Шупашкар хулмнчи шкулсенче вӗренекен ачсене вӑйлӑ ҫил-тӑман хыҫҫӑн шкул картишне юр тасатма илсе тухнӑ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм ҫӗршывӗпех «Снежный десант» (чӑв. Юр десанчӗ) акци иртнӗ.
Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лукшин Телеграм-каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем шкул территорине, конькипе ярӑнмалли вырӑнсене, палӑксемпе мамориалсен тавралли вырӑнсене юртан хырса тасатнӑ.
Иртнӗ эрнере ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн ҫамрӑк инспекторӗсем Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн управленийӗн парковкине юртан тасатнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр хӗрачана Хӗвел тесе чӗнӗҫ.
Ача кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Хусанта ҫуралнӑ. Ят пама ашшӗ-амӑшӗ «Рождение ребенка» (чӑв. Ача ҫурални) суперсервиспа усӑ курнӑ.
Ачана Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи загсра иртнӗ эрнере регистрациленӗ.
Эпир астӑвасса, Хӗвел ят хунине унччен илтменччӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗршыври «Пысӑк гастроль» проекта кӗнӗ. Унта 2024 ҫулта 273 театрпа тата 65 пултарулӑх коллективӗ хутшӑнӗ.
Ҫуркунне театр Пушкӑртстана гастрольпе тухса кайӗ. Унта 117 пин чӑваш пурӑнать. Шупашкарти артистсем ака уйӑхӗнче Ӗпхӳри «Нур» тутар театрӗн сцени ҫине тухӗҫ.
«Нур» театр пирӗн патӑмӑра авӑн уйӑхӗнче виҫӗ спектакльпе килӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Музыкальное приношение» концерт иртӗ. Унпа училище 95 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене уҫӗҫ. Программӑра — хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршысенчи композиторсен хайлавӗсем.
«Чӑваш Енри тата Раҫҫейри пултарулӑх аслӑ шкулӗсенчен вӗренсе тухакансен концертне эпир ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӗҫӗмех ирттеретпӗр. Кӑҫалхи концерта Мускаври, Чулхулари, Хусанти тата Шупашкарти ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ»,– каласа кӑтартнӑ музыка училищин преподавателӗ Николай Кадыков.
Концерт Шупашкарти музыка училищин Пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Элӗк районӗнчи Чӑрӑшкассинче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан Мария Семёнова ӗҫсӗр ларма пултараймасть. «Чӑнах калатӑп. Пӗртте суймастӑп. Ирпе тӑрсан пит-куҫа ҫуса тирпейлесе хама йӗркене кӗртетӗп те ӗҫе пуҫӑнатӑп. Чи малтан эпӗ палассене пылесоспа тасатса тухатӑп», — каласа кӑтартнӑ кинемей Вера Иванова журналиста.
86 ҫулти пенсионер хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти заводсенчен пӗринче ОТК контролерӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫемье ҫавӑрман, ачи-пӑчи ҫук. Халӗ ӑна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пулӑшса тӑрать. «Вӑл мана валли лавккаран апат-ҫимӗс туянса килсе парать. Ыттине эпӗ хамах тӑватӑп», — чунне уҫса калаҫнӑ кинемей.
86-ри Мария Семёнова ҫыхма пӗлмен япала ҫук. Палас таранах ҫыхать вӑл. Чӑлха-нуски пирки калама та кирлӗ мар.
«Манӑн атте вӑрҫӑра вилнӗ. Тӑванӑн ывӑлӗ Афган вӑрҫинчен сусӑрланса таврӑннӑ. Турӑ мана салтаксене пулӑшма хушнӑ пуль», — тесе кинемей салтаксем тата пуҫне хунӑ салтаксен ачисем валли нуски тата алсиш ҫыхса тултарнӑ.
Вӗсен Чӑваш Ене пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗчченех килмелле пулнӑ. Анчах паянхи кун кӑна илсе ҫитернӗ. Сӑмах – ҫӗнӗ троллейбуссем пирки. Паян республикӑна троллейбуссен пӗрремӗш партийӗ ҫитнӗ. Транспорта Шупашкарти троллейбус депоне кӳрсе килнӗ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ троллейбуссемпе 62-мӗш маршрута хута ярасшӑн. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Иваново микрорайонӗнчен Шупашкарти Чапаев савучӗ таран ҫӳрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрут пӗрремӗш квартал вӗҫӗнче уҫӑлмалла.
Кӑҫал Чӑваш Ене тепӗр 92 троллейбус илсе килмелле.
Шупашкарта малашне Хӗвел ятлӑ хӗрача пулӗ. Ашшӗ-амашӗ тин ҫуралнӑ пепкене ҫакнашкал ят панӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ «Ача ҫурални» (вырӑсла «Рождение ребенка») суперсервиспа усӑ курнӑ. Ята Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ иртнӗ эрне вӗҫӗнче регистрациленӗ. Акта электронлӑ мелпе хатӗрленӗ.
Палӑртмалла хӗрача Хусанта кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Мариуполь хулинчи Титовсем Шупашкара килсен ача-пӑчаллӑ пулса тӑнӑ. 10 ҫул ытла пӗрле пурӑнакан телейлӗ мӑшӑрӑн иртнӗ ҫул вӗҫӗнче икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Вӗсене Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ӗҫченӗсем паян ҫав ятпа саламланӑ.
Титовсем малтанласа хуняшшӗпе тата хунямӑшӗпе Шупашкарти ятарлӑ центрта пурӑннӑ. Унтан ҫамрӑк арҫын инжиниринг компанийӗсенчен пӗрне инженер-программиста ӗҫе вырнаҫнӑ, хӗрарӑм — персоналпа ӗҫлекен менеджера. Кӗҫех ҫемье уйрӑм хваттер тара тытса пурӑнма тытӑннӑ.
Лару-тӑру лӑплансан тата хваттер ыйтӑвӗ татӑлсан ҫемье тӑван тӑрӑхне, Мариуполь хулине, таврӑнма ӗмӗтленет. Хальлӗхе вара вӗсем Шупашкартах пурӑнӗҫ. «Кунта медицина пулӑшӑвӗ енчен те аван», — тет икӗ ача амӑшӗ.
Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ. Унта 2006-2022 ҫулсенче пултаруллӑ мӑшӑр, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Венера Большовӑпа Петр Маркин пурӑннӑ.
Венера Петровна йывӑр чир хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Темиҫе кунран Петр Григорьевичӑн та чӗри тапма пӑрахнӑ. Венера Большакова 1938 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пӗчӗк Этмен ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен» радиопа нумай ҫул янӑракан «Ӑраскал» кӑларӑм авторӗ. Венера Петровна 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче вилнӗ.
Петр Маркин Чӗмпӗр облаҫӗнче 1930 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш Енре тухса тӑнӑ «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакторӗнче те ӗҫленӗ, унтан телекурава куҫнӑ. Унӑн хайлавӗсем тӑрӑх темиҫе телеспектакль лартнӑ. Вӑл 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче вилнӗ.
Паян 9 сехет ҫурӑра Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗнче «Тойота» «Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобуспа ҫапӑннӑ. Шел те, ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче ларнӑ 58 ҫулти хӗрарӑм, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑскер, вилнӗ.
Авари вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 7 пассажир пулнӑ. Вӗсем аманман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм транспорта итлеттереймен – хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Грантӑна» кӑштах лектернӗ, унтан микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |