Паян ҫӗрле 2 сехет те 35 минутра Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус аварие лекнӗ. Вӑл Владимир облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Быковка ялӗ патӗнче «Газельпе» ҫапӑннӑ. Ку – Владимир хулинчен 10 ҫухрӑм аяккарах кӑна.
Автобусра 47 ҫын пулнӑ. Юрать-ха, никам та суранланман, водителе кӑна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вырӑна тепӗр автобус ҫитсе пассажирсене илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: автобус «ТрансТур» компанин пулнӑ.