«Шупашкарти савни» спектакле аслӑрах ҫулхисем кӑна мар, 35–40-рисем те, мӗн тесен те, астӑваҫҫех пулӗ. Вӑл сцена ҫинчен кайни ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ӑна тавӑрма шутланӑ. Анчах унчченхи пайсенчен пӗрне кӑтартмӗҫ. Хальхинче куракансем унӑн улттӑмӗш серипе киленӗҫ. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма театр нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йыхравланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Камите 25-мӗшӗнче кӑна мар, 27-мӗшӗнче те кӑтартӗҫ.
1991 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ ҫак камит авторӗ — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров. Режиссерӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов, художникӗ — Лариса Комиссарова, композиторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков, ташшисене лартаканӗ — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Юрий Свинцов.
Шухӑшланипе шур пӳрт лартаймӑн теҫҫӗ те, анчах выртан каска мӑкланни те паллӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара хамӑр патра ҫӗлекен шкул формине республика тулашне те сарасшӑн. Кун пирки вӗсем паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, экономика аталанӑвӗн тата вӗренӳ министрӗсем Владимир Аврелькин тата Владимир Иванов та хутшӑннӑ.
Владимир Аврелькин ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл промышленноҫӑн республикӑри предприятийӗсем (сӑмах кунта шкул форми ҫӗлекенсем пирки пырать) ют ҫӗршыври компанисемшӗн халех конкурент пулса тӑнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер вӗсен республика тулашне те тухмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхра шкул формине «Кайсаров», ОВАС, «Аврора», «Элита» предприятисем ҫӗлеҫҫӗ.
Арҫынсене Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне мӗн парнелемеллине пӗлместӗр-и? Шупашкарта Владимир Путин тата Барак Обама сӑнне ӳкернӗ нуски сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ пур.
Константин сутуҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал нуские ҫынсем хаваспах туянаҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейре туса кӑларнӑ. Нуски, вӑл каланӑ тӑрӑх, урана сывлаттарать. Ӑна туянакансем каялла та таврӑнаҫҫӗ-мӗн — тепре илме.
Ярослав Макаров та нуски туяннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку ӑна питӗ килӗшнӗ. Нуские вӑл коллекцие хума шутланӑ. Вӑл унта 9-мӗш пулӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Чӑваш кӗнеки» центрта тӑван халӑхӑмӑрӑн тата тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн историне тата культурине юратакансен клубӗн черетлӗ занятийӗ иртмелле.
Ку клуба вулавӑшра 2013 ҫулта пуҫарса янӑ. Унӑн тӗллевӗ пирки ӑнланма йывӑр мар: вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансене — историксене, тӗпчевҫӗсене, таврапӗлӳҫӗсене, студентсене, шкул ачисене — пӗрлештерет.
Клуб занятийӗсем кӑсӑклӑ иртнине пӗлтернӗ май унӑн пайташӗсем ҫивӗч тӗрлӗ ыйтӑва хӗрсе сӳтсе явни пирки ӗнентерет республикӑн Культура министерстви.
Черетлӗ заняти ыран 18 сехетре пуҫланмалла. Унта истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы», «Национальное самоопределение чувашского народа в начале XX века: идеологический аспект» кӗнекесен авторӗ Сергей Щербаков 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи наци юхӑмӗн аталанӑвӗ пирки калаҫу пуҫарӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче кӗрӗк, сӑран тата атӑ-пушмак сутакансене штрафлама йышӑннӑ. Тӗрӗсрех, хальлӗхе ун пек йышӑну кӑларман-ха. Анчах йӗркене пӑсни пирки протоколсем ҫырса хатӗрленӗ. Вӗсене аминистративлӑ комиссие пӑхса тухма ярса панӑ.
Сутуҫӑсем хулари тӳре-шара умӗнче ӑҫта кирлӗ, унта пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарса ҫӳренишӗн ята кӗнӗ. Питӗрти тинӗс портӗнчен илсе килекен тавара йӳнӗ хакпа сутса ярасси пирки пӗлтерсе ҫырнисене Шупашкарти Эгер булварӗнчи йывӑҫсем, ҫуртсем, юпасем, контейнер лаптӑкӗсем тавралла тытнӑ картасем ҫине ҫыпӑҫтарса тухнӑ.
Пӗлтерӗве ӑҫта кирлӗ унта ҫакса ҫӳрени административлӑ майпа правӑна пӑсни пулать. Уншӑн штрафлама та пултараҫҫӗ. Йӗркене ҫавӑн пек пӑсакансем пирки яваплисем хӑйсене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗ вӗҫленчӗ. Эппин, ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт. Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче ачасене мӗнле ятсем хунӑ-ха?
Иртнӗ уйӑхра Шупашкарта 643 ача кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 322-шӗ — арҫын ача, 321-шӗ — хӗрача.
Калинин районӗнче ачасене хӑйне евер ят хуракансем пулнӑ: Ян, Ильдар, Юлиан, Радмилла и Элина. Ленин районӗнче Леон, Лев, Серафим, Архелия, Иванна, Каролина, Есения, Амалия, Марианна ҫуралнӑ. Мускав районӗнче Эльза, Агния, Аделина, Амелия, Аветиса, Далемира кун ҫути курнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗнче 11 йӗкӗреш ҫуралнӑ. 107 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.
Шупашкарта пӗр ача вилнӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пулнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Мате Залка урамӗнчи пӗр ҫуртра ача ҫурҫӗр иртни 3 сехетре сывлама чарӑннӑ. Вӑл икӗ ҫулта кӑна пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку чӑнах та пулнине ҫирӗплетет. Ача чире пула сывлама чарӑнни паллӑ. Анчах мӗнле чир? Ҫакна каярахпа, тӗрӗслев ирттерсен, палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫулсерен иртекен конкурса кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл — «Чи лайӑх атте». Ӑна нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Конкурса ҫулсерен Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫисен кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — ашшӗн ҫемьери рольне кӑтартасси, вӑл ачасене воспитани парас ӗҫе мӗнле хутшӑннине уҫса парасси.
Конкурса ачасене воспитани парас ӗҫе хутшӑнакан, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакан ашшӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗрремӗш вырӑнсӑр пуҫне номинацисем пулӗҫ: «Чи лайӑх ашшӗ — нумай ачалли», «Чи лайӑх ашшӗ — производственник», «Ӑрури чи лайӑх ашшӗ», «Чи лайӑх ашшӗ — ашшӗ-герой», Чи лайӑх ашшӗ — спортсмен», «Чи лайӑх ашшӗ — пултаруллӑ ҫын».
Конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑсӑн 8-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енре пӗр ҫын сысна грипӗпе чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Вӑл кунти ҫын мар тесе пӗлтереҫҫӗ.
Республикӑра ОРВИпе, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ОРВИпе чирлекен 513 ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 51-шне «сысна грипӗ» диагноз лартнӑ.
Чӑваш Енре сысна грипӗнчен вилнӗ ҫын Питӗртен пулнӑ. Вӑл Шупашкара тӑванӗсем патне Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн килнӗ. Чирлесен тухтӑрсенчен пулӑшу вӑхӑтра ыйтман. Пульницӑна илсе пынӑ чухне вӑл йывӑр пулнӑ.
Тӗнче тетелӗнче ҫӗнӗ хыпарсене тишкернӗ май пӗри куҫ умне пулчӗ: «Шупашкарти тӗп чӑрӑша Авито сайтра сутаҫҫӗ». Ку чӑнах та мана кӑсӑклантарса ячӗ. Ҫав чӑрӑш пирки юлташсемпе унчченех калаҫнӑччӗ…
Тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче Республика тӳремӗнче ларнӑ елкӑна 6,5 миллион тенкӗпе сутассине палӑртнӑ. «7 миллион тенкӗпе илнӗ, 6,5-пе сутатӑп. Тепӗр ҫул ҫӗннине, хаклӑраххине, туянас тетпӗр, ҫавӑнпа кирлӗ мар», — тенӗ унта. Телефон номерне те кӑтартнӑ, анчах вӑл йӑнӑш. Хула администрацийӗ ку пӗлтерӗве ҫырман-мӗн. Такам, ахӑртнех, ҫапла шӳтлес тенӗ.
Хыпара сӳтсе явакан сахал мар тупӑннӑ. Пурте тенӗ пекех чӑрӑш хаклине, вӑл илемлех маррине палӑртнӑ. «Пире бюджетниксене укҫа парса татман. Хӑйсем 7 миллион тенкӗпе чӑрӑш туянса лараҫҫӗ», — тенӗ пӗри. «Ҫак конус евӗр япала симӗс пулнипе ҫеҫ чӑрӑша аса илтерет», — тенӗ тепри.
Тӗрӗссипе, тӗп чӑрӑш, 25 метр ҫӳллӗшскер, 7 миллион тенкӗ тӑнине пӗлсен хам та тӗлӗннӗччӗ. Апла вӑл ҫав тери хитре тесе шухӑшланӑччӗ. Анчах куртӑм та — кайса ӳкмеллех нимӗнле илем те ҫук. Хамӑн шухӑша палӑртам: ӑна мӗнлерех хитрелетни те кӑмӑла каймарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.