Шупашкар Раҫҫейри усал сӑмахпа перкелешме юратакан 30 хула йышне кӗнӗ. «Zoom Market» маркетинг компанийӗ интервьюсем илсе ҫакнашкал танлаштарӑм хатӗрленӗ.
Унта пӗтӗмпе 30 хула кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар та пур. Вӑл 13-мӗш вырӑн йышӑнать. Малти йӗркесене вара Пермь, Воронеж, Иваново хулисем лекнӗ. Чи юлашки йӗркере – Омск, Владивосток тата Хусан.
Ыйтӑма 18-54 ҫулсенчи 3 пин ҫын хутшӑннӑ. Вӗсене виҫӗ ыйту панӑ. Пӗрремӗшӗ – эсир усал сӑмахпа перкелешетӗр-и? Иккӗмӗшӗ – тӑтӑшах усал сӑмахпа усӑ куратӑр-и? Виҫҫӗмӗшӗ – паян эсир усал сӑмах каланӑ-и?
Агентствӑн коммерци директорӗ Андрей Штыров каланӑ тӑрӑх, ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗ интереслӗ пулнӑ. Ытларах ҫамрӑксем усал сӑмахпа калаҫаҫҫӗ-мӗн. Ҫакна Раҫҫейри музыка ушкӑнӗсем тата YouTube видеохостинг витӗм кӳреҫҫӗ иккен.