

Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автобуспа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкекре 1 ҫын вилнӗ, 10-ӑн аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе кайнӑ, тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пӗрне килте сипленме янӑ. Инкекре аманнисем хушшинче ачасем ҫук тесе пӗлтернӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) форумра хыпарланӑ тӑрӑх,
«Гранта» ҫӑмӑл машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса ПАЗ автобуспа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина водителӗ инкекре вилмеллех аманнӑ.

Лайӑх хыпар: кӗҫӗх Ҫӗнӗ Шупашкартан Куславкка хулине автобус ҫӳреме тытӑнӗ.
Ҫӗнӗ маршрут 515 номерпе пулӗ. Вӑл ыран, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен, ҫӳреме пуҫлӗ.
Маршрут ҫинче пӗтӗмпе 11 автобус пулӗ. Вӗсем кашни 60 минутран ҫӳрӗҫ. Куславккана ҫити билет хакӗ — 277 тенкӗ. Билета укҫапа та , карттӑпа та туянма май пулӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Куславкка хушшинче – 93 ҫухрӑм.

Ҫула тухма хатӗрлентӗр тӗк маларах планлӑр: пӑрлӑ ҫумӑра пула Шупашкарта общество транспорчӗ вӑхӑтлӑхпа графикпе килӗшӳллӗн ҫӳремест.
Чӑваш транспорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 4:20 сехетре троллейбуссемпе автобуссен графикне пула пӑрахӑҫланӑ. Ку — ҫанталӑка, пӑрлак ҫула пула. Ҫавна май хальлӗхе транспорт ирӗклӗ интервалпа ҫӳрет.
Паян 10 сехет хыҫҫӑн 52-мӗш автобус вӑхӑтлӑха Заовражнӑй урамне кӗме пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен ҫул ҫинче юра тата пӑра пула ӳкнӗ туратсем выртаҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви 5 автобус тытса тӑма 41 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Кунта сӑмах пӗр район центрӗнчен тепӗр район центрне хутлакан автобуссем пирки пырать. Аса илтерер: республикӑра реорганизаци тесе темиҫе районти пульницӑна пӗр-пӗринпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Халӑх ку пуҫарӑва ырласа йышӑнманран, ҫӳреме меллӗ мар тесе пӑшӑрханнӑран пульницӑсене пӗрлештернӗ район центрӗсенчен ҫынсене автоубуспа турттарма йышӑннӑ.
Автобуссем валли 41 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн, маршрутсене тытса тӑма хыснана 19 миллион тенке кайса ларӗ. Ку вӑл ҫур ҫулта.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑсене пӗрлештерсен 19 миллион тенкӗ укҫа перекетленмелле. Анчах автобус ҫӳретме те йӳнӗ мар.

Шупашкарти арҫын хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче автобус тапратса тарма пуҫланӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ.
Ку ӗнер, ака, уйӑхӗн 2- мӗшӗнче, пулнӑ. Туристсене илсе ҫӳрекен водитель автобуса «Ботаника сачӗ» чарӑнура хӑварнӑ та апатланма кайнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, уҫҫине унтах хӑварнӑ, алӑкне вара питӗрнӗ. Апла пулин те унта нихӑҫан та права илмен арҫын кӗрсе автобуса тапратса хускатма пултарнӑ.
Юрать-ха, инҫе каяйман. Водитель шӑп ҫав вӑхӑтра тухнӑ, алӑпа сулкалашса ӑна чарӑнма хушнӑ. Лешӗ вара салонран тухса тарма хӑтланнӑ, анчах водитель ӑна хӑваласа ҫитнӗ, йӗрке хуралҫисем киличчен тытса тӑнӑ.
Кун пек хӑтланнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ӑна 15 талӑклӑха хупма пултараҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Правительство ларӑвӗнче республикӑри пассажир транспорчӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ: муниципалитет предприятийӗсен никӗсӗ ҫинче патшалӑх перевозчикне йӗркеленӗ, вӑл ЧР Транспорт министерствине пӑхӑнса тӑракан Чӑваш транспорт управленийӗ. Ун валли 2023 ҫулта 153 троллейбус тата 47 автобус туяннӑ. Юлашки 5 ҫулта пӗтӗмӗшле илсен республикӑна 221 троллейбус кӳрсе килнӗ. Чӑваш Ен республикӑра пурӑнакансене экологи тӗлӗшӗнчен таса транспортпа тивӗҫтерес енӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ларура ҫавӑн пекех лимитсӑр Пӗрлехи проездной тӑвасси пирки калаҫнӑ. Кунашкал проездной автобусра та, тролейбусра та ҫӳреме май парать. Анчах ку ыйту тӗлӗшпе мӗнле йышӑну туни пирки паллӑ мар.

Паян ҫӗрле Шупашкарти «Ярмарккӑ» пасар патӗнче, Асанне тӑкӑрлӑкӗнчи 80-мӗш «а» адреспа вырнаҫнӑ хулаҫум автостанцийӗнче, вӑйлӑ пушар пулнӑ. Унта темиҫе транспорт ҫунса кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм икӗ автобуса тӗппипех тӗп тунӑ. Тепӗр 7 маршрутка сиенленнӗ. Инкеке курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӗр автобусра пулнӑ газ хатӗрӗ сирпӗннӗ.
Ҫак автостанцире хула ҫумне ҫӳрекен автобуссен юлашки чарӑнавӗ шутланать. Унтан 137-мӗш, 230-мӗш 321-мӗш, 217-мӗш тата 330-мӗш маршруткӑсем ҫӳреҫҫӗ.
Халӗ специалистсем пушар ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.
