Паян ҫӗрле 1 сехет те 25 минутра «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Унта 3 ҫын вилнӗ
Инкек Владимир облаҫӗнчи Вязники районӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫӑмӑл машина, Renault минивэн тата Шупашкарти «Пегас» компани автобусӗ ҫапӑннӑ. Аварире 3 ҫын вилнӗ, 7-ӗн аманнӑ. Вӗсем пурте ҫӑмӑл машинӑсенче тата минивэнра пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари пулнашӑн Шупашкарти автобус водителӗ айӑплӑ.