Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан Ксения Глунцова каллех «Давай поженимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Ӳкерӳ ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑл хӑҫан эфира тухасси хальлӗхе паллӑ мар. Ксения унта улттӑмӑш ҫул ӗнтӗ хутшӑнать. Хальхинче Ксения виҫӗ хӗртен пӗри пулнӑ. Шел те, Феодосирен килнӗ каччӑ ӑна мар, Мускавра пурӑнакан ачаллӑ хӗрарӑма суйланӑ. «Эпӗ пӑшӑрханмастӑп. Хамӑн шӑпана тӗл пуласса ӗненетӗп», - тет Ксения Глунцова. Ксюша каланӑ тӑрӑх, кӑларӑм ертӳҫи Лариса Гузеева ӑна ҫӗнӗ сӑмса парнелесшӗн. Ксюша вӑрӑм сӑмсаллӑ пулнӑшӑн пӑшӑрханать. «Халӗ эпӗ медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухатӑп, анализсем паратӑп. Ҫурла уйӑхӗччен, «Давай поженимся» кӑларӑм юбилейӗ тӗлне, эпӗ питӗ хитре пуласса шанатӑп», - ҫапла каланӑ Ксюша. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |