Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна тахҫанах тума пуҫланӑ. Маларах уншӑн Чӑвашавтодор яваплӑ пулнӑ. Шоссене юсаса ҫӗнетнӗ чух унӑн пассажирсене каҫса ҫӳремелли те хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен. Каярах Храмов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑна шаннӑ. Ҫул урлӑ каҫса ҫӳремеллине тӑвакан подрядчика палӑртакан конкурсра вӑл ҫӗнтернӗ.
Контрактпа пӑхнӑ тӑрӑх, Храмов усламҫӑн 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ иртнӗ уйӑхра кӑтартнӑ репортажра подрядчик проекта хурласа калаҫнӑ. Вӑл начаррине пула унӑн хӑйӗн шучӗпе ӑна йӗркелеме тивнӗ-мӗн.
Ӗҫе халӗ те вӗҫлейменнине кура ҫынсем ҫул урлӑ малтанхиллех шоссе ҫийӗн каҫса ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарта Сталининградри тиреке лартӗҫ. Ҫав йывӑҫ тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑр саманана тӳссе иртнӗ. Унтанпа ҫичӗ теҫетке иртсен те типсе хӑрман йывӑҫӑн темиҫе авӑрне илсе ятарлӑ хутӑшра ӳстерме йышӑннӑ. Хунав паллӑ тирекӗн пахалӑхне упраса хӑварма пултарнӑ. Волгоградри ботаника пахчинче ӗҫлекен ученӑйсем хунава икӗ метра яхӑн ӳстернӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗсене чӑтса ирттернӗ йывӑҫа «Ҫӗнтерӳ тирекӗ» акци ирттерсе лартма пӑрахнӑ. Ку акцие ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттермелле. Унта Мурманск, Чулхула, Пенза, Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан, Волгоград, Омск, Кемӗр облаҫӗсем, Карели, Чӑваш, Мӑкшӑ, Кабардин-Балкар, Карачай-Черкесск, Ингушети, Чечен, Тыва республикисем, Ямал-Ненецк автономи округӗсем хутшӑнмалла.
Тиреке Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче лартасшӑн.
Шупашкарта лайӑх калаҫма вӗренеймен ача нумай-мӗн. Нумаях пулмасть ку ыйту тавра Шупашкар хула администрацийӗнче калаҫнӑ.
Ку ыйту ҫивӗч пулнӑран тӗп хулари ача пахчисенче логопед должноҫне ҫирӗплетмеллине сӳтсе явнӑ. Паянхи куна илес тӗк, Шупашкарти шкул умӗнхи 87 учрежденире япӑх калаҫакан 1500 ытла шӑпӑрлана лагопед пулӑшӑвне тӳлевсӗр парассине йӗркеленӗ. Анчах черетре тата нумай ача тӑрать: 734 шӑпӑрлана ҫак специалист пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Ҫакна шута илсе Шупашкар хула администрацийӗ пӗтӗм ача пахчинче логопед ставкине штат расписанине кӗртме палӑртнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр тӗп хулари 128-мӗш тата 202-мӗш ача пахчисем медицина пулӑшӑвӗ (массаж, физиотерапи, галокамера) пама пуҫланӑ.
Шупашкарти Мускав кӗперне туса пӗтермешкӗн тата сахал мар укҫа кирлӗ. Кун валли тепӗр 518 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ку ыйтӑва ЧР Правительствинче сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер: Мускав кӗперне 2015 ҫулта тума тытӑннӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтерме палӑртнӑ. Анчах Мускав кӗперне вӑхӑтра хута ямашкӑн укҫа-тенкӗ кирлӗ.
Кӑҫал кӗпере тунӑ ҫӗре 435 миллион тенкӗ яма палӑртнӑ. 340 миллион тенки федераци хыснинчен пулӗ.
Сӑмах май, Мускав кӗперӗн ҫур пайне кӑҫал Республика кунӗ тӗлне уҫмалла. Шупашкар хула администрацийӗ Алексей Ладыков подрядчик умне ҫакнашкал тӗллев лартнӑ.
ПУШ | 05 |
Нарӑсӑн 27-мӗшпе пуш уйӑхӗн 4-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫак хыпарсем тухрӗҫ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Алексей Шадриков юрӑҫа тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята пани пирки хыпарларӑмӑр;
• Мускаври чӑвашсен автономипе 2013 ҫулта мӗнле пӑтӑрмах пулса иртни ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Хурлӑхлӑ хыпар та пулчӗ — Мускавра иккен ҫав тӑрӑха ӗҫ шыраса кайнӑ тепӗр чӑвашӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ;
• Студенткӑна заняти вӑхӑтӗнчех мӗн сӑлтава пула полици тытса кайни пирки пӗлме пултартӑр;
• Суту-илӳ министрӗн хӑш ҫумне ӗҫрен кӑларса янине пӗлтертӗмӗр;
• Георгий Егоров Шупашкар районне хӑш вӑхӑтран ертсе пыма пӑрахнине каласа патӑмӑр;
• Тутарти усламҫӑсем пирӗн тӑрӑхри чӑх-чӗп хапрӑкне мӗн сӑлтава пула тиркени пирки хыпарларӑмӑр;
• Тутлӑ апат пӗҫерекенсем валли мӗнле ҫӗнӗ кӗнеке тухни ҫинчен систертӗмӗр;
• Ҫамрӑксен театрӗнче тата кам тава тивӗҫлӗ артист ята тивӗҫни пирки пӗлтертӗмӗр;
• Тӳре-шаран ӗҫ укҫин виҫи пирки те хыпарларӑмӑр (ӳсни е чакни пирки — хыпарта пӗлме пулать).
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра «Мускав – Ӗпхӳ» автоҫулӑн 631-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ транспорт пырса ҫапӑннӑ.
ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен, ҫул варринчи карта ҫине кӗрсе кайнӑ. Ҫапла майпа вӑл ытти транспорта кайма чарнӑ. Ҫавӑнтах «Шупашкар – Мускав» маршрутпа икӗ автобус пынӑ. Вӗсен водителӗсем чарӑнса ӗлкӗреймен, йывӑр тиевлӗ машина ҫине кӗрсе кайнӑ.
Ку аварире ултӑ ҫын шар курнӑ. Пиллӗкӗшне вырӑнтах медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Пӗрне пульницӑна илсе кайма тивнӗ. Пӗтӗмпе икӗ автобус салонӗнче 60 ытла ҫын пулнӑ. Вӗсене урӑх автобус ҫине лартса янӑ.
Сирӗн халӑх костюмӗ, унӑн пайӗсем килте ахалех выртаҫҫӗ-и? Вӗсене Чӑваш наци музейне е Чӑваш тӗррин музейне кайса пама пултаратӑр. Ҫапла майпа «Серебряная кладовая» экспозицие пуянлатма шухӑшланӑ.
Экспозицире чӑваш хӗрарӑмӗсен эрешӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем упранаҫҫӗ. Вӗсене кӗмӗлтен тата вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ. Ҫакнашкал япаласене музейра ӗмӗрлӗхе упрама йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене патшалӑх учетне тӑратӗҫ, музейри илсе килнӗ япаласен кӗнекине ҫырӗҫ, Раҫҫейри Музей фончӗн электронлӑ базине кӗртӗҫ. Инвентаризаци тунӑ хыҫҫӑн япаласем коллекцире, экспозицире тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.
Музея япала парнелекенсене сертификат парӗҫ. Вӗсене япала парнелекенсен хисеп кӗнекине те кӗртӗҫ.
Раҫҫейре чи ырӑ кӑмӑллӑ хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта ҫынсем Пӗтӗм Раҫҫейри марафона хутшӑннине шута илнӗ.
Акцие Раҫҫейри Общество палати, Волонтер центрӗсен ассоциацийӗ, Роспатриотцентр, Раҫҫейри тӗнче фончӗ йӗркеленӗ. Ӑна ҫынсене ырӑ ӗҫ тӑвас ӗҫе ытларах хутшӑнтарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ҫӗршыври «Ырӑ ӗҫсен марафонӗ» акцие пӗтӗмлетнипе килӗшӳллӗн, Шупашкар танлаштарӑмра пӗрремӗш теҫеткене кӗнӗ. Малти йӗркене Якутск йышӑннӑ, унтан — Мускав. Питӗр виҫҫӗмӗш вырӑна лекнӗ. Пӗрремӗш теҫеткене Шупашкарсӑр пуҫне Новочеркасск, Чӗмпӗр, Омск, Вологда, Екатеринбург кӗнӗ.
Нумаях пулмасть пӗр студенткӑна йӗрке хуралҫисем занятире тытса чарнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл суд умӗнче явап тытнӑ.
Аса илтерер: студенткӑна Шупашкарта Борис Немцева асӑнса ирттернӗ акцие ирттернӗшӗн тытса чарнӑ. Вӑл пӗлӗшӗсемпе пӗрле нарӑсӑн 25-мӗшӗнче урама плакат йӑтса тухнӑ. Унта «Пурне те вӗлерейместӗр, пурне те тӗрмене лартаймастӑр» тесе ҫырнӑ. Полицейскисем хӗре йӗркене пӑсса митинг йӗркеленӗ тесе шухӑшланӑ. Ӑна тытса чарма университета пынӑ, занятиренех илсе тухса кайнӑ.
Студентка тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх тетелне парӑнтарма шухӑшланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Инстаграмра хӑйӗн страницине уҫнӑ.
Алексей Ладыков халӑх тетелӗнче видеоролик та вырнаҫтарнӑ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ паллӑ: вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнчи 1-мӗш шкула ҫитсе килнӗ. Видеона 740 ытла хутчен пӑхнӑ.
«Республикӑри чи пысӑк шкул строительство енӗпе рекорд лартать, кӑҫал 1100 шкул ачине йышӑнма хатӗрленет», — ҫырнӑ Алексей Ладыков комментарире. Сити-менеджерӑн страницине хальлӗхе 192 ҫын пӑхса тӑрать. Ку — сахал мар. Страницӑра пӗртен-пӗр видеоролик пулнине шута илсен — пушшех те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |