ШӖМре ӗҫленӗ ветеран Юлия Павлова 100 ҫул тултарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна сумлӑ уявпа саламлама килнӗ.
Вӑл 1979-1991 ҫулсенче адреспа-справка бюровне ертсе пынӑ. Юлия Павлова унта ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫынсен даннӑйӗсен банкне йӗркеленӗ. Малтан – хут ҫинче, унтан цифра формачӗпе. Унашкалли Раҫҫейре пулман та темелле. Юлия Павлова патне пӗтӗм ҫӗршывран опыт илме пынӑ.
Пенсие тухсан та вӑл ахаль ларман, ШӖМӗн профсоюз организацине ертсе пынӑ.
Ӗнер Елчӗк районӗнче пулнӑ аварире нумай ҫын шар курнӑ. Шел те, вӗсенчен пӗри вырӑнтах вилнӗ.
Ку авари "Елчӗк - Курнавӑш" ҫул ҫинче 16 сехетре пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, "Лада Гранта" умӗнче пыракан "Лада Калина" ҫине пырса тӑрӑннӑ. "Калинӑри" 61 ҫулти пассажирка ҫавӑнтах вилнӗ. 7 ҫынна больницӑна илсе кайнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: "Лада Грантӑри" водитель ӳсӗр пулнӑ.
Ӗнер 20 сехет 10 минутра Етӗрне районӗнчи Совхозный поселокӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 ҫулти водитель транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та "Сканийӑпа" ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ҫамрӑк водитель КамАЗ ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах 38 ҫулти водитель "Опель" машинӑпа "Скания" ҫине пырса тӑрӑннӑ.
18 ҫулти каччӑ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. "Опель" машинӑри 9 ҫулти ачан хырӑмӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 19 сехет те 45 минутра Канаш хулинчи Чукунҫул урамӗнче авари пулнӑ: ҫуран утакан икӗ ҫынна машина ҫапса хӑварнӑ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ҫулпа транспорт кайнӑ май утнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем ҫине «Алмера» машина пырса кӗнӗ.
Пӗр ҫынна, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. Теприне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Чӑваш Енре кӑҫалхи кӗркунне урӑлтаркӑч уҫӑлӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Шупашкарта урӑлтаркӑч уҫас ыйтӑва пӗлтӗр тӗрлӗ ларура пӗрмаях сӳтсе явнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, ытти ведомствӑпа министерствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.
Паянхи куна илсен урӑлтаркӑч хӑш тӗлте пуласси татӑклӑн паллӑ мар-ха, ӑна каярах пӗлтерӗҫ.
Аса илтерер: хӑй вӑхӑтӗнче урӑлтаркӑчсене хупса пӗтернӗччӗ. 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченпе 464-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ вӑя кӗчӗ. Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ е наркотикпа е ытти ҫавӑн пек япалапа минренисене пулӑшма урӑлтаркӑчсем уҫмалла.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автобус ҫапӑннӑ. Инкек Мускав проспектӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра пулса иртӗ. 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус 42-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Неман» автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Лотос» автобус водителӗн тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкекре «Неман» автобусри 17 ҫулти пассажир шар курнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Автобус водителӗсем урах пулнӑ.
Паян ирхи 8 сехетре Шӑмӑршӑ районӗнче Шӑмӑршӑпа Васан ялӗ хушшинчи ҫул ҫинче машина ачана ҫапса кайнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 5 ҫулти ача амӑшӗпе ҫул хӗррипе, транспорт хирӗҫ, утнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ача амӑшӗн аллинчен вӗҫерӗнче ҫул ҫине чупса тухнӑ. Вӑл «Королла» машина кустӑрми айне лекнӗ.
Ачан кӑкӑр тӗлӗнчи шӑмми аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 8 сехет тӗлӗнче Вӑрнар поселокӗнче 86 ҫулти кинемей машина айне пулнӑ.
Карл Маркс урамӗнчи 49-мӗш ҫурт тӗлӗнче 28 ҫулти водитель «Шевроле-Клан» машинӑпа ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кинемей ятарласа каҫмалли вырӑн ҫук ҫӗрте ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Суранланнӑ ватта пульницӑна ӑсатнӑ, анчах вӑл унта вилсе кайнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче водитель урах пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра ҫул ҫинче 4 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче иккӗн вилнӗ, виҫҫӗн аманнӑ.
Хӑш-пӗр ҫын документ илес тесе кӑна пӗрлешет. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрах, кӑҫал унашкал ултӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ.
Ведомство кӑҫал ют ҫӗршывран килнӗ 6 ҫын тӗлӗшпе пухнӑ материала прокуратурӑна ярса панӑ. Вӗсем пирӗн республикӑра суя мелпе пӗрлешнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫемьесене саккуна пӑсса ҫавӑрнине палӑртмашкӑн материалсем пухнӑ.
Суд икӗ ҫынӑнне Раҫҫейре вӑхӑтлӑх пурӑнма ирӗк паракан документне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Теприн кунта пурӑнма май паракан документне пӑрахӑҫланӑ. Виҫҫӗшӗ те пирӗн ҫӗршывран кайнӑ.
Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын контрафактлӑ пирус сутнӑ тесе вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Региона контрафактлӑ пирус кӳрсе килнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тупса палӑртнӑ. Маркӑламан ҫак продукцие электрон пирус упаковкинче лавккасенче сутнӑ. Вӗсене сутмашкӑн вара маркировка кирлӗ мар.
Украинӑри арҫыннӑн тата Куславккапа Патӑрьел районӗсенчи ҫынсен куншӑн явап тытма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |