Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче пӗр арҫын Чӑваш Енри икӗ ҫын патне шӑнкӑравланӑ. Вӑл Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗн ертӳҫи-мӗн. Хайхискер аварие ҫакланнӑ тӗн ҫыннине сипленмешкӗн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра республикӑн митрополичӗ вырӑнта пулман. Варнава владыка ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
34 ҫулти арҫын тата 48-ти хӗрарӑм ӑна ӗненмен, полицие пӗлтернӗ. Ултавҫӑ вӗсенчен 40 пине яхӑн тенкӗ сӑптӑрма шутланӑ.
ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе 33 ҫулти арҫын тума пултарнине палӑртнӑ. Вӑл – Кемӗр облаҫӗнчен, унччен те судпа айӑпланнӑскер.
Улатӑрта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Вӗсем хулари Горшенин урамӗнче брусчатка сарнӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисем тимленине Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти пайӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ютран килнисен ӗҫлеме юрать-ха, анчах малтан ятарлӑ ирӗк (е патент) илмелле. Хайхисен ун пек хутсем пулман.
Ҫавӑ саккуна административлӑ майпа пӑсни пулать. Брусчатка саракансенчен кашнинех 2-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫлеттернӗ организаци (вӑл — кӳршӗллӗ регионта регистрациленнӗскер) тӗлӗшпе те протоколсем ҫырнӑ. Ӗҫе суда ярса панӑ. Саккуна пӑснӑ организацие 250 пин тенкӗрен пуҫласа 800 пин тенкӗ таран штрафлама е предприяти ӗҫне 90 кун таранлӑха чарса хума май юрать.
Шупашкарта 17 ҫулти яша шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтерчӗ.
Каччӑна маларах «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ шыранине хыпарларӗ, ӗнер — ЧР Шалти ӗҫсен министерствипе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ.
Паян ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа тата палаткӑпа тухса кайнӑ Тимур Мохаммад Азадович Миа тупӑннӑ. Вӑл таса сывах. Ӑна никам та хур туман.
Йӗрке хуралҫисем яша шырама пулӑшнӑ ҫынсене тав тунӑ, каччӑ тупӑннине пӗлтернӗ. Яш 10 кун таран ӑҫта пулнине официаллӑ хыпарта ӑнлантарса тӑман.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫав кун 17 сехет тӗлӗнче пӗр арҫын КамАЗ автомобиль ҫумӗнче тӑнӑ. Ӑна «УАЗ-Патриот» автомобиль ҫапса кайнӑ. Аманнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсе министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «УАЗ» автомобиле районти шалти ӗҫсен пайӗн полицин участокри уполномоченнӑйӗ тытса пынӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пакунлӑ ҫын ӳсӗр пулни палӑрнӑ.
Инкек вырӑнне республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ, полицин генерал-майорӗ Виктор Шметков пырса ҫитнӗ.
Инкек хыҫҫӑн служба тӗрӗслевӗ пуҫарнӑ. Участковӑя ӗҫрен кӑларса яма, унӑн пуҫлӑхӗсене дисциплина енчен ҫирӗп явап тыттарма йышӑннӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«ЛизАлерт» шырав отрячӗ Шупашкарти шкул ачине шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла пӗлтернӗччӗ-ха. 17-ри яша халӗ Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем те шыраҫҫӗ.
Тимур Мохаммад Азадович Миа пирки Чӑваш Енӗн ШӖМӗнче ҫапларах пӗлтернӗ: яш ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа ярӑнма тухса кайнӑ та килне таврӑнман. Шупашкар кӳлмекне тухса кайнӑ. Яша шырас ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем те хутшӑннӑ. Ҫак хыпарсене асӑннӑ икӗ ведомствӑн сайчӗсене паян хыпарланӑ. Каччӑ Шупашкар кӳлмекне каяссине пӗлтернӗ-мӗн.
Аса илтерер: сӑнпа пӑхсан яш 17-18 ҫулсенче курӑнать, ҫӳллӗшӗ 183 сантиметр, яштака кӗлеткеллӗ, тӗксӗмрех сӑн-питлӗ, хура ҫӳҫне кӗске кастарнӑ, куҫӗ хӑмӑр, куҫлӑхпа ҫӳрет.
Килтен тухса кайнӑ чухне яш ҫутӑ-сӑрӑ тӗслӗ толстовкӑпа, хаки тӗслӗ шӑлаварпа, хура кроссовкипе, шурӑ нускипе пулнӑ, ҫурӑмӗ хыҫне хура рюкзак ҫакнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын кану базине иленнӗ. Анчах унта канма кайман вӑл, вӑрлама. Ҫын укҫи-тенкине тата ют пурлӑха пурӗ 300 пин ытла тенкӗлӗх вӑрланӑ арҫынна халӗ тытса чарнӑ.
Арҫын Шупашкарти Университет урамӗнчи кану базинче канакансене темиҫе хутчен те шар кӑтартнӑ. Вӑрӑ ӗҫӗпе ҫуллахи вӑхӑтра аппаланнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын уҫӑ чӳречесемпе балконсем витӗр кӗнӗ. Улӑхиччен номере сӑнанӑ, никам та ҫуккине ӑнланса илсен кӗнӗ. Хайхискер видеосӑнав камерисен тӗлне ҫакланнӑ.
Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ этем — 41 ҫулти арҫын. Унччен те судпа айӑпланнӑскер. Вӑрланине вӑл тунман. Ӑна кану базине 7 хутчен кӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Авиабилет туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Суя сайтсем те пулма пултараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Питӗре вӗҫме билет туянас тесе ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Питӗре вӗҫме палӑртнӑ, сайта кӗрсе билет туяннӑ. Хайхискер заявка ҫырнӑ, банк карттин реквизичӗсене кӑтартнӑ. Счечӗ ҫинчен 13 пине яхӑн тенкӗ илнӗ. Анчах электрон билет ун патне ҫитмен.
Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын билета ултавҫӑсем йӗркеленӗ суя сайтра илнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӑвай районӗнчи ялта пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче 146 тӗм кантӑр ӳстернӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем наркотиклӑ ӳсен-тӑрана туртса илнӗ.
Кантӑр 46 ҫулти хӗрарӑмӑн пахчинче ӳснӗ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑрта наркотик пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 55 ҫулти арҫын та пахчинче кантӑр ӳстернӗ. Унран 33 тӗм туртса илнӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑннӑ пӗр арҫыннӑн килӗнче вӑрҫӑ хатӗрӗсем упраннӑ: 4060 ытла тӗрлӗ калибрлӑ патрон, 1 килограма яхӑн тар (пӑшал пемелли хатӗр) тата кортик. Кун пирки йӗрке хуралҫисене 61 ҫулхи хӗрарӑм пӗлтернӗ.
Ҫулланнӑ хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, 91 ҫулти ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн унӑн хваттерӗнче тимӗр ещӗк асӑрханӑ. Унта ҫар хатӗрӗсем упраннӑ. Арҫын хӑй вӑхӑтӗнче шкулта ОБЖ учителӗ пулса ӗҫленӗ, сунара ҫӳреме юратнӑ.
Ҫар хатӗрӗсене эксперизӑна ӑсатнӑ. Ҫавӑн пек хатӗрсене ҫынсем хӑйсен кӑмӑлӗпе парсан вӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 222-мӗ статйипе айӑпламӗҫ.
Шупашкар хулинчи ҫамрӑк арҫын хӗрарӑма пула улталаннӑ.
29 ҫулти вӑйпитти ар ҫыхӑнӑвне укҫалла кӗме килӗшекенсен сайчӗ урлӑ хӗрарӑма чӗнсе илес тенӗ.
Анчах кӗтни кӑлӑхах пулнӑ — никам та килмен. Хӗрарӑма чӗнсе илме хӑтланса арҫын укҫа куҫарса янӑ. Ултавҫӑ капкӑнне ҫакланса вӑл 16 пин те 400 тенкӗсӗртӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм та килмен, укҫа та ҫухатнӑ арҫын хытах пӑшӑрханнӑ. Унтан вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтас тенӗ. Весем патне вӑл ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине персе ҫитнӗ, шар курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |