Шупашкартан Кӳкеҫе пассажирсене илсе ҫӳрекен 162-мӗш маршруткӑра билет хакӗ ӳснӗ. Анчах каҫхи 21 сехет хыҫҫӑн кӑна.
«Каҫхи тариф» 10 тенкӗ хӑпарнӑ. ЕТКпа тӳлесен - 40 тенкӗ, чӗрӗ укҫапа - 42 тенкӗ. Ахаль чухне билет ЕТКпа 30 тенкӗ тӑрать, чӗре укҫапа - 32 тенкӗ.
Расписанипе килӗшуллӗн, 162-мӗш маршрутӑн пӗрремӗш рейсӗ ирхи 5 сехетре ҫула тухать. Каҫхине юлашки рейс 23 сехет те 20 минутра каять.
Шупашкарти «Малютка» ача-пӑчан ятарлӑ ҫурчӗ унччен республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑнӑ. Анчах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республика ертӳҫи Олег Николаев йышӑну кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ача ҫуртне Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине панӑ.
Асӑннӑ ҫуртра ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ тин ҫуралнӑ ачасенчен пуҫласа тӑватӑ ҫул тултариччен пурӑнаҫҫӗ.
«Малютка» ача ҫуртӗнче – 189,75 штат единици.
Паян, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Ку хыпара Телеграмри «Аварком21» каналта пӗлтернӗ.
Инкек Шупашкар варринче ирхи 11 сехет хыҫҫӑн пулса иртнӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинин водителӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл ятарлӑ ҫутӑпа тата сасӑ сигналӗпе пынӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне специалистсем видеорегистраторсене тӗпе хурса палӑртӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Хальхинче ӑна Ҫӗнӗ ҫул уявне халалласа капӑрлатӗҫ.
Троллейбусра Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ. Рейс 9 сехет те 6 минутра ҫула тухӗ те ӗҫе 16 сехет те 57 минутра вӗҫлӗ. Кӑнтӑрлахи апатра тӑхтав пулӗ. Салона гирляндӑсемпе, ытти япалапа капӑрлатӗҫ. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра ӑна «001Р» паллӑпа уйӑрса илме пулать.
Раштавӑн 29-мӗшӗнче вара хулара «Хӗл мучи» операци» акци иртӗ. Ун чухне хула ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлӗҫ, парнесем – канфетсем - парӗҫ.
Шупашкарти 184-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем ҫурт тӑрринчен анакан Хӗл мучисене курсан савӑннӑ кӑна мар, тӗлӗннӗ те. ВСКСӑн тата Ресурс центрӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗсен хӑй ирӗкҫисем «Хӗл мучисен десанчӗ» акци ирттереҫҫӗ.
Вӗсем хӗллехи асамҫӑ тумне тӑхӑнса, ятарлӑ снаряжени ҫаклатса ҫурт тӑрринчен анса ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл мучипе Юр пикене сӑвӑсем каласа парса парнеллӗ пулнӑ.
Чӑваш Енре хуҫасӑр йытӑсем валли тата тепӗр приют уҫӑлӗ.
Асӑннӗ чӗр чунсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрне те ҫӑхавлакансем йышлӑ иккен. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пурӗ 1000 ытла ҫыру ҫырнӑ. Пуринчен ытла ун пек ҫырусем Канашран, Шупашкартан тата Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ.
Ҫӗмӗрле уҫма палӑртнӑ приют пирӗн республикӑра шучӗпе виҫҫӗмӗш пулӗ. Унта хуҫасӑр 150-а яхн йытта усрама май килӗ.
Иртнӗ эрнере республикӑра гриппа чирленӗ 411 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ун умӗнхи эрнере ку хисеп 2,7 хут пӗчӗкрех пулнӑ, пӗр уйӑх каялла вара - 24 хут пӗчӗкрех.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсенчен ытларахӑшӗ - 17 ҫула ҫитмен ачасем. Пӗтӗмпе 290 шӑпӑрлан. Аслӑ ӳсӗмрисем вара - 121-ӗн.
Ҫынсем ытларах, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче чирлеҫҫӗ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Шупашкар хулин пуҫлӑхне суйланӑ. Икӗ кандидат пулнӑ: унччен хула администрацийӗн ертӳҫи пулнӑ Денис Спирин тата хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Алексей Лукшин. Депутатсем Спириншӑн 32 сасӑ панӑ, хирӗҫ виҫҫӗн сасӑланӑ. Хирӗҫҫисем - ЛДПР партирен.
Ҫапла Денис Спирин пиллӗк ҫуллӑха Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулӗ.
Сасӑлава пӗтӗмлетсен вӑл присяга тытса должноҫе йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхин Шупашкарти троллейбуссемпе автобуссем ахаль чухнехинчен ытларах вӑхӑт ҫӳрӗҫ. Тӗп ҫулсемпе маршрута тухакан общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртсен тин, 1 сехетре, ӗҫлеме чарӑнӗ. Уяв кунӗсенче расписанире кӑштах улшӑнусем пулӗҫ.
Коммуналлӑ службӑсем те вӑйлӑрах режимпа ӗҫлӗҫ. Раштавӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен ҫулсемпе тротуарсене юртан тасатакан ятарлӑ техника талӑкӗпех дежурствӑра пулӗ. Авариллӗ бригадӑсем те хатӗр тӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине урамсене ҫӳп-ҫапран тасатакансем мероприятисем иртекен вырӑнсенче виҫӗ сменӑпа ӗҫлӗҫ.
Паян 16 сехетре 333-мӗш маршрутка ГЭС патӗнче аварие лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка Шупашкартан Сосновкӑна кайнӑ чухне ҫул ҫинче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Фура маларах тепӗр пысӑк машинӑпа ҫапӑннӑ, вӗсем ҪҪХПИ инспекторӗсене кӗтсе тӑнӑ.
Аварире микроавтобус салонӗнче пулнӑ 8 пассажир, водитель аманнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем водителе кабинӑран кӑларнӑ, ӑна тухтӑрсен аллине панӑ. Пассажирсене те пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |